Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Авруй

Авруй (выр. Авруй) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи ял. Ершепуҫ ял тӑрӑхӗн шутне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Ен варринче Шупашкартан — 107 км, район центрӗнчен, Вӑрнар поселокӗнчен, — 17 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 17 км аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Яла 1921 ҫулта Упи ялӗн хресченӗсем «Цветок» («Чечек») коммунӑна йӗркелессипе пуҫарнипе никӗсленнӗ. Малтан кунта Улхаш ялӗнчен виҫӗ ҫемье (В. Кротков, В. Флегентов, И. Флегентов) куҫса килнӗ, кайран тата тӑватӑ ҫемье хушӑннӑ. Историри ячӗсем: Цветок, Авыруй.

1924 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнчен пуҫласа «Авӑр Уй» ял хуҫалӑх артелӗ ӗҫленӗ. 1928 ҫулта «Авӑр Уй» колхоз йӗркеленнӗ. 1930 ҫулта яла Хирпуҫ ялӗнчен тата тӑватӑ ҫемье, ҫавӑн пекех Элӗк, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенчен ҫемьесем куҫса килнӗ — пурӗ 33 кил, 157 ҫын пулса тӑнӑ. 1934 ҫулта пуҫламӑш шкул уҫӑлнӑ, 1965 ҫултанпа яла электричество кӗртнӗ.

Ят вырӑнти «Авӑрлӑ уй» топонимран пулса кайнӑ (авӑр евӗрлӗ вырӑн, авӑрӗн вырӑнӗнче — ял).

Администраци енӗпе ял 1921–1927 ҫулсенче Етӗрне уесӗн Тусай вулӑсне, 1927 ҫултанпа Вӑрнар районне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗпе ялта 5 ҫын пурӑннӑ (2 арҫын, 3 хӗрарӑм). 2012 ҫулхи даннӑйпе те 5 ҫын шутланнӑ. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе 100%).

Халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх улшӑнни:

  • 1923 — 19 кил, 84 ҫын;
  • 1926 — 9 кил, 23 арҫын, 18 хӗрарӑм;
  • 1939 — 89 арҫын, 107 хӗрарӑм;
  • 1979 — 23 арҫын, 51 хӗрарӑм;
  • 2002 — 22 кил, 20 ҫын (11 арҫын, 9 хӗрарӑм);
  • 2010 — 4 харпӑр хуҫалӑх, 5 ҫын (2 арҫын, 3 хӗрарӑм).

Паллӑ ҫынсем

Экономика

Экономикӑн никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. «Агрохмель» тулли мар яваплӑ орбществр ӗҫлет (2010 ҫул тӗлне).


 
Категорисем: Авруй
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-02 23:07:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 29 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем