Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3350124 хут пӑхнӑ

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.18 12:33
Agabazar пичи аталантарат вӑл тӑван чӗлхене, ыттисем шӑл шаккаса лараҫҫӗ. Вӗсене те тиесчӗ, Agabazar пӗччен татӑлма пултарат.
Айван // 4292.84.0894
2015.06.18 15:53
"Тренировкăри, Стажировкăри пек"-ку сӑмахсем те наци чӗлхине аталантаракансем ӗнтӗ. Вӗсене нумайрах каламалла,йӑнӑшсӑр калама вӗренес тӑк.
Пĕр хĕрарăм // 1627.09.0678
2015.06.18 18:47
Клуххуй кумсенчен чи клуххуййи эсир кунта, Акапасар мучи.
Марине // 3667.18.7290
2015.06.18 21:58
"Клуххуй"сӑмах вырӑнне чӑвашсем ХӐЛХАСӐР,ИЛТМЕН теҫҫӗ.
"диалогĕ"- пуплешӳ,2ӗн 1-1инпе калаҫни.
Agabazar // 2226.12.2129
2015.06.18 23:54
Agabazar
Клуххуй тенинче чăвашлăха хирĕçли нимĕн те çук!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.19 17:29
Питӗ тӗрӗс ҫыратӑр, Пӗр хӗрарӑм тата Марине кинсем.Сирӗнпе килӗшмесӗр май ҫук. Акасапар текенни улшӑнса кайма пуҫланӑ. Ӑна пула чӑваш сайтне ӐслӐ тӑнлӑ-пуҫлӑ чӑвашсем кӗмеҫҫӗ. Вӗсем кӗре пуҫласанах малашне пӗр сӑмах та ҫырмастӑп. Тупа тӑватӑп. Шел пулин те кунта кӗрекенни 5 ҫынран мала мар. Чӑваш халӑхӗ хӗсӗр, хӗсӗк халӑх мар. Анчах та пыл чӗресне пӗр чей кашӑк тикӗтпе пӑсма пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.24 19:00
Пурне те Республикӑ Кунӗ текен Уяв ячӗпе! Тухӑр та калаҫӑр, юрлӑр тӑван чӗлхепе. Акасапар та тух чи варрине. Яра пар. Ҫук пуль, яра паримастӑн пулӗ. Тимӗрсемпе Яковлевсем, Борсем те яра панӑччӗ Нурлатри Уяв кунӗсенче. Акасапар тух та кӑтарт пурне те чӑвашлӑха мӗнле парӑннине либой тӳремре. Нумай ан палка кӑна, ан йӳнетсе яр чӑвашлӑх темине. Акасапара уйрӑм Салам!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.25 08:34
Каҫарӑр та, пурне те Уяв ячӗпе. Паян та Уяв Эрни малалла пырат. Лайӑх ӗҫленӗ пулсассӑн эрне канма та юрат. Уяв ячӗпе, тӑвансем.
Agabazar // 2033.98.7514
2015.06.25 14:57
Agabazar
Уяв ячĕпе саламланăшăн ма каçару ыйтмалла тит вара?
Ну юрĕ, каçарăпăр...
Agabazar // 2033.98.7514
2015.06.25 15:24
Agabazar
Ытла та тĕлĕнмелле халăх пурăнать кунта.

Акапасар тархасласа ыйтать, пуççапать: "Тархасшăн ан "эслетĕр", ытлашши пысăк чыс, "эсĕр" тени те çителеклĕ..."

Лешсем хăнк! та тумаççĕ...

Ну юрĕ, "эсĕр" теесси шутсăр йывăр пек туйăнть тейĕпĕр... Йывăр Тиев тĕнĕле хуçнă пек.

Анчах та çапла пулса тухнăшăн лешсен çакăншăн каçару та пулин ыйтмалла вĕт-ха! Калăпăр, ак çапла: "Хисеплĕ мар Акапасар, "эсир" теме ыйтнине, шел пулин те, тивĕçтерме май çук, мĕнле те пулин каçарма тăрăш ĕнтĕ..."

Тĕрĕссипе вара унашкал калани те çук....

Ак халь вара... Рас!... Тва!... Республика Кунĕ ячĕпе саламланăшăн ... каçару ыйтаççĕ!
Мĕнех, каçарăпăр... Тивĕçтерĕпĕр сирĕн тархаслăва.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем