Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Культура: Ҫынна ӗҫ илемлетнине кӑтартнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 28.02.2016 08:03 | 1547 хут пӑхнӑ
Культура

Етӗрне районӗнче иртекен Анисим Асламас ячӗпе иртекен халӑх фесивальне хутшӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи артистсем «Человек славен трудом» (чӑв. «Этем ӗҫӗпе илемлӗ») ятлӑ ятарлӑ программа хатӗрленӗ.

Кӑкшӑмри Культура ҫуртӗнче ӗҫ ҫыннине халалласа ятарлӑ стенд йӗркеленӗ. Кунта вырӑнти ӗҫченсене халланӑ «С любовью к родной земле» (чӑв. Тӑван ҫӗре юратса) сӑнсен стенчӗ те, алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсем те пур. Кӑкшӑмри «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчинче ӗҫлекенсем курава чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ пуканесем илсе килнӗ. Людмила Гордеева «Чечексем — сире валли!» ятлӑ композици ӑсталанӑ. Людмила Максимова, Ильина Людмила, Андреева Зинаида, Мазюкина Елизавета, Федорова Алина, Семенова Ирина та тӗрлӗ мелпе ӑсталанӑ чечексемпе куракансене савӑнтарнӑ.

Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнче темӗн тӗрлӗ ӑстаҫӑ та пур иккен! Салфетка, алшӑлли, панно, коврик, тӗрлӗ ҫипуҫ ӑстисем Римма Артемьева, Тамара Миронова, Нина Иванова, Оксана Ильина, Инесса Иванова, Мария Матвеева тата ыттисем. Вӗсен пултарулӑхӗпе куракансем хаваспах паллашрӗҫ.

Концерт «Улах каҫӗпе» пуҫланчӗ. Артистсем улахра Ираида Вдовина репертуарӗнчи тата Федор Васильев, Николай Сандров, Филипп Лукин кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Концерта Кӑкшӑмри шкулти вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ, ӗҫ ҫыннисене халалланӑ сӑвӑ-юрӑпа саламларӗҫ.

Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнче 8 ял, ҫак ялсенчи халӑх Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗ ҫумӗнче темиҫе ансамль йӗркеленӗ: «Салам», «На завалинке», «Поченарочка», «Звездочки». Концертра кашни ушкӑн хӑйӗн ташӑ-юррипе куракансене савӑнтарчӗ.

#культура, #Етӗрне районӗ, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #Кӑкшӑм, #пултарулӑх, #фестивальсем

 

Сӑнсем (43)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем