Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Федор Павлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 19.09.2017 12:37 | 2138 хут пӑхнӑ
Культура

Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Федор Павлов (1892-­1931) ҫыравҫӑ тата композитор ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Ҫав кунах унта ҫыравҫӑпа тата композиторпа паллаштаракан кӗнекесем тата сӑн ӳкерчӗксем урлӑ паллаштаракан «Итле­ купӑс мӗн калать...» курав уҫӑлӗ.

Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.

Федор Павловӑн юбилейне халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнине, ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтланине эпир пӗлтернӗччӗ.

#музейсем, #культура, #кӗнекесем, #хӑтлавсем, #Чӗмпӗр, #вулавӑшсем, #юбилейсем, #Патӑрьел, #Етӗрне, #астӑвӑм, #Литература музейӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем