Чӑваш Енре «Чувашиякурорт» санаторие сутса янӑ. Хӑна тата сиплев ҫурчӗн акцийӗн 50 процентне республикӑн Патшалӑх пурлӑх комитечӗ сутлӑха кӑларнӑ. Аукцион ҫӗнтерӳҫи — «Чӑвашкабель» савут. Сӑмах май каласан, савут та, санаторий пекех, акционерсен обществи шутланать. Анчах лешӗн харпӑрлӑх форми «уҫӑ» ятпа пулнӑ. Санаторие республика влаҫӗсем пӗлтӗрех сутма ӗмӗтленнӗ — приватизацин планне ун чухнех кӗртнӗ. Акцисене туянакан, ав, кӑҫал тупӑннӑ.
Чӑвашкабель санаторин 99 пине яхӑн акцине туяннӑ. Ун валли вӑл 114 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Пӗр енчен, аукцион ирттерекенсем малтанхи хака та ҫӑвӑн чухлӗрех кӑна ыйтнӑ. Суту-илӗвӗн пуҫламӑш хакне Патшалӑхӑн пурлӑх комитечӗ 113 миллион тенкӗ тесе хакланӑ.