ЧР ШӖМӗ нумаях пулмасть видеоконференци ирттернӗ. Унта хальхинче ҫамрӑксем преступлени туни ҫинчен калаҫнӑ.
Конференцире палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра ҫамрӑк ҫынсем ытларах вӑрлама пуҫланӑ. Мӗншӗн? Ҫакна экономика лару-тӑрӑвӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫӗршывӗпе илсен, полицейскисем каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вӑрланӑ тӗслӗхсем 5 процент нумайланнӑ. Ҫакна йывӑр экономика лару-тӑрӑвӗ ҫине йӑвантараҫҫӗ. Ара, ҫамрӑксен нумай тӑкакланас килет, анчах укҫа сахал. Ҫавӑнпа вӗсем укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме талпӑнаҫҫӗ. Анчах чылай чухне — саккунсӑр майпа.
Тӗплӗнрех каласан, ҫакнашкал преступлени тунӑ ҫамрӑксен йышӗ 27 ҫын нумайланнӑ. Полицейскисен шухӑшӗпе, ашшӗ-амӑшӗн тимлӗрех пулмалла, ҫамрӑксен ӗҫ вырӑнӗ тупмалла.