Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342281 хут пӑхнӑ

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2881.77.5334
2015.03.24 17:46
Agabazar
Çĕнĕ инструкцисемпе кунта килтĕр-им?
Тавай, тавай шавлăр, Админ ирĕк парать пулсан. Курăпăр, мĕн курăнĕ унта, мĕн пулса тухĕ. Ахăртнех, мухтанчăк хĕр хăйĕн туйĕнче намăс курнă майлă пулса тухĕ.
Agabazar // 2881.77.5334
2015.03.24 17:48
Agabazar

"Туркай+Хыпар" проект майĕпен пурнăçа кĕрсе пырать. Ура!

Ют Ҫын // 1718.90.0944
2015.03.24 22:46
Халлӗхе "Акапасар-хастарсем " проект пурнӑҫа кӗрсе пыни курӑнать. Аксар Чунтупай,Тимӗр,Таисия,Атилла тата ытти хастарсем Акасапар пеккисенчен ютшӑнни сисӗнеть.Хастарсене пӗрлештерме тӑрӑшма майсем шырасан, тупма пӗлсен тем пекех аванччӗ.
Иван // 4117.51.7078
2015.03.25 09:28
Акапасар, Хыпар+Туркай проект еплерех пурнăçа кĕрсе пынине кăтарт-ха.
Атила // 3913.58.4645
2015.03.25 11:07
Акапасар проектчӗ питӗ хӑйнеевӗрлӗ.Паллах,чӑвашлӑхшӑн ҫунни куҫкӗрет.Анчах та пӗрмай такамран пулӑшу кӗтсе ларма йыхравлани хирӗҫле ӗҫ тунипе пӗрех.Хамӑртан кӑна килет пӗтӗмпех тесен Акапасар тӳрех сиксе ӳкет.
Agabazar // 8997.4.0485
2015.03.25 11:55
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2015-03-25 11:07: <<Акапасар проектчӗ питӗ хӑйнеевӗрлӗ.Паллах,чӑвашлӑхшӑн ҫунни куҫкӗрет>>

br>Калатăп тÿррĕн:

Чăвашлăхшăн та, тата ыттишĕн те нихçан та питех "çунса" курман.

Паллах, çавнашкал япаласене ыттисенчен те питех кĕтместĕп. Калăпăр, Туркайран. ÇЫН пулни те çителĕклĕ.
Agabazar // 8997.4.0485
2015.03.25 12:31
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424 2015-03-24 17:36: <<А мӗншӗн эсӗ,Акасапар хӑта,чӑваш гимнне хирӗҫ пит нумай поплерӗн...>>

Начар япалана хирĕç попляс полать. Начар пулсан Австрали гимнне те, Египет гимнне те, Киттай гимнне те тиркĕпĕр.... Ав, Туркай та, Атнер ман тус тесе тăман, тÿрех хăлха чиккинчен лектернĕ...
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.25 18:15
Вара,"Алран кайми аки-сухи" текен гимнӗ те начар пуль ӗнтӗ апла пулсан.Ман шутпа япӑхах марччӗ пек Г.Лебедев Тукташ Илли сӑввипе кӗвӗленӗ гимнӗ.Сӑмах май каласан,1950-мӗш ҫултах гимн вырӑнне йышӑннӑ ӑна.Унтанпа чӑвашра айван ҫынсем кӑна пурӑннӑши? Вара хисеплӗ Agabazar килӗштерекенни ҫеҫ лайӑх пулать им?
Иван // 4117.51.7078
2015.03.25 20:32
Туркай нихăçан та тус пулман Атнерăн. Атнер - космополит, аван пĕлтерĕшпе. Космополитсемшĕн юлташ - тĕнче, Туркайăн мĕн - ăсĕнче? ТУСА тĕнче умĕнче хурламаççĕ, туса çупăрлаççĕ те ăшшăн: эс, тен, йăнăшатăн, теççĕ, калаçаççĕ те - лăпланаççĕ, усал сăмаха урама кăлармаççĕ.
П.Н. Арзамасцев // 2515.55.6961
2015.03.25 22:27
Родионовăн А.Хусанкая - тĕрĕслĕхе - хÿтĕлесе çырнă статйи хальхи "Хыпарта",ПАЛЛАХ, çÿлтен е айккинчен ХУШНИПЕ кăна пичетленме пултарнă. Кам-ши çав мал курăмлă çын? Нивушлĕ профильлĕ министрăн эпир пĕлмен талантсем пур? Калпака хыватăп.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем