Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона

Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче фортепиано класӗнче вӗренекенсем паллӑ чӑваш композиторӗн Геннадий Воробьевӑн пултарулӑхне халалласа концерт лартнӑ.

Геннадий Васильевич тӗлӗнмелле кӗске ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ: пурӗ те 21 ҫул кӑна. Анчах ҫав тапхӑрта вӑл чӑваш музыкин историне кӗрсе юлма ӗлкӗрнӗ: тӗрлӗ жанрлӑ ҫичӗ теҫеткене яхӑн хайлав ҫырнӑ. Геннадий Воробьев — Василий Воробьев хор дирижерӑн ывӑлӗ, Шупашкарта ҫуралнӑ. Фортепианӑпа калама ӑна ултӑ ҫулта чухнех хӑнӑхтарма тытӑннӑ. Кайран вӑл музыка техникумӗнче композитор тата пианист специальноҫӗсене алла илет. Мускаври консерваторинче те каччӑ пӗлӗвне туптать. Анчах йывӑр чире пула вӑл вилет. Унӑн пысӑк хайлавӗсенчен пӗри — тӑватӑ сехетлӗх симфони. Ӑна чӑваш музыкин чи лайӑх хайлавӗсен шутне кӗртеҫҫӗ.

Элӗкри ачасен концерчӗ вӑхӑтӗнче Геннадий Воробьев сакӑр ҫулта чухне ҫырнӑ «Чӑваш кӗвви» пьесӑна ӳнер шкулӗнче 3-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова янӑратнӑ. Паллӑ композиторӑн ытти хайлавӗ те пулнӑ паллах унта.

 

Персона

Финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков банкра ӗҫлеме пуҫламалла. Асӑннӑ ӗҫрен ӑна ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче хӑтарни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чухне вӑл ӑҫта каясси пирки паллӑ марччӗ-ха. Каярах ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑ заявление вице-премьер кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ҫырса пани паллӑ пулчӗ. Унтан та ытларах — республикӑн финанс министрӗнче тӑрӑшнӑ ҫын патшалӑх службинче ӗҫлесси йывӑррине тата яваплине палӑртнӑ иккен. Ҫавна пулах вӑл министр пуканне хӑварма йышӑннӑ-мӗн.

Тепӗр куннех унӑн кандидатурине Чӑвашкредитопромбанкӑн директорсен канашне кӗртме сӗннӗ иккен. Апла тума асӑннӑ кредит учрежденийӗн учредителӗсенчен пӗри, устав капиталне 5,7945% чухлӗ укҫа хывнӑ «Ресурсмаркет» тулли мар яваплӑ общетсво сӗннӗ иккен.

Патшалӑх службинче ӗҫлеме тытӑниччен Ноздряков Перекет банкӗн чӑваш уйрӑмӗн управляющийӗн ҫумӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ, каярах вӑл ВТБ банкӑн Шупашкарти филиалне ертсе пынӑ.

 

Персона Сильвия Петрова, талисман авторӗ
Сильвия Петрова, талисман авторӗ

Хӗллехи XXII Олимп вӑййисен талисманне — мулкача — ӳкерекен Сильвия Петрова нумай пулмасть Сочирен таврӑннӑ — вӑл унта вӑйӑ уҫӑлнине халалланӑ уява хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче пӗлӳ пухакан хӗр ҫулҫурев пирки «Ҫамрӑксен хаҫатне» каласа панӑ.

Сильвия Петровӑна олимп вӑййине уҫнӑ уяв кӑмӑлне кайнӑ, унашкал илемлӗ уява нихӑҫан та курманни пирки пӗлтернӗ. Хӑйне вӑл юмах тӗнчине лекнӗн туйнӑ, чылай япаларан тӗлӗннӗ. Сцена ҫине хӑй ӳкернӗ мулкач йӗлтӗрпе тухсан Сильвия чунран савӑннӑ. Унӑн талисманӗ тӗнче историне кӗрсе юлнӑшӑн вӑл питӗ хӗпӗртет иккен.

Сӑмах май хаҫат Ҫӗнӗ ҫул умӗн Сильвия Чӑваш патшалӑх университечӗн чӳречисем ҫине Олимп вӑййисен талисманӗсене ӳкерни пирки те каласа парать.

 

Персона

Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче историк, академик, Ӑремпурти «Газпром» уйрӑмӗн тӗп директорӗ пулнӑ Василий Николаев 75 ҫул тултарӗччӗ, шел те 7 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗчӗ. Ырӑ ӗҫӗсемшӗн ӑна хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче кӑна мар, Шупашкарта та асрах тытаҫҫӗ. Ытларикун, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ун ячӗпе палӑк умӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем митинг ирттерчӗҫ, чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Ӑремпурти «Газпром» уйрӑмӗн тӗп директорӗ пулнӑ май Василий Васильевич чӑваш ачисене аслӑ пӗлӳ илме, чӑваш тӗпчевҫисене хӑйсен кӗнекисене кӑларма сахал мар пулӑшнӑ. Тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ май 11 кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене халӑх чӑннипе те кӑсӑкланса вулать — вӑл чӑваш кун-ҫулӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ, Атӑлҫи Пӑлхар историне, пӑлхар-чӑваш чӗлхин этнокультура ҫыхӑнӑвӗсене тӗпченӗ.

Сӑмах май, ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче В.В. Николаева халалласа курав уҫӑлӗ (нарӑсӑн 14-мӗшӗ, 16:00), Чӑваш наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ (нарӑсӑн 19-мӗшӗ, 15:00).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/65.html
 

Персона

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хор артисчӗ, илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, труппӑна ертсе пыракан Анатолий Фёдоров 70 ҫул тултарать. Ҫак ҫулсенче ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ театрта вӑл 1966 ҫултанпа ӗҫлет.

Паян та ӑста чылай спектакле ертсе пырать. Вӗсенчен самайӑшӗнче — «Флория Тоска», «Борис Годунов», «Риголетто», «Трубадур», «Севильский цирюльник», «Летучая мышь», «Сильва» — вӑл хӑй вылять.

Анатолий Федоров республикӑра тата ҫӗршывра иртекен пысӑк мероприятисене йӗркелеме те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ.

 

Персона Валентина Теллина (сулахайри) республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗпе Алла Самойловӑпа.
Валентина Теллина (сулахайри) республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗпе Алла Самойловӑпа.

Валентина Теллина Шупашкар хулин тӗп пульницӑн тӗп врачӗнче чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлет. Ҫак кунсенче вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Паллӑ кунпа кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ӗҫтешӗсем акт залӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Паян вара хисеплӗ ҫынна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова саламланӑ.

Професси карьерине Валентина Теллина Елчӗк районӗнчи Пӑла Тимеш ялӗнчи участок пульницинче тытӑннӑ. Унта вӑл Хусанти мединститута вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн лекнӗ. Хӑй вӑл 1950 ҫулта Патӑрьелте ҫуралнӑ. 1986 ҫулта Шупашкара куҫать, тепӗр икӗ ҫултан строительсен медсанчаҫӗ текен пульницӑн тӗп тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл учрежденин статусӗ те улшӑнать, сывлӑх сыхлав министрӗсем те ылмашаҫҫӗ. Теллина вара чӗрӗк ӗмӗр тӗп тухтӑр пулса тӑрӑшать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне те суйланнӑ.

Валентина Теллина ертсе пыракан хулари тӗп больница паян чи лайӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗри шутланать.

Малалла...

 

Персона

К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Лаврентий Таллеров ҫыравҫа асӑнса асӑну каҫӗ ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал вӑл 85 ҫул тултармаллаччӗ. Чӑваш халӑх писателӗ пирӗнтен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче уйрӑлса кайрӗ.

Асӑну каҫӗ валли музейҫӗсем «Чӗре хушнипе» курав хатӗрленӗ. Асӑну каҫне Чӑваш Республикин Профессилле ҫыравҫӑсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виталий Станьял, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Юлия Силэм хутшӑннӑ. Таллеров хайлавӗсенчи ҫутӑ сӑнарсем пирки Анатолий Кипеч, Ева Лисина, Денис Гордеев ҫыравҫӑсем тухса калаҫнӑ.

