Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1338962 хут пӑхнӑ

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.02 13:48
Савăнмалли сахал. Мĕн тумалла? Акă тĕп ыйту.
Agabazar // 3040.95.7658
2015.03.02 17:13
Agabazar
Кун пек чухне мĕн тăвасси пирки ăслă çынсем тахçанах палартса хунă:

"Мĕн пуласси пултăр, анчах эс хăвăнтан мĕн кирлинех ту!"
http://alkruglov.narod.ru/new35.html
2015.03.04 00:21
Аксар Чунтупай
"Чăваш партизанĕ" хăш вăрманта çухалса кайнă-ши?
2015.03.04 00:22
Аксар Чунтупай
Кам йăнăшмасть? Кам нимĕн те тумасть - çав йăнăшмасть!
2015.03.04 00:24
Аксар Чунтупай
Чăваш интеллигенцийĕн пĕр-пĕрне курайманлăхĕ - чикĕсĕр!
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.05 09:15
Туркайăн Атнер пирки курайманлăх мар, каппайчăклăх,"Эпĕ кам? Эпĕ кам?" - тени. "Ачана", 54 çула çитсе те сысна кĕтĕвне пăхма шанса паманскере, мухтавлă Хыпара ертсе пыма шанчĕç. Мĕн куратпăр? Аркату!
2015.03.07 20:32
Аксар Чунтупай
Ăмсанчăк та вĕтĕ кайăксене Атнер-ăмăрткайăкăмăра сăхса туллама памăпăр.
<br>Виталий Родионов, Раççей ăслăлăхĕсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, филологи докторĕ, профессор.http://www.irekle.org/cv/articles/i5.html
Владимир // 4198.78.4608
2015.03.08 19:01
Немцова ним сӑлтавсӑр кунти калаҫӑва кӗртсе лартатӑр та, кайран Хусанкайпа Туркая та хушса хуратӑр, Немцов теми ҫине. Шеремет Хусанкайне чунтан "ҫапӑҫӑва", хӑй кӗме шутламасан та, вӑйпах хутшӑнтарасшӑн.
Владимир // 4198.78.4608
2015.03.08 19:09
Хусанкай паллӑ литератор, критик, искусствовед. Политика тасамарлӑхне вӑл, ман шутпа,пирӗнтен анлӑрах ӑнкарать. Ҫавӑнпа та, ман шутпа, хӑйӗн сӑмахӗсене самаях виҫсе тата виҫелесе калать.
Владимир // 4198.78.4608
2015.03.08 19:28
Всю свою сознательную жизнь Немцов предавал и разваливал Россию и, когда был при Ельцине, и в рядах оппозиции. Несмотря на то, что его застрелили, и нам жалко его как человека, мы не должны поддаваться эмоциям. Немцов - никакой не пламенный борец с режимом, а обыкновенный лицемер и лжец.

Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем