Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Политика

Политика

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев цифра министрӗн ҫумӗ пулнӑ Юлия Стройкова валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. Вӑл халӗ – пресс-служба тата протокол администрацийӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ. Ҫак должноҫ юлашки вӑхӑтра пушӑ пулнӑ.

Аса илтерер: Юлия Стройкова малтан Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Кайран цифра министрӗн ҫумӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗнчи танлаштарӑмра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакна тӗнче тетелӗнчи запроссен йышӗпе палӑртнӑ. Олег Николаев PravdaSerm хатӗрленӗ танлаштарӑмра пӗрремӗш хут ҫакнашкал вырӑн йышӑннӑ.

Пӗрремӗш вырӑнта – Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ. Вӑл 94 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тамбов облаҫӗн ертӳҫи (93 балл). Ун хыҫҫӑн Калуга облаҫӗн, Чӑваш Енӗн тата Мари Элӗн ертӳҫисем йӗркесене йышӑннӑ. Олег Алексеевич танлаштарӑмра 91 балл пухнӑ.

 

Политика
journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ
journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин таиа массӑллӑ коммуникацисен министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ.

Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, министр ҫумне Юлия Стройковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Юлия Стройкова министр заместителӗн пуканне 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ.

 

Политика
Александр Рыбаков. sovch.chuvashia.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Рыбаков. sovch.chuvashia.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя ӗҫрен кӑларса ӗҫе илнӗ.

95-мӗш номерлӗ хушура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, бизнес-омбудсменӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Ӗҫ вӑхӑтне малалла тӑсас тесен ҫӗнӗ хушу кӑларма тивнӗ.

Ҫапла вара Александр Рыбакова паян ӗҫрен кӑларса паянах ӗҫе илнӗ.

 

Политика

Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл Парашютистсен кунӗ умӗн /утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ/ Шупашкарти аэропортра парашютпа сикнӗ.

Министр папашютпа сикнӗ чухне хӑранине, анчах ҫав вӑхӑтрах ӑна савӑнӑҫ, хӗпӗртӳ туйӑмӗ ярса илнине палӑртнӑ.

Сӑмах май, Алена Елизарова министр тивӗҫӗсене 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пурнӑҫлать.

 

Политика
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Республика Правительствинче утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче яваплӑ должноҫре Владимир Гладнев ӗҫлеме тытӑннӑ. Владимир Юрьевича министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ.

Владимир Гладнев ятлӑ ҫын, сӑмах май каласан, нумаях пулмасть Росздравнадзорӑн Мари Элти уйрӑмне ертсе пынӑ.

Владимир Степанов министрӑн паянхи куна илсен тепӗр икӗ заместитель пур. Вӗсем — Ирина Левицкая тата Сергей Тоцкий. Министр пулӑшуҫи пулса Татьяна Михайлова тӑрӑшать.

 

Политика

Ӗнер ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне Леонид Черкесова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ. Унччен ку пукана Вячеслав Тимченко йышӑннӑ.

Леонид Черкесова вӑрттӑн сасӑлавпа суйланӑ. "Ҫыхӑнура" портал тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ку должноҫе йышӑнассишӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов кӗрешнӗ.

Палӑртмалла: Леонид Черкесов 1966 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — хирург, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.

 

Политика
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче икӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Иккӗшӗ те заместитель пуканне йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри унччен те ведомствӑра министр ҫумӗнче тимленӗ-ха. Сӑмахӑмӑр – Инна Волкова пирки. Вӑл малашне министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшӗ. Унччен Инна Вячеславовна министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

Министрӑн ҫумӗ пулса вара Сергей Фролов тимлеме тытӑннӑ.

Хушусене республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Кадр ыйтӑвне ҫитес кунсенче татса памалла.

Партин регионти уйрӑмне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов ертсе пыма тытӑнас сӑмах тухнӑ.

Партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ пулнӑ Вячеслав Тимченко сенатор хӑйне ҫав ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ. Вӑл ку должноҫре 5 уйӑха яхӑн ҫеҫ тимленӗ.

Сӑмах май каласан, кӗркунне муниципалитетсенче депутатсене палӑртмалли суйлав иртӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗшӗн те ҫав сасӑлав пӗлтерӗшлӗ.

 

Харпӑр шухӑш Политика

Раҫҫей Ӑслӑлӑх Академийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев нумай пулмасть ҫапларах шухӑш каланӑ:

— Эпӗ чылай ҫынпа тавлашнӑ чухне ҫапла калатӑп: сирӗн шухӑшпа, мӗн, Горбатый кӗпер ҫине каскӑсемпе шаккама кайсан, е Ленин проспектне хупласа хурсан эпир хамӑр шухӑшсене влаҫрисем патне витӗмлӗрех ҫитерӗпӗр-и?

Александр Сергеев ӑсчахсене хӑйӗн шухӑшӗсене активлӑ пӗлтерме сӗннӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах влаҫа критиклеме, ун тӗлӗшпе усал сӑмахсемпе калама юрамасть тесе каланӑ.

Академире, паллах, ухмах ҫынсем лармаҫҫӗ. Унта лекес тесен ӑслӑлӑх гранитне самай кӑтӑртаттармалла, кӑшламалла. Ҫавах те пур ӑсчах та пурнӑҫ масине пӗлсе ҫитнӗ теме май ҫук. Унсӑр пуҫне кашни ҫын — уйрӑм тӗнче. Кашнин хӑйӗн характерӗ. Вӗсен хушшинче ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем сахал мар пулсан та кут ҫулама юратакансем те сахал мар. Карьера пусмипе хӑпарма хапӑллакансем те пур, ҫук мар. Ҫавна май вӗсен ӑсӗ пирки пирӗн иккӗленӳ ҫук.

Ҫапах та, кӗпер ҫинче каскӑсемпе шаккинин чӑн та усси ҫук-ши?

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ...160
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та