Лаврентий Таллерова асӑнса ирттернӗ каҫа ҫыравҫӑн хӗрӗ Татьяна Максимова тата мӑнукӗ Людмила та хутшӑннӑ.

Сӑнсем (11)

 

Персона

«Наградӑсемпе Хисеп хучӗсен сумӗ чакса пыраҫҫӗ», — тесе шухӑшлать пӗр тусӑм. «Лайӑх пӗлӗш-юлташ пулсан часах тивӗҫейӗн. Ҫук тӑк висле каясла ӗҫлесен те айккинче юлӑн», — касса татать вар вӑл. Юрӗ, пӗлӗшӗмпе тавлашас тӗллев лартмастӑп-ха ҫак материалта. Ҫапах та чӑннипех тивӗҫлисем пур тесе ҫирӗплетме май паракан тӗслӗхсенчен пӗрне илсе кӑтартасах килет.

Маттур ар-хӗре республика Элтеперӗн ятарлӑ стипендийӗпе хавхалантарнине пӗлетпӗр-ха. Ҫавсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет ташлаканӗ Дмитрий Абрамов.

Абрамов Пермьри хореографи училищинче ӑсталӑха алла илнӗ. Оперӑпа балет театрӗнче вӑл 2007 ҫултанпа ӗҫлет. Ун пирки ӗҫтешӗсем сцена илемӗ тесе хаклаҫҫӗ. Каччӑ хальхи постановкӑсенче те, классикӑра та пултарулӑхпа палӑрать-мӗн. Унӑн репертуарӗ пирки каласан, «Сарпике»-ри Сартивана, «Шопениана»-ри Поэта, «Ромео и Джульетта»-ри Ромео тата Бенволио тата ытти нумай-нумай роле асӑнмалла. Ҫамрӑк ӑста оперӑпа опереттӑсенчи арҫын ролӗсенче те пултарать теҫҫӗ.

 

Персона

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, драматургӗ, публицисчӗ, сатирӑпа юмор ӑсти Аркадий Ӗҫхӗл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртмелле. Ҫав тӗле музейҫӗсем «Сӑввӑмсенче хӗвел нумайшӑн…» ятпа курав хатӗрлӗҫ. Унта сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекесемпе, хутсемпе паллашма май килӗ.

Вӑл 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫхӗл «Канаш», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Илемлӗ литература», «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ. Чӑваш писателӗсен союзне ертсе пынӑ. Литературӑри ӗҫ-хӗлне иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пуҫланӑ. 1935 ҫулта вӑл «Ырӑ кун» ятпа сӑвӑ пуххи кӑларнӑ. 1944 ҫулта «Ӑмӑрткайӑк» поэма ҫырнӑ хыҫҫӑн Ӗҫхӗл ячӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хайлавра вӑл Совет Союзӗн Паттарӗ, чӑваш лётчикӗ Федот Орлов ҫинчен ҫырнӑ. Аркадий Ӗҫхӗл 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗпе эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.

 

Персона П. Хусанкай вилтӑпри умӗнче / Н. Плотников тунӑ сӑн
П. Хусанкай вилтӑпри умӗнче / Н. Плотников тунӑ сӑн

Ӗнер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарти Б.Хмелницкий урамӗнчи ҫӑвара вырнаҫнӑ вилтӑпри умӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫине, пултаруллӑ поэтне Петӗр Хусанкая аса илчӗҫ. Пухӑннисем хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Николай Плотников, Владимир Степанов, Александр Кузнецов, Владимир Милютин тата ыттисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑҫал ачасем те килчӗҫ — вӗсем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Владимир Васильевич Степанов иртнӗ ҫулсенче кам килнине палӑртрӗ, вӑл вӑхӑтсенче ҫанталӑк епле пулни пирки те пӗлтерчӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, [147], 148, 149, 150
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем