Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишекри Тӗп урамри 7-мӗш ҫурта регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ тесе йышӑннӑ.
Асӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта 1870 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи Александр Иванов Костин купса пулнӑ. Ишекри чиркӗве пыракансем ҫав ҫуртра ҫӗр каҫма пултарнӑ. Пӗрремӗш хутра апатланма май туса панӑ, иккӗмӗшӗнче — ҫӗр каҫма.
Ҫав купсан вулӑсра пӗртен пӗр кирпӗч савучӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех пир тӗртмелли савут тата шыв арманӗ тытнӑ. Хӑй вара вулӑсри судья пулнӑ. Унӑн ҫемйи Чанкассинче пурӑннӑ. Кил хуҫи вилсен ҫемье Шупашкара тухса кайнӑ, Ишекри пӳрт самай вӑхӑт пушӑ ларнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче унта блокадӑри Ленинградран илсе килнӗ ачасене усранӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулсенче хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ачасен интерначӗ пулнӑ. Ишеке аякри ялсенчен вӗренме ҫӳрекен ачасем те унта пурӑннӑ. 1983 ҫулта вырӑнти «Слава» совхозӑн музейне уҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта Ишекри таврапӗлӳлӗх музейӗ вырнаҫнӑ.