Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли ҫӗнӗ директор шыраҫҫӗ. Аса илтерер: унччен ӑна Эльвира Казакова ертсе пынӑ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнче ӑна тытса чарнӑ. Вӑл сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Документсене раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса вара раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Кандидатсен мӗнле пулмалла-ха? Вӗсен «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персоналпа ӗҫлесси» енӗпе аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне педгог должноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле. Кандидатсен судпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулмалла мар.
Халӗ Эльвира Казакова килти арестра ларать. Вӑл ачасене шкула йышӑннӑ чухне сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапах шкул сайтӗнче вӑл директор должноҫӗпех тӑрать.