Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1338965 хут пӑхнӑ

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Конми // 5832.0.8476
2015.02.09 22:18
Масарта чаваланас йăла халăхăмăр ăстăнне минретниех. Çакна яланах асра тытмалла. Никольский сăнне Яковлевăннипе ылмаштарни пысăк çылăхах мар. Яковлева хурланин вара ырринчен сиенĕ шутсĕр пысăк. Ытти халăхсем кун пек ăссăрланмаççĕ. Хамăрăн Удăпсем Улăпсемех пулччăр, ыттисене ÇĔКЛЕР ВĔСЕМПЕ ЮНАШАР, вĕсем вырăнне мар. Вырăссене тĕне кĕртекен Владимирăн 47 арăм, 100 ытла хăрхăм пулнă малтан, ăна СВЕТТУЙ (ТАСА) тесе чыслаççĕ.
Мачча // 4117.51.7078
2015.02.10 09:27
КОНМИ юлташ, Никольские Яковлевпа ылмаштарни - ҫылӑх!!! Хыпара Никольский уҫнӑ! Ӑнланатпӑр-ха: Туркай Леонтьева тавӑрасшӑн, айванла тавӑру!. Никольские ма тӗкӗнмеллеччӗ!!
Акапасар // 9156.5.1970
2015.02.10 14:45

"Хыпар" хаçата никĕслекенĕ И.Я.Яковлев мар!!!

Ача // 4117.51.7078
2015.02.12 21:01
Ухмах та пӗлет!!!
Акапасар // 1755.84.6094
2015.02.13 12:42
Тĕрĕс, Акапасар та авă "ухмах", анчах вăл та пĕлет çак ансат япалана. "Ăслисем", ав, ним пелмесĕр пурăнаççĕ...
Agabazar // 2672.28.9097
2015.02.13 22:23
Agabazar
Чăвашла пĕрремĕш хаçата чăн малтан никĕслеме пикеннĕ çын вăл — Иван Николаевич Юркин. http://ru.chuvash.org/blogs/comments/2171.html

Анчах та И.Я.Яковлев ура хурса пынине пула вăл хăйĕн "Пулхăр" проектне пурнăçа кĕртеймен.

Вăт Никольскийĕн сăнне Юркинăннипе улаштарнă пулсан кăштах ăнланма пулĕччĕ...
Ача // 4117.51.7078
2015.02.14 20:41
"Ухмах" - сан пирки мар, хӑвах чухлатӑн кам пиркине.
Agabazar // 3692.21.7359
2015.02.15 00:24
Agabazar
Э çук, "ухмах" тени кунта лайăх пĕлтерĕшпе....
Конми // 1718.4.2469
2015.02.15 08:47
Пĕр-пĕрне варалама, тикĕтпе сĕрме пăрахмалла.Кĕвĕçÿ, вăрттăн курайманлăх наркăмăшне сирпĕтни нихçан та ырра пулман. Чуна ыраттарать çак лару-тăрура "Хыпар кама лекĕ" тени. Выçăхнă чурасем хуçи лартса панă апат чашăкĕнчи аш татăкне маларах тытса илме ĕмĕтленсе тÿпелешни куç умне тухать. Интелектлă тени - ăслă-пуçлă тенипе пĕр килет.
Пĕр хĕрарăм // 1146.75.4427
2015.02.16 15:53
Конми,веç пĕлен вĕт-ха эс...Сан чиркÿре çеç ĕçлемелле...

Страницӑсем: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем