Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне уҫнӑранпа ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа музея тӗрле хӑнана йыхравланӑ, ҫав шутра Шупашкарта декораципе прикладной ӳенерен ӑстисен пӗтӗм Раҫҫейри XXII конкурсне хутшӑнакансем те пулнӑ.
Культура учрежденийӗнче тӑрӑшакансем Чӑваш тӗррин музейӗ чӑваш тӗррипе халӑха кӑсӑклантарассинче самай пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ. Совет саманиччен чӑваш тӗррилле япаласене сутса илес йӑла-йӗрке пулман. Ку вӑл тӗрӗн хӑйне евӗр асамлӑхӗ пулнине пӗлтерет. Паян чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫа сцена ҫинче ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те курма пулать.