Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ишлӗ хули (Г. Юмарт)

Тахҫантан вара ӗнтӗ сӗкӗнеҫ
Кай енчен килсе пӑлхарсем ҫине.
Анчӗ караппа пилӗк вырӑс кнеҫ,
Тухрӗ йӑтӑнса ҫӳл ҫыран хӗрне.
Инҫе мар кунтан Ишлӗне ҫитме,
Инҫе мар унтан таврӑнас тесен.
Ишлӗ тавралла ҫӳллӗех чикме,
Шал енче хӳме икӗ хут иккен.
Ӗнтӗ мӗн тери юхрӗ хӗрлӗ юн —
Хӑрамасть хула, парӑнмасть пӑлхар.
Ӗнтӗ ик енчен пӗтрӗ миҫе чун?
Йывӑр Ишлӗне — халӑх йышлӑ мар.
Пуртӑсем тытса чикмене хирме
Пычӗҫ вырӑссем хай хула патне.
Чӗртнӗ вут йӑтса хӳмене чӗртме
Ҫитрӗҫ те вӗсем тӗртрӗҫӗ вутне.
Малтисем вутпа уҫнӑ ҫулпала
Утпала килет хумлӑ-хумлӑ рет —
Керменпе хула йӗри-тавралла
Ухӑ-сӑнӑпа йышлӑ ҫар кӗрет.
Хӳмерен иртсен ҫуллӗ ур та пур —
Ишрӗҫ тӗппипе темиҫе тӗлтен.
Ҫапӑҫсассӑн та темен пек сатур
Шав тивет чакма йӑшнӑ Ишлӗсен.
Ертӳҫи вӗсен пӗчӗкҫӗ йышпах
Елкӗрчӗ тарма вут-хӗм витӗрех.
Парӑнасшӑн мар ыттисем ҫапах:
«Мӑшкӑл куриччен — чунӑм пӗттӗрех!»
Арӑм, ачапча лекрӗ тыткӑна,
Миҫе чун тата ҫунчӗ ҫулӑмра?!
Тӑвӑл евӗр вут хыпрӗ хулана —
Юлчӗ кӑмрӑк ҫеҫ сарлака уйра.
Пилӗк вырӑс кнеҫ янӑ хурахсем
Тухрӗҫ Ишлӗне тустарса-тусса.
Илчӗҫ тыткӑна сахал мар вӗсам,
Ӗлкӗрчӗҫ тухма пысӑк мул пухса.
Ыткӑнчӗҫ вара карапсем ҫине,
Кайрӗҫ хускалса тӑвалла часрах.
Пӑлхар ен хӑпса тепӗр ҫыранне
Ҫитрӗ тӑчӗ акӑ самантрах.
Ҫук пӳлсе хума ӗнтӗ вырӑса —
Атӑл варрине ухӑ ҫитес ҫук.
Юлчӗҫ пӑлхарсем хыттӑн макӑрса,
Вырӑс ҫарӗсем ишрӗҫ питӗ шух.
Мӗкӗрет кӗпҫи, ҫухӑрать сӑрнай,
Ӗсӗклет-йӗрет тыткӑнри этем...
Карапсем ҫинче пурлӑх-мул нумай,
Савӑнӗҫ пайтах вырӑс кнеҫӗсен.
Святославӗ ав каҫӑртнӑ пуҫне:
«Атӑлӑн ҫулне илӗп хам алла,
Аҫтӑрхан патне ҫӳрӗп ун чухне...»
Сӗмсӗр Святослав, питӗ ан мухтан
Таврӑнӑп тесе ылтӑн-кӗмӗлпе:
Карапу тулли ылтӑн мар — ылхан,
Тулнӑ вӑл йӑлтах ҫын куҫҫулӗпе.
Пӗтӗм таврана ҫилпеле вӗҫсе
Кӗлӗ ҫак хулан кайӗ тетӗн-им?
Сан ятна-сумна ӗмӗр питлесе
Курӑнӗ куҫа Ишлӗ тӗтӗмӗ.

Ишлӗех хули ишӗлчӗ вутра,
Тыткӑнри ҫынсем юлчӗҫ пуль ютра.
Тарнӑ Ишлӗсем тӗнчере пӗтмен,
Тӗнчере пӗтмен, ячӗ те ҫӗтмен.
Вӑрӑ-хурахсем хӑртнӑ пуль хытах,
Ишлӗ ялӗсем шӑтнӑ-мӗн татах.
Ункӑ еннелле пурӑнать Ишлей,
Чӑнлӑпа Пӑла еннелле, пӗлей,
Ишлӗ ялӗсем ӳснӗ йышланса,
Авалхи ята юлнӑ упраса.

Эй, чӑваш, чӑваш! Мӗн тери куҫҫуль
Эсӗ ҫӑтнӑ пуль, эсӗ тӑкнӑ пуль.
Ҫиттӗрччӗ татах тӳсӗмлӗх сана
Упрама ятна, упрама йӑхна.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-17 16:23:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3054 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем