Шупашкарта Иккӗмӗш Екатерина палӑкӗпе ҫумӑн сквер тӑвасшӑн. Императрицӑн бюсчӗ Шупашкарти истори пайӗнче пулӗ.
ЖКХ тата хӑтлӑлӑх управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ ҫумӗнче 2,2 пин тӑваткал метра асфальт сарасшӑн, газон акасшӑн, ҫутӑ юписем вырнаҫтарасшӑн, саксем лартасшӑн. Унтах Екатеринӑн палӑкӗ те пулӗ.
Сквера «Зеленстрой» подряд организацийӗ хӑтлӑлатӗ. Аса илтерер: «Раҫҫей мухтавен аллейи» проектпа килӗшӳллӗн, чылайӑшӗ Шупашкарта Иккӗмӗш Екатеринӑн палӑкне лартассишӗн сасӑланӑ. Хула влаҫӗ палӑк тавра сквер тума йышӑннӑ. Ку Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ ҫумӗнче пулӗ.