Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: «Чӑвашавтотранс» ыйтӑвне хыснаҫӑсен ӗҫ укҫипе татаймӑн

Пулӑшу (Услуги) Сварка тата сантехника ӗҫӗпе пулӑшатӑп. Хакӗ — килӗшсе татӑлнипе.
Сутатӑп Пӑрамланӑ качака путеккисемпе пӗрле сутатӑп.
Паллашу Чиркӗве ҫӳрекен каччӑпа паллашатӑп. Хам ҫинчен: 38 ҫулта. Мускавра хваттер пур, ...
Таисия Ташней 07.04.2017 06:28 | 76 хут пӑхнӑ
Экономика

Ӗнер улттӑмӗш созыври Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫиччӗмӗш сесссийӗ иртрӗ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев регион Правительствин иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. Отчет туса пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл депутатсен ыйтӑвӗсене яланхиллех хуравларӗ. «Чӑвашавтотранс» пирки те калаҫу пулчӗ.

Аса илтерер, «Чӑвашавтотранс» предприятири лару-тӑру пирки Раҫҫей шайӗнче те калаҫнӑ. Ыйту федераллӑ министрсем патне ҫитнӗрен «Чӑвашавтотранс» пирки пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Правительство канашлӑвӗнче тепре сӳтсе явнӑччӗ. Унта парӑма ҫӗртмен 1-мӗшӗччен парса татасшӑннине пӗлтернӗччӗ.

ЧР парламенчӗн ӗнерхи сессийӗнче «Чӑвашавтотранс» пирки сӑмах хускатнӑ май Михаил Игнатьев вӑл предприяти коммерци организацийӗ пулнине аса илтерчӗ. Яваплӑха республика ертӳҫисем хӑйсем ҫинчен сирмӗҫ, анчах ыйтӑва республика хысни шучӗпе ҫеҫ татма пӑхни тӗрӗс маррине палӑртрӗ Элтепер. «Вӑл предприятири ыйтӑва татса эсир хыснаҫӑсене — учительсене, врачсене ӗҫ укҫисӗр хӑварас тетӗр-им?» — пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

#Правительство, #ларусем, #укҫа-тенкӗ, #ӗҫ укҫи, #парӑмсем, #Чӑвашавтотранс, #Элтепер, #сесси, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Забастовка тунӑ водительсене шалу тӳлӗҫ
2017, 02, 09
Ӗҫ укҫин парӑмне хыснари укҫапа татӗҫ
2017, 02, 09
«Чӑвашавтотранс» умӗнхи парӑма ҫуллаччен татса парасшӑн
2017, 03, 21
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссем те малтанхиллех ҫӳрӗҫ
2017, 04, 04
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине укҫа уйӑрни сая кайман
2017, 04, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (30.04.2017)

23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org