Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӑштавӑш

МӑштавӑшШупашкар районӗнчи ял. Апаш ял тӑрӑхӗнче шутланать.

Шупашкартан 25 ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 13 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Ял ҫумӗпе юхакан юханшыв пӗр-ик ҫухрӑмра иртекен Йӗпшыва тухать.

Ялта виҫӗ урам: Симӗс, Ҫырма тата Вӑрман урамӗсем.

Ялти ҫырма-ҫатра ячӗсем: Кӗҫни ҫырма, Алтан ҫырми, Лукка варӗ, Ӳплер варӗ, Ик-Сакон ҫырми, Япӑх варӗ, Уҫӑп варӗ, Янтут варӗ, Капан карти, Тиха хурами ҫырми, Сенӗк лупашки, Тутарпуҫ лупашки т.ыт.те.

Ялтан инҫе мар вырнаҫнӑ вӑрманти вырӑнсен ячӗсем: Ҫӗнӗ карта, Илле ҫаран, Вӑта ҫаран, Хӗрринчи ҫаран, Ҫӗмӗрт лаппи, Апхун ҫаран, Кӑтра ҫаран, Утар вырӑнӗ т.ыт.те.

Юнашар ялсем: Шӑнкас, Платка, Шаккӑл.

Ял кун-ҫулӗ

XVIII ӗмӗрте Шӑнкас ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ.

1927 ҫулччен Шупашкар уесӗн Тукаш вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтччен Шупашкар районӗнче шутланать.

Халӑх йышӗ

1795 ҫулта Мӑштавӑшра пурӗ 20 кил пулнӑ. 1858 ҫулхи ҫыра ялта 79 арҫынпа 88 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ, 1897 ҫулхи — 122 арҫынпа 113 хӗрарӑма. 1926 ҫулта ялта 70 кил пулнӑ, 157 арҫын тата 166 хӗрерӑм шутланнӑ. 1939 ҫулхи кӑтартусем: 133 арҫын, 152 хӗрарӑм, 1979 ҫулхи — 66 арҫын, 88 хӗрарӑм.

2002 ҫулхи ҫырав ялта 45 кил пулнине палӑртнӑ, 38 арҫын тата 47 хӗрарӑм пурӑннӑ.

Хуҫалӑх

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта шыв арманӗ ӗҫленӗ (архивра Михлава арманӗ тата Хурӑнлӑ арман ятсем сыхланса юлнӑ). 1930 ҫулта «Самолет» колхоз йӗркеленнӗ.

Хальхи вӑхӑтра ялта лавкка пур.

Культура

Паллӑ ҫыннисем

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Истори халапӗсем. Шупашкар, 2007. 290 стр.халап пӑх
  • Чувашская энциклопедия, 3 том. Чебоксары, 2009. 145 стр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Мӑштавӑш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-12 16:27:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3895 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем