Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эмине

ЭминеЭмине, — XIX ӗмӗрӗн пӗрремеш ҫурринче пурӑннӑ авалхи чӑваш поэзийӗн чи ялкӑш ҫӑлтӑрӗ. Вӑл хальхи Чӑваш Енри Комсомольски районне кӗрекен Виҫпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Эмине пурӗ те 19 ҫул пурӑннӑ. Ҫапах та ӑна хӑй пурӑннӑ чухнех пӗтӗм халӑх «Чӑваш саркайӑкӗ» тесе ят панӑ.
Эмине XIX ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче вилнӗ.
Эминен юррисене пӗрремӗш хут хальхи Ульяновск облаҫне кӗрекен Чӑвашкасси ялӗнче А.М.Князев учитель 1906 ҫулта ҫырса илнӗ. Ун хыҫсӑн Эмине юррисене чылай тӗпчевҫесем чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ ҫӗрте ҫырса илни паллӑ.
Эмине юррисем 200 томлӑ тӗнче литературин анлӑ антологине те кӗме тивӗҫ пулнӑ.
1996 ҫулта «Ик аллӑмра икӗ шурӑ тутӑр» ятпа Эмине сӑввисен пысӑк кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Эмине ячӗ тата унӑн талантлӑ поэзийӗ юлашки ҫулсенче пӗтӗм тӗнчипех сарӑлчӗ. Унӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ юррисене вырӑсла, туркӑлла, тутарла, пӑлхарла, нимӗҫле, марилле пичетлесе кӑларнӑ. Хӑй ҫинчен те чӑваш, тутар, вырӑс, пӑлхар, мари писателӗсем тӗрлӗрен сӑвӑсемпе поэмӗсем ҫырнӑ. 2006 ҫулта Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗ ҫумӗнчи «Аттил» издательствӑра ун ҫинчен ҫырнӑ поэмӑсен «Сказания об Иволге Чувашии» кӗнеки вырӑсла пичетленсе тухнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Эмине сӑввисем
Эмине премийӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 23:38:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8831 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем