Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

Софья Савнеш17.04.2015 20:3629218 хут пӑхнӑ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.

• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.

• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.

• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.

• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.

• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен

• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.

• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.

• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 1413.46.4958
2015.05.08 11:00
Чӑвашла ТАЙМЕР (Timer) мӗнле ҫырнине,мӗнле илтӗннине ҫырма манса кайнӑ эсӗ,Agabazar юлташ. Тата Agabazar чӑвашла мӗне пӗлтернине ҫырса кӑтарт пире.
Agabazar // 1468.24.6371
2015.05.08 17:18
Agabazar
"Чӑвашла ТАЙМЕР (Timer) мӗнле ҫырнине,мӗнле илтӗннине ҫырма манса кайнӑ эсӗ,Agabazar юлташ."

Ăнланимарăм....

"...Тата Agabazar чӑвашла мӗне пӗлтернине ҫырса кӑтарт пире."

http://chuvash.org/blogs/comments/2231.html

<<Ыран "Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çуллахĕччен тата 1 (пĕр) кун юлчĕ" тесе ҫырса хума манмаҫҫӗ пулӗ ха.Ҫурҫӗр иртни пӗр минутрах-00:01-ҫырса хурсан аван.>> Таймер ĕçлеме пăрахнă-им тата? "Аван" пулсан ма халь те никам та çырса хуман?



Agabazar // 1988.38.6935
2015.05.08 21:11
Agabazar
Таймер çапла кăтартать: Çĕнтерÿ кунĕ пуçланасси виç сехетрен те катăкрах.
Ют Ҫын // 3267.25.2843
2015.05.08 22:51
Юрат, маттур Agabazar юлташ. Шкула ахаль мар ҫӳренӗ.Шӑп та лӑп капитуляци текстне ҫырнӑ майлӑ.
Agabazar // 1988.38.6935
2015.05.08 23:53
Agabazar
Мана çурăмран лăп-лăп лăпкама кирлĕ мар. Таймер темиçе минут кăтартать.
Ют Ҫын // 1480.8.7716
2015.05.09 07:26
Пурпӗрех пурне те Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунӗ ячӗпе! Пурне те Иксӗлми вӑйхал, нумай ӗҫлесе пурӑнма вӑрӑм кунҫул, савӑнмалӑх нумай ача-пӑча, тӗреклӗ шанчӑклӑ юлташсем,юратнӑ тӑвансем!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.09 12:15
Акасапар хӑта,Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе сана!Ҫавӑн пекех санӑн пӗтӗм тӑвансене,палланисене,юлташсене,ҫемью пур пулсан-килти ҫывӑх ҫынсене.Тен,чӑвашлӑхшӑн чунне паракан чӑвашӑн ватти-вӗтти те йышлӑн пулӗ? Пурне сывлӑх,юрату!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.09 12:48
Акасапар хӑта,паян Н.В.Федорова та Ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлама ан манса кай. Тен çурăмран лăп-лăп лăпкаса илӗ сана.Чипер, сывӑ пул.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 15:46
Вӑл 90-мӗш ҫулсенче НТВ каналра чуна илчӗ. Каллех Евг.Киселева итлемелле пирӗн.Вӑт ҫырат-"9 мая я отпраздновал свой День Победы.Не тот тошнотворно безвкусный и насквозь фальшивый спектакль,который устроили наши правители,пиявкой присосавшиеся к народной памяти о войне.
Я устроил себе настоящее 9 Мая — тот теплый, с неизбывной примесью грусти, почти семейный праздник, который так любили покойные мои отец и мать,все их родные и друзья, пережившие ту войну".Вара халӗ Евг.Киселев пеккисем нумай та кама итлесе ҫитемелле.
Ют Ҫын // 2015.28.0510
2015.05.11 22:39
Ҫӗнтерӳ кунӗ никама та кирлӗ пулммарӗ иккен. Пурте ҫак уяв йӳтӗмӗпе павлин пек ҫӳреҫҫӗ ҫеҫ.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем