Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнар округӗнчи Эльмен ялӗнче ӗлӗкхи чиркӗве консерваци тӑвасшӑн. Ҫапла культура палӑкне упраса хӑварса ӑна кайран юсаса ҫӗнетме пултарӗҫ. Ҫакна «Культура аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн тӑвасшӑн. Ҫак ялти Хусан чиркӗвне 1825 ҫулта вырӑс классицизмӗпе хӑпартнӑ. Ӑна тума тӑватӑ ялта пурӑнакан ҫынсем пухнӑ. Чиркӗве 1930 ҫулсенче хупнӑ. Унта клуб, минераллӑ удобренисен склачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Пӗр арҫын Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 5-мӗш уйрӑмне сирпӗтмелли хатӗр хунине пӗлтернӗ. Яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ, анчах йалтах йӗркеллине палӑртнӑ. Суйса шӑнкӑравлаканни вара 53 ҫулти арҫын пулнӑ. Суд ӑна 6 ҫул та 10 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние асатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти шкул ачисем Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов умӗнче юрланӑ. 5-мӗш гимназири ҫамрӑк юрӑҫсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Питӗ кӑткӑс композици. Эсир пултартӑр!» - ҫапла мухтанӑ Раҫҫей халӑх артисчӗ пирӗн ентешсене. Сӑмах май, ҫак ачасем хӑйсен ушкӑнне йӗркелеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Юрӑ авторӗ – Дмитрий Еремеев. Унӑн композицийӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ, ӑна ытти проектра юрлама автортан ирӗк ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистӗнче ӗҫленӗ Иван Путяков пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Иван Путяков — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Вӑл 1949 ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кутеснер ялӗнче ҫуралнӑ. 1975 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл музыка комедийӗн театрӗн актерӗн ӑсталахне алла илнӗ. Ҫав ҫулах ӑна Ҫамрӑксен театрӗн труппине йышӑннӑ. Унта вал 70 ытла сӑнара калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Василиса Петровӑн юбилей каҫӗ иртнӗ. Сцена ӑстине саламлама пынисен йышӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов та пулнӑ. Вал артиста чечек ҫыххипе тата Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/tipshem сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри палла юрӑҫсенчен пӗрне, Типшӗм Сашука, таҫта та хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫакна унӑн ӗҫ графикӗ те ҫирӗплетсе парать. Пултаруллӑ артистӑн ҫывӑх вӑхӑтра канмалли кун та ҫук тейӗн. Унӑн кашни кунах е концерт, е корпоратив. Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, артист Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлта концерт лартса парӗ; ыран — Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче; пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче — Муркаш районӗнчи культура ҫуртӗнче; пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче; пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑшра. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче артист пауэрлифтинг енӗпе иртекен Чӑваш Енӗн кубокне хутшӑнӗ, спортпа туслӑҫкер унта вӑл хӑй те ӑмартӗ. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче артист Чӗмпӗр облаҫӗнче пулӗ, 29-мӗшӗнче ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти туя илем кӳме чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн Спорт министерствин сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен хӗрӗ Анастасия Красильникова Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Шупашкарти Олимп резеврӗн 3-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен хӗр унта ӑсталӑхне ҫӑмӑл атлетика енӗпе туптать. Унӑн вӗрентекенӗ — Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Михаил Кузнецов. Мускавра иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче Шупашкар хӗрӗ 3 пин метра 8 минут та 48,45 ҫеккунтра чупса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлери кинотеатр Елчӗкре ҫулталӑк вӗҫлениччен кинотеатр уҫӑлӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Правительство кунне ирттернӗ чухне каланӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнче социологи ыйтӑмӗ ирттернӗ. Унта хутшӑннӑ ҫынсенчен ытларахӑшӗ округра вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли майсем сахалрах пулнине палӑртнӑ. Нумайӑшӗ кинотеатр кирлине палӑртнӑ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, кинотеатра кӑҫалах уҫасшӑн. Сӑмах май, республикӑри 17 муниципалитетра 22 кинозал ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() prahtarsk.ru сайтри сӑн Арӑмӗпе упӑшки пухнӑ пӗрӗм укҫине, 8 миллион тенке яхӑн, ултавҫӑсене куҫарса панӑ, чутах хваттерсӗр юлман. Ку Шупашкарта пулса иртнӗ. Кӑрлач вӗҫӗнче 76 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пенси фончӗн ӗҫченӗ имӗш, пенси укҫине ҫӗнӗрен шутласа параҫҫӗ-мӗн. Арҫын ултавҫа ӗненсе СНИЛС номерне пӗлтернӗ. Кӑштахран ун патне «банк ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Такам арҫыннӑн счечӗ ҫинчи укҫана вӑрланӑ имӗш, ӑна каялла тавӑрма пулать иккен, хайхискер пулӑшма шантарнӑ. Ҫапла пенсионерсем вӑл мӗн хушнине пурнӑҫласа пухнӑ укҫине банкомат урлӑ куҫарса панӑ. Палламан ҫын хваттер сутма хушсан тин арӑмӗпе упӑшки ултавҫӑсен серепине ҫакланнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gtrkamur.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ округӗнчи Вӑтаел ялӗнче хӑрушӑ пушар пулнӑ. Инкек ҫӗрле сиксе тухнӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. 89 ҫулти арҫын ҫкнма, пуҫланӑ мунчине сӳнтерес тенӗ те хӑй ҫунса вилнӗ. Пушар пӗтӗм хуҫалӑха ӗп тунӑ. Ҫав кунах Канашра общежитире пӳлӗм ҫуннӑ. Ҫуртран 20 ҫынна эвакуациленӗ Ҫав шутра иккӗшӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |