Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫӗрпӳ районӗнчи хресчен хресчен хӑй туса илекен продукцие чикӗ леш енне ӑсатать. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — Андрей Васильевич Хорошавин усламҫӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас тӑрӑхӗнче тӑрӑшать. Чӑваш хресченӗ чикӗ леш енне, Европӑна, вика ӑсатнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ветеринари тӗрӗслевӗн тата Раҫҫей чиккинчи тата транспортри тӗрӗслевӗн пайӗ тӗш тырӑна пахаланӑ. Выльӑх апачӗллӗх вика Раҫҫейӗн тата Евросоюзӑн ветеринари нормисене тивӗҫтернӗ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗсленӗ мӗнпур парти — 22 тонна вика — Польшӑна кайма юрӑхлине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ. Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Ен Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Шӑчӑпа сикес енӗпе Европа чемпионки, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура икӗ хутчен вице-чемпионка ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗр Анжелика Сидорова Европӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче Минскра Европӑпа Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хушшинчи командӑсен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулман. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Светлана Абрамова патӗнче пултарулӑха туптакан ентешӗмӗрсӗр пуҫне Европӑн пӗрлештернӗ комнадине Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Мария Ласицкене тата Илья Иванюк (ҫӳллӗшне сикекенсем), Сергей Шубенков (йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе чупать), Денис Лукьянов (молот ывӑтать) спорстменсене суйласа илнӗ. Спортӑн кашни тӗсӗнче 4-шар спортсмен тупӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Nsss-russia.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Дениса Паспекова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнчи Тимирязев поселокӗнче ҫуралнӑ специалиста ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи пукана кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шанса панӑччӗ. Денис Иванович ку должноҫе йышӑниччен «Госсорткомисси» ертӳҫинче ӗҫленӗ. Маларах вӑл Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрлӗ должноҫре 10 ҫул тимленӗ. Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Денис Паспеков — ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ветеринари участокӗн заведующийӗ полици ӗҫченне сӗтев панӑ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, заведующи полицейские 50 пин тенкӗ пама тӑнӑ. Ҫапла майпа заведующи ветеринари справкисен тӗрӗслевӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ. Полицейски сӗтев илме хирӗҫленӗ. Заведующие вара тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Республикӑри кардиологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Маларах регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 62-00-25. Шурӑ халатлисем ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, артери юн пусӑмне тӗрӗслесси пирки калаҫӗҫ. Кирлӗ пулсан электрокардиографи тӗрӗслевӗ те тӑвӗҫ. Диспансера уҫӑ алӑксен кунне каяс текенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Пульница ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 29-мӗш «А» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчи чӑх-чӗх хапрӑкӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сварка ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне тухнӑ. Пушар тухни пирки кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ здани ҫуннӑ, унта нимӗн те пулман. Ҫав кун рабочисем пӑрӑха сварка тунӑ, унран тухнӑ ҫулӑм ҫурт тӑррине, стенисене сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Vagayst.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх ҫӗр пама тытӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем те ҫав пурлӑхлӑ пулса тӑчӗҫ. Саккун вӑя кӗнӗренпе 8 пине яхӑн ҫӗр илнӗ. Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьесен ытларах пайӗ, 64 проценчӗ, е 5162 ҫемье, ҫурт-йӗр хӑпартма лаптӑк илнӗ, пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (2685 ҫемье, е 34 проценчӗ) — хушма хуҫалӑх тытма, 151 ҫемье — пахча вырӑнне усӑ курма. Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр илнӗ хыҫҫӑн малтанхи виҫӗ ҫулта ҫӗр налукӗ хурса памаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Налук кодексне улшӑну кӗртнӗ. Вӑл налук ҫӑмӑллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, виҫӗ е ытларах ача (вӗсем 18 ҫула ҫитиччен) ӳстерекен ҫемьесене ҫӗршӗн налук сахалтарах тӳлеттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Геннадий Айхи. Чӑваш наци музейӗн сӑн ӳкерчӗкӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине хатӗрленсе республикӑри культура учрежденийӗсем тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртни Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнчи хыпарсенчен аван сисӗнет. Чӑваш тӗррин музейӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 16 сехетре, авӑ, «Отмеченная зима». 1982. История издания книги» (чӑв. «Паллӑ тунӑ хӗл». 1982. Кӗнеке кӑларнин историйӗ») ятпа курав уҫӑлассине пӗлтерет. Геннадий Айхи — чӑваш халӑх поэчӗ, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ преми лауреачӗ, хрантсуссен «Командор Ордена Искусств и литературы» (чӑв. Ӳнер тата литература орденӗн командиорӗ) культура наградине тивӗҫнӗ. Чӑваш тӗррин музейӗнчи курава поэтӑн Парижри «Синтаксис» издательствӑра пичетленнӗ «Отмеченная зима» кӗнекине кӑларма хатӗрленнӗ тапхӑра халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ольга Кошелева качака сӗтӗнчен пӗҫерекен сыр Мускав облаҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗ. «Лучший сыр России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх сыр) ӑмӑртӑва «Сыр Пир Мир» Пӗтӗм Раҫсейри фестивале йӗркеленӗ май ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Истра хула округӗнчи Дубровское ялӗнче ирттернӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи конкурса сыр пӗҫерекен 141 предприяти 482 тӗрлӗ сырпа пырса ҫитнӗ. Вӗсен апат-ҫимӗҫне 12 номинацире хакланӑ. Конкурса хутшӑнакансен апат-ҫимӗҫне Раҫҫейри, Швейцаринчи, Францинчи тата Италинчи сыр ӑстисем пахаланӑ. Ольга Кошелева пӗҫерекен «Валансе» сыр «Качака сӗтӗнчен пӗҫернӗ сырсем» номинацире Гран-прие тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |