Юпа уйӑхӗнче Шупашкарти сакӑр общество чарӑнӑвӗн павильонӗсене улӑштарӗҫ. Вӗсем вырӑнне ҫӗннисене вырнаҫтарӗҫ.
Паянхи кун тӗлне хулари 12 павильона пуҫтараҫҫӗ. Ҫитес уйӑхра ҫӗннисене «Гастелло урамӗ», «53-мӗш шкул», «Ҫутҫанталӑк» лавкка», «Чебоксарец» лавкка», «Рашча», «Берендей вӑрманӗ», «Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗ», «Коопераци институчӗ» чарӑнусенче вырнаҫтарӗҫ.
Палӑртмалла: юлашки виҫӗ ҫулта Шупашкарта чарӑнусенчи 140 павильона ҫӗннипе улӑштарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗлӗшпе пӗтӗмпе 40 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.