Малалла утар!
Тăвалла пулсан та маллалла! — тенĕ пĕр сăвăра. Çавна асра тытса пирĕн те малалла утмалла! Çулĕ темле йывăр пулсан та утма çăмăл мар пулсан та — малаллах утар!
■ 2012-04-22 00:05:42 :: 519 хут пăхнă
Н. Егоровăн «Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене...» статьи ман алла тин кăна лекрĕ. Чăннипе, лекессе малтанах лекрĕ-ха вăл, тĕрĕссипе халь тин вуласа тухрăм. Çавна тишкерсе тухас терĕм-ха. Кунта пуш сăмах кăна тенипе килĕшес мар тесе.
Чăваш чĕлхишĕн чи пысăк нуша вăл — ăна аталантарассишĕн патшалăх ĕçлеменни. Механизма илес пулсан — пур пайĕ те тĕрĕс-тĕкел ĕçленĕ чухне çеç ăна юсавлă теме пулать. Чăваш чĕлхи анинче вара, шел те, хăш-пĕр пайсем ĕçлемеççĕ.Малалла...
■ 2012-04-17 22:28:11 :: 233 хут пăхнă
Çуркунне. Çĕрпӳ. Ейӳ.
Кĕçнерникун хĕвелĕ пĕлĕтсем хыçне пытанчĕ пулин те, хăйĕн ăшшипе таврана самай савăнтарчĕ. Юрĕ те тинех, шăнкăр-шăнкăр тутарса путăксемпе те варсемпе, çырмасемпе те лупашкасемпе юхса кая пуçларĕ. Ман çул вара вăл кун Çĕрпӳ хулине выртрĕ — пĕрре те пулин ейĕве ӳкерсе илес килчĕ.
Чăн та, хĕвелĕн ăшшине туйсах пулĕ, çул çинче тĕл пулакансем пурте ман кăмăла çĕклерĕç. Тинех çак пулăма фотоаппарат çине ӳкерсе илме пултарни те савăнтармасăр пултараймарĕ. Унсăр пуçне — водителĕ те мана кăмăллăскер лекрĕ, ыйтнă вырăнта антарса хăварчĕ.Малалла...
■ 2012-03-27 08:23:42 :: 357 хут пăхнă
«Элтепĕр/элтепер» сăмах пирки калаçăва малалла тăснă май куç умне Юхма Мишши 1993 çулта кăларнă статья тĕл пулчĕ:
----------------------
Çак виçĕ сăмахăн пĕлтерĕшĕ пĕрех, вĕсем çĕршыва, патшалăха е эле тытса тăракан çын тенине пĕлтереççĕ. Анчах та вĕсенчен хăш сăмахĕ чăвашсене уйрăмах çывăх пулнă-ши? Пирĕн шутпа, саманана кура, виçĕ сăмахĕ те пулнă пек туйăнать. Анчах та «патша» сăмах пуринчен те аслă пуль, Мĕншен тесен, хĕвелтухăçĕнче пурăнакан тӳрк йăхĕсен пирĕн эрăчченех çак сăмах пурри паллă. Акă, Г.П. Снесарев тĕпчевçĕ хăйĕн «Реликты домусульманских верований.Малалла...
■ 2012-03-13 18:33:14 :: 1002 хут пăхнă
Ман шутпа пирĕн, чăвашлăхшăн çунакан çынсен Чăваш чĕлхине хӳтĕлекен организаци (чăвашла ăна е «пĕрлĕх» е «юлташлăх» темелле ĕнтĕ) тумалла (НКО шайĕнче). Чăн та, шутласа пăхсан, мĕнле кăна пĕрлĕх çук пулĕ — «Чĕрчунсен прависене хӳтĕлекенсем» те, «Потребительсен союзĕ» те, тата ытти те. Теçетки-теçеткипе вĕсем Раççейре. Чăваш чĕлхишĕн ĕçлекенни вара çук.
Мĕн тума кирлĕ?
1) чăваш чĕлхи прависене кашни утăмра пăснине пурте куратпăр. Чылайăшĕ курмăш пулса иртсе каять, теприсен чунне ыраттарать пулин те хăй ăшĕнче вăрçа илет те лăпланать. Ара кашнин хăйĕн ĕçĕ — влаçрисем патне кайма вăхăт та çук.Малалла...
■ 2012-02-24 19:41:01 :: 290 хут пăхнă
«Хыпар» хаçатра пичетленнĕ Геннадий Кузнецовăн «Туслăх — арканми» шухăшпа паллашрăм. Шел те, ман унпа пĕрре те килĕшес килмест.
Хальхи вăхăтра ман шутпа вырăс халăхĕпе чăваш халăхĕ хушшинчи хутшăнусене ним енчен те туслăх тесе калас çук. Туслăх вăл икĕ енлĕ-çке — пĕри теприне хисеплет пулсан тепри те ăна хисеплет. Чăвашпа вырăс хушшинче вара — чăваш вырăса хисеплени çеç. Вырăс чăваша пĕрре те хăйпе пĕр тан халăх шутласшăн мар.
Геннадий Кузнецов хăйĕн шухăшĕнче XIII ĕмĕрте пăлхарсемпе вырăссем тутар-монголсене хирĕç пĕрле тăни пирки те çырать.Малалла...
■ 2012-02-12 23:50:06 :: 294 хут пăхнă
Паян Эктор Алос и Фонт ыйтнипе Чăваш халăх сайтĕнчи хыпарсен текстне пĕр вырăна пухрăм. Тĕпчев валли кирлĕ тет те — усă курччăр ĕнтĕ.
Уçласа илнĕ хыççăн ман Уçă оффис аран-аран ĕçленине кура шухăша путрăм — чăн та, çак пĕтĕм текста пичетлесе кăларас тесен питĕ хулăм кĕнеке пулмалла! 12 кегллĕ шрифтпа тунăскер 610 страница йышăнчĕ. Пуçелĕкĕ таврашĕ те, хыпарсен датисем те çук пулин те — хăй тексчĕ кăна.
Статистикине те пăхса илме шутларăм: 8500 ытла абзац (8508), 250 пин ытла сăмах (255 402), 2 миллиона яхăн саспалли (1 930 473). Кунта пушпаллисем те кĕреççĕ пулин те сахал мар.Малалла...
■ 2012-02-10 11:16:33 :: 828 хут пăхнă
Тĕнче тетелĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партие пĕтересси пирки калаçусем тапранни пирки сас-хура туха пуçларĕ. Тивĕçтермест иккен хальхи лару-тăру. «Извести» хаçат сайтне пăхăр.
Партири ĕçсем лайăхах пыманнине эп хам «Халăх фронтне» тума пуçланă чухне сисрĕм. Йĕкехӳресем путакан карапа пăрахса кайнă пекех Путин юлташ çĕнĕ пĕрлĕх йĕркелеме пуçланăн туйăнчĕ. Ак халь вара — парти ертӳçисем хăйсемех ун пирки уçăмлăн калаççĕ.
Тен чăн та, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» те «НДР» пек историри пĕр пулăм евĕр çеç юлĕ?
http://top. Малалла...
■ 2012-01-23 10:20:14 :: 412 хут пăхнă
Ку ӳкерчĕке эп «Пионер сасси» хаçатăн 1989 çулхи юпан 24-мĕшĕнче тухнă кăларăмĕнче тупрăм.
■ 2012-01-22 20:44:26 :: 383 хут пăхнă
Ку комикса та «Пионер сасси» хаçатăн 1989 çулсенчи кăларăмĕсенчен илнĕ.
■ 2012-01-22 19:36:55 :: 311 хут пăхнă
Ку комикса эп «Пионер сассин» 1989 çулхи кăларăменче шыраса тупрăм. Вăл вăхăтра эп астăвасса кашни килте нумай хаçат-журнал çырăнса илетчĕç. Эпир те мĕн кăна çырăнмастăмăр пулĕ — «Пионерская правда», «Пионер сасси», «Советская Чувашия», «Юный натуралист», «Хатĕр пул» тата ытти хаçат-журнал.
Шăпах çав вăхăтра хаçатсенче ман шутпа пĕрремĕш комикссем туха пуçларĕç. Анăçри культурăра ку ӳнер самай сарăлнă пулсан пирĕн çĕршывра пĕрремĕш утăмсем кăна тăватчĕç. 20 çул иртнĕ хыççăн калама пулать — çирĕп ура çине тăраймарĕ çак ӳнер.
Ачалахри комикссене аса илсе ĕнтĕ эпĕ паян наци вулавăшне кайса вĕсене тупас терĕм.Малалла...
■ 2012-01-15 22:32:15 :: 237 хут пăхнă
Çапла пĕлтерет Шупашкар районĕн официаллă сайчĕ. «Всеумейка» вĕренӳ пĕрлешĕвне çӳрекен ачасем хăйсен ĕçĕпе аппаланаççĕ кăна мар иккен, канма та пĕлеççĕ. Шупашкарти «Мир Люксора» кайса «Иван Царевичпа Кăвак кашкăр» мультфильм курса тĕлĕннĕ тет. Уйрăмах вĕсене режиссёр фантазийĕ, спецэффекчĕсем (каçарăр та ку сăмах валли чăвашла вариантне шырама вăхăт çук. Эсир сĕнсен — аван пулĕччĕ) кăмăлĕсене тыткăнланă иккен.
Мĕн калас ку мультфильм пирки хам та пĕр-ик сăмах çырас шухăш пурччĕ.Малалла...
■ 2012-01-15 19:33:38 :: 301 хут пăхнă
■ 2011-12-31 14:24:57 :: 1022 хут пăхнă
Паян куç умне пĕр вырăс хаçачĕ тĕл пулчĕ. Унта хайхи пĕр хĕрарăм хăйĕн чунне пырса тивнĕ ӳкерчĕк пирки каласа парать.
Хайхи çулла, тет, тăван яла кайма тиврĕ тет. Курган облаçĕнче вырнаçнă яла çитме те йывăр пулчĕ тет — çул çук, пуррине те йывăр тиенĕ машинсем пăсса пĕтернĕ тет. Аран-аран çитнĕ хайхи... Мĕн курнă-ха вăл ялта? Пуш-пушах ларать тет. Хăтлă çуртсем тăлăххăн лараç тет. Кунтах Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк тет. Хăрушă иккен, чуна ыраттарать кунашкал ӳкерчĕк. «Халĕ кам килĕ-ши ĕнтĕ вĕсене асăнма?» — ыйтать вулакансенчен вăл.Малалла...
■ 2011-11-04 22:20:19 :: 326 хут пăхнă
Эпир, чăвашсем, питĕ толерантлă халăх. Ку пирĕнре ытлашшипех те. Сăмахран, хăна килсен чăваш ун валли тем тума та хатĕр. Хăй çимесен те хăнине тăрантарса ятарех.
«Аксар» дискĕсенче тĕл пулакан пĕр япала* мана ытла та кăмăла хуçать. Юлашки вăхăтра тухакан mp3 пуххисенче шельмăсем яланхи пекех вырăсла юрăсем кĕртме пуçларĕç. Диска итленĕ чухне (уйрăмах юрăсен йĕркине ăнсăртран илмелле лартсан) çав вырăсла юрăсем тухсан мана, сăмахран, питĕ тарăхтараççĕ.
Вырăсла юрăсене, тен, толерантлăха кăтартма лартаççĕ? Тем тесен те вырăслисене итлеме юратакансем тăватă юрăшăн чăвашла диск туянмаççех ĕнтĕ.Малалла...
■ 2011-10-25 17:42:50 :: 533 хут пăхнă
Сас-хура систернипе Дипендра Мани малашне Канаш районне каясшăн мар иккен. Сăлтавĕ — çак тăрăхра ун мăйне чутах пăрса яман теççĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Дипендра Мани чăвашла юрăсем шăрантарма юратать. Чăвашĕсем хăйсем ытларах вырăсла юрлама кăмăлланине шута илсен ăна куншăн хисеплемелле çеç ĕнтĕ.
Ĕç-пуç çапла пулса иртнĕ иккен: Дипендра Мани Канаш районĕнчи концерта хайхи юрлама килнĕ. Юрă хыççăн юрă шăрантарнă, халăха савăнтарнă. Пăтăрмах "Кукаçипе куками" юрра пуçласан сиксе тухнă. Вырăнти пĕр патриот хăйне пăхса ÿстернĕ кукаçи чысне хÿтĕлесе тата хăйĕн юратнă юррине пăснăшăн кÿренсе юрăçа чарма шутланă.Малалла...
■ 2011-10-21 12:03:59 :: 2146 хут пăхнă
Ак, каллех, пирĕн Элтепер халăх патне Çырупа тухасшăн. Официаллă сайтра та унта мĕн кĕртмелли пирки халăхран сĕнӳсем пуçтарма пуçланă. Тĕп ыйту — çынсен пурнăç шайне ӳстересси, пурнăçа лайăхлатасси, хăтлăлатасси, меллĕрех тăвасси. Тепĕр майлă каласан — вĕт-шакăр ыйтусем. Пысăк шайри ыйтусене çĕклемĕ ĕнтĕ. Мĕн тăвăн — суйлав-çке çывхарать. Çавах та çакна сиссе те пулин алă усса ларас мар, кăшт кирлĕ ыйтусене те çĕклеме пулăшас :)
Наци политики кирлĕ — чăвашшăн ман шутпа çак чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ ыйту! Мĕн вăл наци политики? Вăл чăваш чĕлхи, вăл пирĕн Чăваш çĕрĕ, халăх интересĕсем.Малалла...
■ 2011-10-01 18:34:09 :: 644 хут пăхнă
Мĕнле кăна сăмахçаврăнăшĕ шутласа кăлармаççĕ пулĕ. Ак халĕ «Юрату.ру» хăйĕн «Манаймастăп» юррине шăрантарать.
Каçармастăп, йăлăнсан та каçармастăп,
Каçармастăп, мана улталанине.
Каçармастăп, йăлăнсан та каçармастăп,
Каçармастăп, çăмăл ăслă пулнине.
Сăвă авторĕшĕн темшĕн «çăмăлттай» сăмах тивĕçтермен вара — çĕн сăмахçаврăнăш ăсталанă.
■ 2011-09-30 22:01:01 :: 1801 хут пăхнă
Нумай пулмасть ман киле коммунистсен пĕр элчи килсе кайрĕ — вĕсем ирттерекен референдум ыйтăвĕсене хуравлама сĕнчĕ. Чи малтанах, паллах, вырăсла хут туртса кăларчĕ. Эп ĕнтĕ, унтан хăпас тесе, чăвашли пур-и тесе ыйтрăм. Пур иккен. Чăвашлине вырăсла ăнланманнисем валли тунă иккен. Вара çапла, кусем хутне чăвашла та хатĕрленĕ тесе ыйтусем çине хуравласах терĕм.
Халь хăй хучĕ пирки (эп ăна систермесĕр ӳкерсе илтĕм). Унти ыйтăвĕсене ытла та йывăр куçарнă. Тĕрĕссипе каласан, вырăсли ăнланмалларах. Ак хăвăрах пăхăр, чи ансатскерĕ: «Раççей гражданĕсене ватăлса пенсие тухмалли çула ӳстерме кирлĕ мар тенипе килĕшетĕр-и?Малалла...
■ 2011-09-24 20:45:59 :: 2135 хут пăхнă
Паян тинех 2012 çулта кам президента ларасси паллă пулчĕ. Путин иккен. Ăнсăртран кĕмсĕрт пулмарĕ, паллах — политикăпа интересленекенсем кун пирки тахçанах чухланă. Ара, хăвăрах пăхăр: Путин вăхăтĕнче нимле премьер ĕçне те президентпа тан çутатман. Правительство çуртне куçнă самант та питĕ кăтартуллăччĕ — вăл унта патша пек вырнаçрĕ. Ман шутпа президентлăх çулне ӳстерни те Путиншăнах, вăл тепĕр вуникĕ çул лармалăх.
Путин президента таврăнни лайăх-и? Лайăх. Мĕншĕн? Ку пулăм ман шутпа халăха вăратма лайăхрах пулăшĕ. Влаçри çынсен юмах-халапне (патшалăхри вăтам ĕç укçи 30 пине çитесси пиркиех мĕне тăрать!Малалла...
■ 2011-08-25 15:45:25 :: 935 хут пăхнă
http://docme.ru/dz8 — кунта хамăн диплома вырнаçтартăм. Тен, хăшне-пĕрне вăл кăсăклă та пулĕ.
//асăрханăр, тен ку хатĕрлесе çитернĕ верси мар — лайăх пăхса тухма вăхăт çук...
//ку диплома эп кăçал кăрлач уйăхĕнче хÿтĕлесе :)
Страницăсем: [1],
2 ,
3 ,
4 ,
5 ,
6 , ...
29