Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗнче Юхма Мишши ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ячӗпе юбилей уявӗ иртнӗ. Юхма Мишшине саламлама Турцири, Болгарири, Германири ҫыравҫӑсем килнӗ.

Юхма Мишши — чаплӑ ҫыравҫӑ, пысӑк ӑҫчах—академик. Вал сырнӑ ӗҫсене ҫӗр ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Аталҫи пӑлхарсен историӗ ҫинчен ҫырнӑ историллӗ романӗсемпе паллӑ.

Эпир те Юхма Мишшине ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр, ырлӑхпа сывлӑх, палартнӑ ӗҫсене ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме сунатпӑр!

 

Кӑҫал Мускавра иртекен "Акатуй" уявӗ 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Уяв малтанхи пекех Мускаври ВДНХра иртӗ, ВВЦра. Уяв 10 сехетре пуҫланать!

Мускавра пурӑнакан кашни чӑваша уява пыма чӗнетпӗр!

 

Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнарти халӑх историпе краеведени музейӗнче художниксен ӗҫӗсен «Чӑваш Ен сӑнӗсем» ятлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Куравра А.Н. Алимасов, А.В. Кокель, М.Н. Лукиянов, Праски Витти, Н.Ф. Толстов тата ытти ӳкерӳҫӗсемпе скульпторсен ӗҫӗсене курма пулать.

Курав ҫӗртме уйӑхен 15-мӗшӗччен иртӗ.

 

Ҫу уйӑхен 20-мӗшенче Чӑваш Енӗн ТПП ҫурчӗнче Википедире ӗҫлеме вӗрентекен семинар иртӗ. Ертсе пыракансем: Николай Плотников, Александр Сигачёв, Александр Блинов, Эдуард Фомин.

Википеди — пурте хутшӑнма пултаракан ирӗклӗ энциклопеди. Халӗ Википедин чӑваш уйрӑмӗнче статьясен шучӗ 2200 ытла.

 

Семинар 13:00 сехетре пуҫланӗ. Студентсене, ку йытӑвпа кӑсӑкланаканскерсене пурне те семинара килме чӗнетпӗр.

 

Тюмень облаҫӗнче чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ.

Чӑваш Республикин представителӗсем Аромашево, Ярково районӗсенче, Лянтор хулинче, Горьковка посёлокӗнче тата ытти чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсенче пулса курчӗҫ. Тюмень облаҫӗнчи чӑвашсем чӑвашсен эстрада концерчӗсенче, сувенирлӑ продукци тата халӑх ӑстисен ӗҫӗсен курав-сутусенче пулма май пулчӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем И. Яковлев ҫуралнаранпа 158 ҫул ҫитӗ мая хатӗрленӗ кӗнекепе сӑнӳкерчӗсен куравне курма пултарчӗҫ.

Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче Тюмень облаҫӗнчи III "Чӑваш пики" конкурс иртрӗ. Унта 12 пике хутшанчӗ, чи хитрине вара Анастасия Прохоровӑна суйласа илчӗҫ.

 

Ҫӑлкуҫ: REGNUM

 

АКА
25

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — чӑваш чӗлхи кунӗ
 Администратор | 25.04.2006 13:01 |

Паян, ака, 25-мӗшӗ — чӑваш чӗлхи кунӗ. Ҫакӑнпа пурне те эпир саламлатпӑр.

Ку куна 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ Постанавленипе уявлама пуҫланӑ. Унтанпа вунӑ ҫул ытла та иртрӗ ӗнтӗ.

 

Уява халалланӑ мероприятисем ҫинчен кунта пӗлме пулать: Cap.ru сайт ҫинчи уява халалланӑ страница.

 

Ака уйӑхӗн 13 Чӑваш Ен халах артисчӗ, культурӑна ӳнер чаплӑ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерациӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалах преми лауриачӗ Терентьев Геннадий Терентьевич ҫӗре кӗчӗ.

Геннадий Тереньтев 1929 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17 Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1970 ҫултан Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. 1976 ҫулта ӑна Чӑваш АССР халӑх артисчӗ ятне панӑ. 1982 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ артист ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. 1971 ҫулта К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи студине вӗренсе пӗтернӗ. 1954-1998 ҫулсенче унта ӗҫленӗ.

Нумай рольсенче вылянӑ, вунӑ ытла пьеса авторӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем: «Энӗш хӗрринче», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере».

Ҫавӑн пекех вӑл телевидени фильмӗсенче темҫе роль вылянӑ, фильмсене чӑваш дубльӗсем тунӑ чухне хутшӑннӑ.

 

Ака уйӑхӗн 17 Элӗкри культурӑпа кану центренче Регенсбург хулари Альбрехт Альтдорфер ячӗллӗ гимназин «Биг Бэнд» нимӗҫ духовой оркестрӗн концерчӗ иртнӗ. Оркест шутне 41 гимназист кӗрет, вӗсене Барбара Бэр ертсе пырать. Пӗрремеш хут оркест Чӑваш Енре 2000 ҫулта килсе кайнӑ. Вӗсем ун чухне Элӗкри тата Тени шкулӗсенче концертсем панӑ.

Элӗқ шкул вӗренекенӗсем вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, ҫавӑн пекех малтан хӑйсен шкулӗнчи оркест кӗввипе савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем умӗнче ыр сӑмахпа Элӗк районӗн ҫут ӗҫ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ тухса каларӗ.

Нимӗҫ оркестрӗн репертуарӗ шутне чӑваш юррипе кӗввисем те кӗреҫҫӗ. Сӑмахран, Чӑваш Ен гимне, «Вӑрманта, ҫырлара», тата ыттисем.

 

Темиҫе кун маларах Хусанта космонавтика кунне халаласа юртӑ лашасен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 15 регионти лаша хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи назедниксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. "Агросервис" ООО ертӳҫи А.В.Максимов ертсе пыракан "Педагогика" юртӑ лаши 2400 метр хушшине 3,21 мин хушшинче чупса тухса пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ.

 

АКА
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.04.2006 13:07 |

"Карӑш" центрӗ тата Шупашкар хулин культура пайӗ Ӑс-хакал ҫулталӑкне халалласа "Фиалкӑсемпе кактуссем" курав иртереҫҫӗ.

Енчен те сирӗн хӑвсамӑр фиалка е кактус ӳсентӑрансен пухусем пур пулсан эсир те вӗсене курава илсе килме пултаратӑр. Хутшӑнмалли заявкӑна эсир ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен 62-27-77 телефонпа пама пултаратӑр.

 

Курав адресӗ: Хевешски урамӗ, 31-а. Ӗҫ вӑхӑчӗ: Ака, 15 — 10 сехетпе 16 сехетчен; Ака, 16 — 10 сехетпе 15 сехетчен.

 

Страницӑсем: 1 ... 3600, 3601, 3602, 3603, 3604, 3605, 3606, 3607, 3608, 3609, [3610], 3611, 3612, 3613, 3614, 3615, 3616, 3617, 3618, 3619, 3620
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...