Тарӑхнипе ҫакна ҫыраймасӑр чӑтаймарӑм. Ҫӗр тепӗр май ҫаврӑннӑн, тӗнче кутӑн кайнӑн туйӑнчӗ. Ҫамрӑксем аслисене хисеплеме пӗлменни ҫак кунсенче куҫ тӗлне темиҫе хут та тӗл пулчӗ.
Общество транспорчӗпе кашни кунах ҫӳретӗп. Пӗррехинче 11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лартӑм. Ҫула май мар-ха, ҫапах Хмельницкий урамӗнче анса юлӑп тесе ҫынсемпе пӗрле троллейбуса кӗтӗм. Тахҫанах асӑрханӑччӗ: ку маршрутпа карчӑк-кӗрчӗк нумай ҫӳрет. Вокзалта ҫын нумаях мар та ларкӑч ҫине вырнаҫрӑм. Тӗп пасара ҫитиччен троллейбус тулсах ларчӗ. Пурте ӗҫрен килеҫҫӗ ахӑртнех. Чарӑнура варринчи алӑкран кинемей кӗчӗ. Икӗ сумкине аран йӑткаласа перила ҫине вырнаҫтарма хӑтланчӗ. Ара, малта, вӗсем валли ятарласа уйӑрнӑ ҫӗрте, вырӑн ҫук. Ун-кун пӑхкаларӗ те кинемей сумкисемпе малалла «ҫапӑҫрӗ». Лешсем йывӑр пулмалла, перила ҫинчен йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ. Алӑкранах кӗрсенех вырнаҫнӑ ларкӑч ҫинче, хӗрринчех, арҫын ларса пырать. Ватӑ мар вӑл, самай тӗреклӗ. Ку кинемее вырӑн парӗ-ха терӗм хам ӑшра. Ара, малта – тем вӑрӑмӑш «пӑкӑ», Хмельницкий урамӗ таранах. Ҫук, арҫын вырӑнтан та хускалмарӗ. Унпа юнашар тепӗр арҫын ларать. Анчах ӑна шанни кӑлӑхах. Ӳсӗрскер иккӗмӗш ҫаврӑм ҫывӑрса пырать пулмалла. Леш арҫынӗ пур пӗрех вырӑн памарӗ. Ҫав териех мӗн йывӑр-ши унӑн? Чӑтаймарӑм, (чӳрече патӗнче лараттӑмччӗ) юнашар вырнаҫнӑ хӗрарӑмран каҫару ыйтса ҫынсен хушшипе хӗсӗнкелесе кинемей патне пытӑм. Ватӑскер савӑннипе тав тума та манмарӗ. Анчах вӑл пушӑ вырӑн патне ҫитиччен тепӗр арҫын чутах кӗрсе ларатчӗ. Кинемей ларсан кӑтӑшах пулчӗ. Ывӑннӑ пулмалла — куҫне хупса тӗлӗрчӗ.
Тепрехинче лӑк тулли троллейбуса малтан кӗрсе тӑтӑм. Чи малти ларкӑчсем ҫинче икӗ хӗр пыратчӗ. Пӗр чурӑнура иккӗн кӗчӗҫ: икӗ ватӑ. Анчах пӗри тепринчен самай ҫамрӑкрах. Тӗрӗссипе, ӑна пенси карчӑкки теме те ҫук. Пӗр хӗр тӳрех ура ҫине сиксе тӑчӗ. Тепри хускалмарӗ те. Икӗ хӗрарӑм пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ: ку вырӑн кам валли тенӗнех пулчӗ ку. Ҫӑмрӑкраххи йӑрӑрах: «Эп те карчӑк», — терӗ те вӑшт кӑна кӗрсе вырнаҫрӗ. Ҫапла ватӑ хӗрарӑм тӑрсах пычӗ. Хӗр (ахӑртнех, студентка пулчӗ вӑл) хӑнк та тумарӗ. Хӑй нихӑҫан та ватӑлас ҫук пек…