Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗмер

Тӗмер (выр. Новое Тинчурино) — Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗнчи ял. Ял Ҫирӗклӗ юханшывӑн икӗ айӑккинче вырнаҫнӑ. Ял тӑрӑхӗнче икӗ кӳлӗ, пӗве пур. Елчӗкрен 15 ҫухрӑмра ларать. Шупашкара ҫити 140 ҫухрӑм, Канаша ҫити 60 ҫухрӑм. 2004 ҫулта яла газ кӗртнӗ.

Ялта 2004 ҫул пуҫламӑшӗнче 315 килте 921 ҫын пурӑннӑ.

XVIII ӗмӗрте хӑпартнӑ чиркӳ пирӗн кунсемченех упранса юлнӑ. Ялта лавкка, шкул, фельдшер пункчӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш пур.

Ял ҫывӑхӗнче ҫавӑн пекех «Труд» ял хуҫалах кооперативӗн фермисем, трактор паркӗ вырнаҫнӑ.

Ял ячӗ

Ҫармӑсла «тумер» сӑмах юманлӑха пӗлтерет. Ӗлӗк-авал ку вырӑнта чӑнах та юманлӑх пулнӑ теҫҫӗ. Ялӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче паян кун та юманлӑх пур.

Халӑх йышӗ, ял тытӑмӗ

2010-мӗш ҫулхи ҫыравпа ялта 659 ҫын, ҫав шутра 323 арҫын, 336 хӗрарӑм пурӑннӑ

Истори

Ял халапӗ тӑрӑх икӗ чухӑн кил-йыш ку ялтан тухса кайса Ҫирӗклӗ юханшыв хӗрринче ҫӗнӗ ял никӗсленӗ. Вӑл халӗ Елчӗк районне кӗрет. Тепӗр халап тӑрӑх яла никӗслекенӗ Тӗмер ял старости Сыравыс (Сӑравӑс) пулнӑ. Вӑл куҫса кайсан ун хыҫҫӑн ялти тата темиҫе кил-йыш куҫнӑ тет.

1921 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшчен Тетюш уесӗн Курнавӑш вулӑсне, каярах вара 1927-мӗш ҫулченПатӑръел уесӗн Курнавӑш вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1 Кӗҫӗн Елчӗк районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19 хыҫҫӑн Елчӗк районне, 1962 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20 хыҫҫӑн Патӑръел районне, 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑт таран Елчӗк районне кӗрет.

Ял епле пулни ҫинчен ҫапла калани пур. Яла Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗн ҫыннисем куҫса килсе никӗсленӗ теҫҫӗ. Истори хучӗсенче ял ҫинчен ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Новое Тинчурино (Тимерево), Степной тож (Тюмерли) при реке Ерыкле».

XVIII ӗмӗрте кунта Турӑн Хӗрес Воздвижени чиркӗвне купаласа лартнӑ хыҫҫӑн яла Воздвиженски теме пуҫланӑ. Тӗмер ят ҫармӑсла «юманлӑх» пек куҫарӑнать.

Архив хучӗсем тӑрах 1710 ҫулта ялта 32 хуҫалӑх пулнӑ. 1721 ҫулта хуҫалӑхсен шучӗ 23 танлашнӑ, пурӗ 127 ҫын пурӑннӑ.

Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫине ялтан 253 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенче 106-шӗ каялла таврӑнман.
:IMG:::


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Tanya00 тӳрлетнӗ, информацие 2018-11-09 11:01:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6145 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем