Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

Софья Савнеш17.04.2015 20:3629335 хут пӑхнӑ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.

• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.

• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.

• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.

• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.

• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен

• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.

• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.

• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 17:44
Agabazar
Шупашкара иртнĕ вăрçăра бомбăлани пирки ма пит шарлмаççĕ? Мĕнле шутсăр пысăк çекрет пур-ши унта?
Ют Ҫын // 5413.1.0500
2015.04.20 20:55
Кунта теми бомбӑ пӑрахни ҫинчен мар,тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи пирки.Эп пӗлетӗп,Agabazar иккӗленет мӗнле ҫӗршыв уншӑн тӑван шутланать.
Agabazar // 3246.1.1387
2015.04.21 09:23
Agabazar
Шупашкар çине бомба ĕнер-паян мар, Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче пăрахнă.

Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, çынсене лĕпĕртетме хушнă та, ав, лĕпĕртетеççĕ кунта... Сталин юлташран та çветтуйрах пуласшăн хĕрĕнеççĕ.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.21 11:33
Сталин вӑл Ҫветтуй пулман, Agabazar тете.
"Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ"-тесе ҫырать автор.Какуй уявламалли ун чухне,ҫӑвара чикме ҫӑкӑр чӗлли пулман. Паянхи кун пӑхӑр Донбасс,Краснодон тӑрӑхӗнче мӗн пулса иртет. Ӗҫсӗр аптранисем интернетра лӗпӗртетсе ларатпӑр верҫисем шыраса.
Agabazar // 3799.48.4714
2015.04.21 12:45
Agabazar
""Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ"-тесе ҫырать автор."

Чăннипе Çĕнтерÿ кунне 1948-мĕш çулччен уявланă. Тĕрĕсрех каласан, календарьте çав куна хĕрлĕпе палăртнă. Канмалли кун шутланнă. 1948-1965-мĕш çулсенче вара уявламан та, палăртман та!

Agabazar // 3799.48.4714
2015.04.21 12:45
Agabazar
Çав Шупашкар тĕлĕнчи хăвашшист самолётне персе антаракансене мĕнпе наградăланă-ши? Камсем пулнă вĕсем, самолёта персе антаракансем? Ячĕсем, хушамачĕсем мĕнле? Геройсене пĕлес пулать ятран.
Псаки // 4292.84.0894
2015.04.21 15:02
Agabazar-а-сан, эсӗ бомбине пӑрахаканӗсем камсем пулнӑ?, паян вӗсен "ҫурисем" пурнаҫҫӗ и?, вӗсен мӑнукӗ-ҫурисенчен мӗнле контрибуци паян шыраса илме пулат по резолюции Нюрнбергского процесса"-тесе ыйтма манса кайнӑ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.21 18:14
Ку фашист самолечӗсемпе ухмаха тухрӗ ӗнтӗ Акасапар. Ӗҫленнӗ пек туса ларать,ӗмӗрне те ҫавнашкалах ирттерчӗ ӗнтӗ.
Agabazar // 3504.11.6349
2015.04.21 19:09
Agabazar
Хăвашист самолёчĕсене хĕрхенекенсене — намăс! Акапасар ĕмĕрне ирттерессе кĕтсе ларакансене — намăс!
Agabazar // 3504.11.6349
2015.04.21 19:09
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: дубль

Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем