Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3350128 хут пӑхнӑ

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.22 18:55
Ара,Акасапар тӑванӑм, ытларах медицинӑ тӗлӗшпе передачӑсем пӑх. Ҫын ҫирӗм ҫул эрех перкеленӗ пулсан нимле пӗвер(печень), нимле чӗре(сердце),нимле пӳре( почки) те чӑтас ҫук. Кунта Атилӑ,Бор,Таймер енелле пичкене тӗртмелле мар(бочку не кати). Правда, эсӗ урӑх теорине аталантарасшӑн: сан шутпа Архипӑв чӑвашлӑха аталантарас тесе пит сывлӑхне хавшатнӑ-ку юмах.
Agabazar // 3506.95.5386
2015.05.22 19:37
Agabazar
"Архипӑв чӑвашлӑха аталантарас тесе пит сывлӑхне хавшатнӑ-ку юмах"

Ма пулма пултараймасть? Пултарать. Константин Иванов пулнă вĕт çавăн пекки? Пулнă.

Сергей Есенин вырăслăха аталантарас тесе сывлăхне хытă хавшатнă. Владимр Высоцкий вырăслаха аталантарас тесе сывлăхне хытă хавшатнă. Тата кам? Венедикт Ерофеев. "Москва—Петушки" çырса тĕнчене тĕлĕнтернĕскер.

Тата ку мана вырăсла вĕрентесшĕн-ши? Кашни сăмах хыççăн скобкăсенче куçару тăрать. Кирлĕ мар мана вырăсла вĕрентме. Эп хам ыттисене вĕрентме пултарап.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.22 20:21
Акасапар хӑта, "на ошибках учатся"-теҫҫӗ вырӑссем. Ушипкӑсенчен вӗренмелле,тӗрӗс вывӑт тумалла. Ҫавна манса ан кай. Тата Эрхиппӑф ҫинчен санран 10 хут нумайрах пӗлетӗп, унпа пӗп шкулта вӗреннӗ. Ан шавла. Вырӑсла вӗренесшӗн маррисене никам та вӗрентместь.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.22 20:36
Акасапар хӑта! Хӑвна чӑваш кӑлапи тесе ан шутла. Малтан ытти ҫынсен-санран нимпе те катӑк мар ҫынсен шухӑшне итлеме манса ан кай. Сӑмахран, Адӗр Микулайне. Унӑн право пур хӑйӗн кӑкӑрне ҫапма, вӑл пурпӗрех сӑпайлӑ пулса юрать. Санӑн,тӑванӑм, "инстинкт самосохранения чуваша" включать тумалла. Кая юлас марччӗ, тӑванӑм. А эсир темиҫе ҫын все призываете и призываете, хусамӑрӑн тен ҫемьи те ҫук.
Agabazar // 3506.95.5386
2015.05.22 21:04
Agabazar
Ку Арххиппăф "чарман" (?) парламентра чăвашла сăмах каланă та, ĕнтĕ çавă халь тÿресене канăç памасть пулинех. Çавă ыратакан вырăн хайхисен.
Ют Ҫын // 1178.32.3470
2015.05.22 23:38
ку архипӑф сӑмах каланине библи вырӑнне хурасшӑн ку Agabazar текен чӑваш.
Agabazar // 2913.69.1192
2015.05.23 05:58
Agabazar
Вилнĕ хыççăн та тавăрма пăрахмаççĕ Арххиппăфа парламентра чăвашла сăмах тухса каланăшăн. :-(
Ют Ҫын // 1178.32.3470
2015.05.23 06:25
Agabazar юлташ, йӗркеллӗ пул. Ӑҫта курнӑ эсӗ Архипова тавӑрма пӑхнине, поклеп ан ҫыр. Эпӗ ӑна пурӑннӑ чухнех ун ҫинчен мӗн шухӑшланине каланӑ, юлташла критикленӗ,манран ҫитет. Эсир кунта ӑна иеализироват тунӑ чухне Эпӗ кӑшт хутшӑнатӑп( Эсир он отдал все силы и энергию, всю кровь и часть рела без остатка за светлое будущее чувашей тесе ҫырнӑ хыҫҫӑн).
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.23 11:03
Тӗрӗссипе каласан пӗр Архипоф кӑна мар конгрессран симӗс ҫӗлене пула уйрӑлса кайрӗ пиртен.Эрехе ҫӗнтерекенни пулман никам та халиччен.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.23 13:21
Тӗрӗс, Тимӗр хӑта. Ҫав ханшана пула, аншарлие пула пит нумай йӗркеллӗ ӗҫлеме пултаракан чӑваш ҫӗре кӗчӗ, паллах в немалой степени с подачи водочных магнатов и олигархов. Ҫынна вӑйпа ӗҫтеримастӑн,паллах. Анчах с помощью беспрецедентной рекламы водочки( не рекламы человека труда и профессионала,заметьте) и пивозаменителя слабовольные и не занятые в процессе серьезного труда людишки пристращаются к глушителю воли-заменителю вина,т.е. к водочке. А Акасапаршӑн пур япала та пӗр пек,пӗр чустаран :"тавӑрма пӑрахмаҫҫӗ". Тьфу, посредственность.

Страницӑсем: 1, ... 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем