Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Тӗп хула пысӑкланнӑ май ҫӗнӗ чарӑнусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗринне вара, киввисене, ячӗсене улаштараҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ «Ветерансен ҫурчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки йышӑну алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне Университет урамӗнчи ҫав чарӑну «Мичман Павлов урамӗ» ятла пулӗ.

Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна тумашкӑн ҫынсем хӑйсем ыйтнӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулин тӗп пайӗ ҫырмаллӑ-ҫатраллӑ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ак, Республика тӳремӗнченех тухӑҫалла утса кай — 200 метртан ҫырмана пырса тӑрӑнӑн. Енчен те унта унччен уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ларнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ҫурт-тӑвӑм компанийӗсем ҫавнашкал ҫырмаллӑ вырӑнсене те усӑ курма тытӑнасшӑн. Ак, сӑмахран, «Старко» фирмӑн проектнех илес.

«Ҫӗр айӗнчи хула» ят панӑ проект пӗтӗмешле 7,4 гектар йышӑнӗ. Ун тӑршшӗ 454 метр, сарлакӑшӗ 163 метр пулӗ. Вӑл Кайбулкӑн сулахай юппи юхса иртекен ҫырмара Юрославль урамӗпе ҫуммӑн вырнаҫмалла. Пӗтӗмӗшле 15–20 метр тарӑнӑш пулӗ. Чи тӗпӗнче урапасем лармалли вырӑн хатӗрлӗҫ, унта пурӗ 3 300 ытла машин ларма пултарӗ. Ҫӳлерех суту-илӳ лаптӑкӗсем вырнаҫмалла — вӗсен пӗтӗмешле калӑпӑшӗ 37 пин тӑваткал метра ҫитмелле (танлаштарма: МТВ-центр суту-илӳ ҫуртӗнче пурӗ 85 пин). Ҫавӑн пекех 30 пин ытла тӑваткал метр офис пӳлӗмӗсем валли, 81 пин — пурӑнмаллисем валли туса лартӗҫ. Комплексра ҫуран ҫӳрекенсем валли бульвар та йӗркелеме палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле унти ҫуртсене 6 черетпе ҫӗклесе пӗтересшӗн. Проекта «Сфера» хатӗрленӗ. Архитекторсем: Удяков С.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкарта Иван Яковлев проспектне реконструкцилес ӗҫ хӗрӳ пырать. Халӗ унта чи йывӑр ӗҫ — пӑрӑхсемпе ҫыхӑну хатӗрӗсене куҫарасси — вӗҫленет.

Ҫула 6,5 метр таран сарлакалатма палӑртнӑ. Ҫавна май строительсен пӑрӑхсене, кабельсене куҫарма тивнӗ. Республика ертӳлӗхӗ магистрале унччен палӑртнинчен маларах туса пӗтерме йышӑннӑ. Унччен строительсем ӗҫе юпа уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те тӳре-шара ҫула Республика кунӗ тӗлне сарлакалатма ыйтнӑ. Ҫавӑнпа строительсен сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ҫук: виҫӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Коммуникацисене куҫарасси нумай юлман. Халӗ Мир проспекчӗ енчи ӑшӑ тата газ пӑрахӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Чылай коммуникаци юрӑхсӑра тухнӑ май вӗсене ҫӗннисемпе ылмаштарма тивнӗ.

Чи ҫивӗч ыйту: коммуникацисене куҫармашкӑн уйӑрнӑ укҫа ҫитменни. Ку проект йӑнӑшӗ мар. Юлашки вӑхӑтра хаксем ӳсеҫҫӗ-ҫке. Ку ыйтӑва хула тата республика ертӳлӗхӗпе сӳтсе явӗҫ.

Халӗ Пичет ҫурчӗ тата Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывахӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Яковлев тата Мир проспекчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ункӑ пулӗ. Строительсене ӗҫлеме йывӑр: кунта ҫула пӳлмен, мӗншӗн тесен тавран каймалли ҫук.

Малалла...

 

Хулара Никита Павлов сӑнӳкерчӗкӗ
Никита Павлов сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ача сахал ҫуралнӑран ача пахчисене хупрӗҫ, вӗсен ҫурчӗсене тӗрлӗ организаци-предприяти илчӗ. Юлашки ҫулсенче демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланма тытӑнчӗ. Ҫавна май ача пахчисенче те черет вӑрӑмланма пуҫларӗ. Тӳре-шара черете кӗскетес тесе ҫӗнӗ садиксем хута ярать.

Ачасемпе ҫамрӑксен В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче нумаях пулмасть боксерсем тренировка ирттернӗ, йывӑр атлетсем штанга йӑтнӑ. Халӗ унта строительсем хуҫаланаҫҫӗ. Темиҫе уйӑхран вара ҫак ҫурта 200 яхӑн ача ура ярса пусӗ. Ҫак ҫурт каллех ача пахчи пулӗ.

Капиталлӑ ҫурт тӑвӑмӑн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи ача сачӗ 11 ушкӑн, 220 шӑпӑрлан валли пулӗ. Унӑн лаптӑкӗ 2 334 тӑваткал метрпа танлашать. Ача пахчинче занятисем ирттермелли пӳлӗм, бассейн пулӗ.

Ҫурта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ҫӗнетме тытӑннӑ. Хальлӗхе стенасене, чӳречесене, алӑксене лайӑхлатнӑ, ҫурт тӑррине юсанӑ. Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, подрядчик графикран кӑштах юлса пырать. Анчах пӗтӗмпех вӑхӑтра — ҫӗртме уйӑхӗнче — туса пӗтерме палӑртнӑ.

Халӗ хулара тепӗр икӗ ача пахчинче ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=103151
 

Хулара

Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче велопарковкӑсем пулӗҫ. Ҫак шухӑш епле ҫуралнӑ-ха? Ара, пӗлтӗр пирӗн республикӑна Раҫҫей регионӗсем йышӗнче спортпа чи тусли тесе йышӑнчӗҫ-ҫке.

Анчах республика ҫыннисем сывӑ пурнӑҫпа ытларах туслашчӑр тесен спортӑн тӗрлӗ тӗсне аталантармалла. Администраци ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Шупашкарта велоспорта ҫул пама тӗллевленнӗ.

Велосипедистсене меллӗрех пултӑр тесе ятарласа вӗсем валли стоянкӑсем тума палӑртнӑ. Мускав районӗнче хӑшӗ-пӗрине туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Г» корпусӗ, «Электроприбор» тулли мар яваплӑ общество, «Элара» АУО умӗсенче велопарковкӑсем пур. Малашне вӗсене тата нумайлатӗҫ. Велостоянка эскизӗсене, вӗсене ӑҫта вырнаҫтармалли плана администраци йышӑннӑ ӗнтӗ.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ ыран «тӳрӗ лини» ирттерет. Вӑл ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра потребитель правипе ҫыхӑннӑ ыйтусене специалистсенчен уҫӑмлатма май килӗ.

Ҫынсен ыйтӑвӗсене Шупашкар хула админситрацийӗн потребитель рынокне тата предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Фасиха Исхаковна Солдатова хуравлӗ. Унпа пӗрле Роспотребнадзор управленйиӗн, потребительсен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен общество организацийӗсен пайташӗсем те ыйтусене уҫӑмлатма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ.

«Тӳрӗ лини» номерӗ — 8 (8352) 23-50-06.

 

Хулара

Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Хулара пӗччен, е хаваслӑ ОБЖ урокӗсем» премьера пулнӑ. Мӗн пирки-ха ку спекаткль? Ятӗнченех паллӑ: ку — ачасем валли.

Постановка пӗчӗккисене хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнма, урамра, ҫул ҫинче хӑйсене йӗрекеллӗ тытма вӗрентет. Ку полицейскисемшӗн пысӑк пулӑшу. Кӑсӑклӑ сюжет, юрӑ-ташӑ — ку пӗтӗмпех пӗчӗк куракансене тыткӑна илет, ҫав вӑхатрах хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентет. Ӑна Ирина Широбокова сценарийӗпе хатӗрленӗ. Постановка режиссерӗ — Владимир Красотин.

Премьера пушӑн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Зал ҫын лӑк туллиех пухӑннӑ. Постановка ачасене хӑрушсӑрлӑх ӑҫта тата хӑҫан сиксе тухнине кӑна мар, полицейскисене шанма, вӗсенчен пулӑшу ыйтма вӗрентет.

Пӗчӗк куракансем спектакль геройӗсемпе пӗрле пӑшӑрханнӑ, савӑннӑ. Постановкӑна куҫ илмесӗр пӑхаканскерсем сӑнарсене мӗн тумаллине вырӑнтан кӑшкӑрса калама та хӑтланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/2066864/
 

Хулара

Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакансем хула варрипе ҫап-ҫара арҫын утнине асӑрханӑ. Вӑл Николаев урамӗнче ҫӳренӗ. Нуски кӑна тӑхӑннӑскер урапасем ҫӳрекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ-мӗн. Хӑйне тимлӗх ҫитменнине кура-ши вӑл иртен-ҫӳрен урапана чарма хӑтланнӑ.

«Эп чӳречерен пӑхса тӑраттӑм. Ҫав вӑхӑтра ҫара арҫын куҫ тӗлне лекрӗ те. Вӑл малтан ҫуран ҫӳрекен ҫулпа утса ҫӳрерӗ, унтан урапасем ҫӳрекен ҫул ҫине сиксе тухса иртен-каян машинсене чарма хӑтланчӗ», — тесе каласа кӑтартнӑ тӗлӗнтермӗш арҫынна асӑрханисенчен пӗри, Илья ятлӑ арҫын. — Ун чухне вӑхӑт кӑнтӑрла иртни 16 сехет ҫурӑ тӗлнеллеччӗ. Кӑштахран вӑл таҫта кайса ҫухалчӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/83
 

Хулара

Ачалӑх теттесемпе, юмахсемпе ҫыхӑннӑ. Пӗчӗк чухне «Ҫарӑк», «Йӑвача» тата ытти юмахпа паллашман ҫын пур-ши? Ҫак кӗнекесем — хаклӑ тупра.

Надежда Григорьева (Яковлева) вара ачасене ӑсталанӑ юмах сӑнарӗсемпе паллаштарать. Вӑл Шупашкарти ача пахчинче ӗҫлет. Унта юмах сӑнарӗсен хӑйне евӗр кӗтес пур. Пӗтӗмпех Надеждӑн амӑшӗ Мария Михайловна ҫыхнӑ. Кӗтес пуян: халӑх тата литература юмахӗсен сӑнарӗсем пур.

Теттесем ҫемҫе. Мария Михайловнӑн ӗҫӗсем пӗчӗкскерсене савӑнтараҫҫӗ. Ачасем уйрӑмах пӳрнене тӑхӑнтартмалли теттесемпе выляма кӑмӑллаҫҫӗ.

 

Хулара Елена Загорская тунӑ сӑн
Елена Загорская тунӑ сӑн

Пушӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта, Юханшыв урамӗнче Чечняра паттӑрла вилнӗ Алексей Владимиров ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫамрӑк ҫак ҫын ҫутҫанталӑк илемӗпе нумай киленеймен — 20 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Алексей Николаевич 1974 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. Ҫак хулари ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Баранов каланӑ тӑрӑх, училищӗрен вӗренсе тухсан салтака кайнӑ. Ӑремпура лекнӗ. Ҫулталӑкран ӑна Самар облаҫӗнчи Черноречье поселокне янӑ. 1994 ҫулта Алексей Ҫурҫӗр Кавказа лекнӗ. Ҫав ҫулхи Ҫӗнӗ ҫулхи каҫхине Алексей Владимировӑн полкӗ Грозный хулинче пульлисем айне лекнӗ. Полкри мӗнпур салтак тенӗ пекех пуҫ хунӑ. Вӗсен йышенче — Алексей Владимиров та. 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне ентешӗмӗр хыпарсӑр ҫухални пирки пӗлтернӗ. Амӑшӗ Юлия Николаевна ывӑлӗсене ҫухатнӑ ытти хӗрарӑмпа пӗрле Грозный тата Ростов хулисене 5 ҫул ҫӳренӗ, хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шыранӑ. 5 ҫултан Алексейӑн ӳтне палланӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара илсе килсе йӑлапа килӗшӳллӗн пытарнӑ.

Мемориал хӑмана ҫакнӑ ҫӗре 11-мӗш шкул вӗренекенӗсем те пынӑ, паттӑра хисеплесе пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/69461
 

Страницӑсем: 1 ... 283, 284, 285, 286, 287, 288, 289, 290, 291, 292, [293], 294, 295, 296, 297, 298, 299, 300
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть