Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

Софья Савнеш17.04.2015 20:3629338 хут пӑхнӑ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.

• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.

• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.

• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.

• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.

• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен

• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.

• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.

• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 2126.50.7868
2015.04.21 20:39
Кунта хӑшпӗрисен маразм пуҫланнӑ. Ҫветтуй кун умӗн те пулин йӗркеллӗрех пуласчӗ.
Agabazar // 1820.16.7566
2015.04.22 05:03
Agabazar
Ия çав! Çав маразматиксем хăвашшистсен ярапланĕсене шутсăр хĕрхенеççĕ...
2015.04.22 05:36
9 мая - всенародный Праздник Победы советского народа над фашистской Германией в Великой Отечественной войне. Чтя память воинов, избавивших мир от фашизма, советские люди, россияне торжественно отмечают этот праздник, начиная с 1945 года. А вот нерабочим днем День Победы был объявлен в 1965 году. («Праздники России») http://www.ronik.org.pl/holiday.htm

День Победы был введен в 1945 году и до 1965 года считался обычным рабочим днем. В 1965 году Брежнев, в честь юбилейной даты создал указ о признании Дня Победы нерабочим праздничным днем. («День победы») http://yourvictories.narod.ru/victoryday.html
Темӗн те пӗлӗн ҫынсен шухӑшӗсене вуласан. Те тӗрӗс ку фактсем, калама пултараймастӑп. Ку таранччен нихӑҫан та Ҫӗнтерӳ кунне уявламан тенине илтменччӗ.
Agabazar // 1820.16.7566
2015.04.22 05:41
Agabazar
Вячеславна, сирĕн малтанхи каçă уçăлмасть. Эррор 404 кăтартать
Ют Ҫын // 2126.50.7868
2015.04.22 06:33
Пит маттур,Vyacheslavna,пит тӗрӗс ҫырнӑн туйӑнат.Agabazarпе унӑн шӑлйӗренсем каҫса кайса кулаҫҫӗ. "Хорошо смеется тот,кто смеется последним" тесе калани вырӑнлӑ хӑш чухне.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 09:29
Акасапар хӑта,тавай позитив ытларах.Ҫак ҫутӑ та таса Уяв умӗн ытларах этемлӗх,тӑванлӑх енӗсене кӑтартма тӑрӑшар-ха! Тавай пӗрне пӗри ыталамасан та, ҫурӑмран лӑпкаса илер.Аттун сурчӑк сирпӗтен 2 ҫул ытлашшипех,усси ҫук.Пӗтӗмлетӳ тумалла(вывод): тактикӑна улӑштармалла.Халӑхпа хутшӑнмалла, унӑн нуши ҫинчен вӗсемпех калаҫмалла. Аттун эсӗ халӑх телейӗшӗн Пӗлӗтре ҫапҫса ҫӳретӗн. Тен кирлех те кирлӗ мар сан "Донкихотство в облаках".
Agabazar // 4069.80.3950
2015.04.22 09:37
Agabazar
Кам вара ку "бор" текенскер, темăна аркатсах пурне те приказ парса тăраканскер?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 10:17
Приказ хӑв сисмесӗрех параканни эсӗ,Акасапар. Эп камне пӗлес килсен халӑх хушшине Тимӗр пек(вӑл пӗрре те вӑтанмасть, сан пек мар)час-часрах тухмалла.Хӑв Таймерсем тесе тӑрӑхлатӑн,ҫав вӑхӑтрах Тимӗрӗн ӗмӗлки чухлӗ те ҫук. Кунтурта симӗсленсе лармалла мар.
Нинэль // 2514.37.4224
2015.04.24 16:30
Пӑрахнӑ. 1941 ҫулхи 4-мӗш ноябрьте Шупашкар ҫине 50 килограмлӑ 22 бомба пӑрахнӑ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.25 18:16
Акасапар:"Кам вара ку "бор" текенскер ...". Акасапар,ара ман пурнӑҫ 30 ҫул ытла Приказ парса иртнӗ те,каҫар мана. Сана эп приказ паман вӗт. Сана эп ҫурӑмран лӑпкаса илесшӗн, эсӗ хирӗҫ иккен. Кутӑнлашатӑн, кун пек пулсан чӑвашлӑх ҫирӗпленейместь.Тен сана чӑвашлӑх ҫирӗпленни кирлӗ мар?

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем