Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне ҫырӗҫ. Ку акци пӗтӗм Раҫҫейӗпе чӳкӗн 3-8-мӗшӗсенче кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртет.

Пирӗн регионта диктант ҫыракансем Шупашкарта Чӑваш наци музейне Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти упранакан зала пухӑнӗҫ. Тестра – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ пӗтӗмӗшлисем, 10-шӗ вара Чӑваш Енпе ҫыхӑннисем. Хуравлама 40 минут уйӑрса парӗҫ.

Пӗтӗмлетӳсемпе диктант сайтӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗччен паллашма май пулӗ.

 

Культура

Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул тата Чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртса Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат тӑватӑ кунлӑха Чӗмпӗр тата Тутарстан тӑрӑхне килсе кайрӗ. Унӑн тӗллевӗ – шкул ачисемпе, халӑхпа тӗл пуласси.

Чи малтан вӑл Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялне кӗрсе тухрӗ. Кунта Светлана Васильевна Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн председателӗнчен Улькка Эльменрен пысӑк салам илсе килнине пӗлтерчӗ, союз ҫинчен, И.Я.Яковлев мӗнле пысӑк ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Унтан тӑван чӗлхе ҫинчен сӑмах хускатрӗ, хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарчӗ, сӑввисене вуларӗ. Хӑй кӗвӗленӗ юрӑсене баян каласа юрларӗ, шӑхличпе тӗрлӗ кӗвӗ каларӗ. Пӗччен – пӗр оркестр! Ачасене те мероприятие хутшӑнтарма манса каймарӗ. Тӑватӑ ачана тӑватӑ шӑхлич пачӗ, хӑй вара баянпа ташӑ кӗвви пуҫларӗ. Ачасем ун хыҫҫӑн шӑхличпе шӑхӑрса пычӗҫ. Пӗтӗм зал кӗрлерӗ ҫак вӑхӑтра, алӑ ҫупрӗ.

Иккӗмӗш тӗлпулу – Кивӗ Улхашра. Ку ял Ульяновск облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрет. Тӗлпулу Совет Союзӗн Геройӗ Н.Князькин ячӗллӗ вӑтам шкулта иртрӗ. Унта хӑнана чӑваш тумне тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш ташшипе кӗтсе илчӗҫ.

Малалла...

 

Культура
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче республикӑри Художниксен союзӗн «Танец красок» (чӑв. Сӑрӑсен ташши) пленэр куравӗ уҫӑлӗ. Курав пултарулӑх пӗрлешӗвӗ ирттернӗ 10 ҫулти уйрӑмах ӑнӑҫлӑ ӗҫсемпе паллаштарӗ. Вӗсен авторӗсем — Анна Брагина, Анатолий Головинский, Инна Лялина, Наталия Соловьева, Валентина Илем, Владимир Галошев, Вагиза Камалетдинова.

Союз, аса илтерер, юлашки 10 ҫулта пӗрмаях ун пек пленэрсем йӗркелет, ӗҫсемпе Литература музейӗнче паллаштарать. Художниксем Муркаш тӑрӑхне тухса ӳкерме кӑмӑллаҫҫӗ. Хитре вырӑнсене вӗсене Игорь Каргин тупса парать.

 

Культура
Кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви «Ҫулталӑк кӗнеки» конкурсра II степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. «Вулакан тӗнче» наци кӗнекин регионсем хушшинчи фестивальте издательство «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» кӗнекепе (автор-составителӗсем – Ф.Н. Козлов тата Е.В. Касимов) палӑрнӑ.

Конкурса 60 издательствӑн 159 кӑларӑмӗ хутшӑннӑ.

Иван Яковлевич чӑваш культурине хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленипе ҫеҫ мар, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнипе те кӗрсе юлнӑ. Вӑл пултаруллӑ педагог, писатель, куҫаруҫӑ, кӗнеке кӑларакан, фольклорист пулнӑ.

 

Культура

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Раҫҫейри Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗпе Николай Ивановпа тӗл пулнӑ. Меропряитие Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн 100 ҫулхине халалласа ирттернӗ.

Ҫавра сӗтеле Чӑваш Енри ҫав союзӑн председателӗ Ольга Куликова; чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер; Виталий Родионов литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор; чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч; Михаил Краснов писатель; Раҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, журналист Алексей Леонтьев; Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, журналист, филологи наукисен кандидачӗ Лидия Филиппова; Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, журналист тата писатель Светлана Гордеева; Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, писатель Ольга Федорова хутшӑннӑ.

Пухӑннисене республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова саламланӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Йышра тӳре-шарапа культура тата вӗрентӳ ӗҫченӗсем пулнӑ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи сквер умӗнчи палӑк умне пухӑннисем хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем нумай каланӑ, чечек хунӑ.

Аса илтерер: Иван Яковлев 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишекри Тӗп урамри 7-мӗш ҫурта регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ тесе йышӑннӑ.

Асӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта 1870 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи Александр Иванов Костин купса пулнӑ. Ишекри чиркӗве пыракансем ҫав ҫуртра ҫӗр каҫма пултарнӑ. Пӗрремӗш хутра апатланма май туса панӑ, иккӗмӗшӗнче — ҫӗр каҫма.

Ҫав купсан вулӑсра пӗртен пӗр кирпӗч савучӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех пир тӗртмелли савут тата шыв арманӗ тытнӑ. Хӑй вара вулӑсри судья пулнӑ. Унӑн ҫемйи Чанкассинче пурӑннӑ. Кил хуҫи вилсен ҫемье Шупашкара тухса кайнӑ, Ишекри пӳрт самай вӑхӑт пушӑ ларнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче унта блокадӑри Ленинградран илсе килнӗ ачасене усранӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулсенче хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ачасен интерначӗ пулнӑ. Ишеке аякри ялсенчен вӗренме ҫӳрекен ачасем те унта пурӑннӑ. 1983 ҫулта вырӑнти «Слава» совхозӑн музейне уҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта Ишекри таврапӗлӳлӗх музейӗ вырнаҫнӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ регионсем хушшинчи XXI «Золотой Витязь» театр форумне хутшӑнӗ. Мускавра иртекен мероприяти чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пырӗ. Чӑваш театрӗ унта чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хутшӑнӗ. «Шурҫамка» спектакле вӑл Мускаври «Драма ӳнерӗн шкулӗ» театрта кӑтартӗ.

«Шурҫамка» драмӑна кӑҫал сцена ҫине пуҫласа кӑларнӑ. Ӑна чӑваш халӑх писателӗн Юхма Мишшин повеҫӗпе лартнӑ. Ку вӑл — РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Борис Манджиев режиссёр Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче лартнӑ иккӗмӗш ӗҫ.

 

Культура
Алина Николаеван халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Алина Николаеван халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Республикӑри тӗрлӗ район вӗрентекенӗсем Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗн Мӑнал шкулӗнче уҫӑ уроксенче пулнӑ.

Асӑннӑ тӑрӑхри Чӑрӑшкассинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Ишлей шкулӗнчи С.П. Гаврилова вӗрентекен «Манӑн тӑван ҫӗршыв» темӑпа текстпа ӗҫленӗ чухнехи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарнӑ, Мӑнал шкулӗнчи А.Ю. Московцева рэп ӑсталӑхне кӑтартнӑ, Чӑрӑшкасси шкулӗнчи А.М. Николаева «Сӑвӑ тӗнчин асамлӑхӗ» темӑпа урок ирттернӗ.

«Кӗске вӑхӑт хушшинче саккӑрмӗшсем тата республикӑри чылай районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем сӑвӑ ҫырас теорипе паллашрӗҫ, тӗрлӗ мелпе сӑвӑсем ҫырса урока пӗтӗмлетсе вӗреннине ҫирӗплетрӗҫ», — хыпарланӑ Алина Михайловна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-101490572_9189
 

Культура

Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) фестиваль иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Культура министерствипе Раҫсейӗн композиторсен союзӗ ирттереҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ ятсемпе тата музыкӑри ҫӗнӗ енсемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хутчен иртекен фестиваль вӑхӑтӗнче концертсем тӗрлӗ ҫӗрте пулӗҫ. Ҫав шутра — Мускаври академи филармонийӗ, «Зарядье» концерт залӗ, Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ консерватори. «Мускаври концертсемсӗр пуҫне симфони, камера тата хор программисене ҫичӗ хулара – Барнаулта, Чулхулара, Петрозаводскра, Санкт-Петербургра, Сартура, Хабаровскра тата Шупашкарта — кӑтартӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Раҫҫейри композиторсен союзӗн генеральнӑй директорӗ Карина Абрамян.

 

Страницӑсем: 1 ... 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, [24], 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, ...378
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть