Шупашкар хула администрацийӗ пилотсӑр вӗҫекен комплекссем туянма палӑртать. Вӗсене хулари тӳре-шара пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен илесшӗн.
Туянма шухӑшланисен списокне вӗҫекен икӗ хатӗр, ҫӗр ҫинчи управлени икӗ станцине (вӗсем ноутбук никӗсӗ ҫинче ӗҫлӗҫ), темиҫе модульпе ытти хушма аксессуара кӗртнӗ. Комплексӑн пуҫламӑш хакӗ — 12,476 млн тенкӗ. Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсене хула администрацийӗ те, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин подразделенийӗсем те усӑ курӗҫ.
Вӗҫекен аппаратӑн 250–1200 метра хӑпарма пултармалла, хӑвӑртлӑхӗ пӗр сехетре 65–100 километр ҫӗнмелле. Ҫунаттин сарлакӑшӗ 2750 миллиметртан кая мар пулмалла, 2950 миллиметртан сарлакине те илесшӗн мар. Пӗрре вӗҫсе хӑпарсан 3 сехетрен кая мар сывлӑшра ҫӳренине те шута илӗҫ.