Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӗлӗмкасси

Кӗлӗмкасси — Йӗпреҫ районӗнчи ял.

Урамӗсем: Завод урамӗ, Канаш урамӗ, Комсомол урамӗ, Ленин урамӗ, Ҫамрӑклӑх урамӗ, Кӗпер урамӗ, Ҫыран урамӗ, Совет урамӗ, Чапаев урамӗ, Шкул урамӗ.

Кӗлӗмкасси

Тахҫан ӗлӗк-авал пурӑннӑ тет виҫӗ пӗртӑван: Клим, Энтри, Чураш. Ӳссе ҫитсен, яш пулсан, ҫак виҫӗ пӗртӑван ашшӗ-амӑш килӗнчен тухса каяҫҫӗ тет. Пырсан-пырсан вӗсем вӑрман хӗрринелле юхса иртекен Хум ятлӑ шыв хӗррине ҫитсе тухаҫҫӗ. Виҫӗ пӗртӑван ҫавӑнта пурӑнма куҫаҫҫӗ. Пӗррехинче вӗсем уйрӑлса кайма шутлаҫҫӗ.
Пӗр уя тухса виҫҫӗшӗ виҫӗ еннелле ухӑпа переҫҫӗ. Энтри уххи кӑнтӑралла, хальхи Чӑрӑшкасси енелле, каять. Чураш уххи хальхи Пучинке (Чурашево) ялне вӗҫсе ӳкет. Юлашкинчен Клим перет тет. Унӑн уххи хальхи Кӗлӗмкасси (Климово) еннелле вӗҫсе ӳкет. Климӑн уххи ӳкнӗ ҫӗрте Кӗлӗмкасси ялӗ пуҫланса каять. Малтан кунта кӳршӗсем сахал пулнӑ. Кайран ҫак яла ытти ҫӗртен те куҫса киле пуҫланӑ, ял вара пысӑкланса пынӑ. Ҫавӑнтан вара Кӗлӗмкасси ялӗ пуҫланнӑ тет.

1984 ҫ. ЧР Йӗпреҫ р-чи Кӗлӗмкасси ялӗнче
И.А. Антоновран ҫырса илнӗ.- ЧЛК, 37, 3-5 л.

Ял кун-ҫулӗ

Авалтан ҫӳрекен халап: Андрюш, Чураш тата Клим Хум хӗррипе аннӑ. Анчах виҫҫӗшӗ те ҫутҫанталӑк илемне хӑйне май кӑмӑлланӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем уйрӑлса каяҫҫӗ. Андюшпа Чураш сӑртлӑ вырӑнта тӑрса юлаҫҫӗ, Клим вара сӑртлӑ вырӑнтан аялалла анать. Ҫапла вара сӑртлӑ вырӑнпа айлӑмра виҫӗ ял пӗр-пӗринчен инҫех мар вырнаҫнӑ: Кӗлӗмкасси, Пучинке тата Чӑрӑшкасси.

Малтан Ҫӗрпӳ уесне, кайран, 1922 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ хыҫҫӑн, Патӑрьел уесне кӗнӗ. Ку тапхӑрта ял Хурамал вулӑсӗнче шутланнӑ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Йӗпреҫ районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Канаш районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Йӗпреҫ районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Кӗлӗмкасси ялне 18 ӗмӗрте никӗсленӗ. 1795 ҫулхи ҫырав ку ялта 119 арҫын тата 122 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. Пурӗ вӑл вӑхӑтра 50 хуҫалӑх пулнӑ. 1858 ҫулта — 373 арҫын, 410 хӗрарӑм. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх Кӗлӗмкассинче 1058 ҫын пурӑннӑ: 508 арҫын, 550 хӗрарӑм.

Кӗлӗмкассинче хальхи вӑхӑтра 600 киле яхӑн.

Паллӑ ҫыннисем

Культура

Ялта вӑтам шкул, ача сачӗ, культура ҫурчӗ тата 7 суту-илӳ ҫурчӗ пур. 1904 ҫултанпа чиркӳ ӗҫлет.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Чувашская энциклопедия, II, 263-264 с.
  • Дубанов И.С. Географические названия Чувашской Республики, 166 с.
  • Истори халапӗсем // Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Шупашкар, 2007. — 363 с.


 
Категорисем: Кӗлӗмкасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Alexey тӳрлетнӗ, информацие 2017-04-07 08:57:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7453 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем