Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Политика

Политика

Шупашкарта хула мэрӗн пуҫлӑхӗн конкурсне документсем йышӑнса пӗтернӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сити-менеджерӑн должноҫне йышӑнмашкӑн виҫӗ ҫын заявлени панӑ. Пӗрремӗшӗ — Олег Белов. Вӑл ЖКХ тата Шупашкар хӑтлӑхӗн управленийӗнче директорта ӗҫлет. Унта вӑл 12 ҫул та 4 уйӑх тӑрӑшать.

Иккӗмӗш кандидат — Алексей Ладыков. Вӑл Шупашкар мэрӗн тивӗҫне 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи авӑнччен пурнӑҫланӑ. Аса илтерер: вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче федераци медиарейтингӗнче малти виҫӗ вырӑнтан пӗрне лекнӗ.

Виҫҫӗмӗш кандидат — Юрий Шакеев. Халӗ вӑл ЖКХ пулӑшӑвӗн потребителӗсен прависене хӳтелекен центр правленийӗн председателӗ. Ертӳҫӗ должноҫӗнче ҫулталӑк ҫурӑ тӑрӑшать.

Конкурс юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗн Пӗчӗк залӗнче иртӗ.

 

Политика Google тунӑ сӑн
Google тунӑ сӑн

Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗсем Культура министерствин ятне улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Ку ыйтупа вӗсем Патшалӑх Канашне ҫыру янӑ.

Хальхи вӑхӑтра министерство туллин ҫапла илтӗнет: Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Ҫыру ҫыракансен шухӑшӗпе хальхи ят унӑн тӗп тивӗҫӗсене пӗрре те ӑнлантарса параймасть. «Мӗнле Национальноҫсен ӗҫӗсем пирки сӑмах пырать? Мӗншӗн ӗҫӗсем кӑна? Ку ыйтупа ӗҫлесех тесен национальноҫсен пур йывӑрлӑхӗсемпе ӗҫлемелле. Ку вара ЮНЕСКО ӗҫӗ», — пӗлтереҫҫӗ вӗсем хӑйсен шухӑшне. Архив ӗҫӗ вара культурӑн пӗр пайӗ пулнине палӑртаҫҫӗ.

ЧНК ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ янӑ ҫырупа эсир пирӗн сайтра та паллашма пултаратӑр.

 

Политика

Етӗрне хулинче чуччусене тӑпӑлтарса кайни пирки ҫынсем кӑмӑлсӑрланчӗҫ. Ку суйлавпа ҫыхӑннӑ терӗҫ. Депутат унта выляса ярса хӑй малтан лартнӑ чуччусене тӑпӑлтарса кайнӑ тесе калаҫрӗҫ.

Халӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн секретарӗ Владимир Николаевич Кузьмин кун пирки ҫапла каланӑ:

«МИХсенче Етӗрне хулинчи Ҫамрӑксен урамӗнчи ача-пӑча лапамӗнчи чуччусене кӑларса кайни пирки ҫырни ҫинчен ҫапла калатӑп, лапамра ача-пӑчана суранлатма пултаракан дефект тупнӑ, ҫавӑнпа юпан 13-мӗшӗнче ӑна ҫӗннипе улӑштарнӑ. Ку суйлавпа ҫыхӑннӑ тени тӗрӗс мар. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: «Пӗрӗхлӗ Раҫҫей» парти ачасем пирки шухӑшланӑ та, малалла та шухӑшлать.

 

Политика

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлав умӗн Етӗрне районӗн «Знамя труда» хаҫатра «Появились качели и горка» статья тухнӑ. Унта сӑнӳкерчӗк те пулнӑ: савӑнӑҫлӑ ачасем ҫӗнӗ чуччусем патӗнче тӑраҫҫӗ. Ҫакна кам туни пирки хаҫат вулакан ыйтнипе тӗпченӗ имӗш.

Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ П.А.Бажайкин савӑннине пытармасӑр ҫапла каланӑ: «Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫамрӑксен микрорайонӗнче ҫынсем ыйтнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ. Ку «Автодорсервис» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Алексей Константинович Жарков пулӑшнипе пулнӑ».

Жарков текенни ун чухне шӑпах Етӗрне район пухӑвӗн депутатне суйланма кандидатура тӑратнӑ-мӗн. Шӑпах «Ҫамрӑксен» ятлӑ 5-мӗш округра тата.

Анчах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Алексей Жарков суйлава выляса янӑ. Уйӑх та иртмен — юпан 10-мӗшӗнче ҫав картишре рабочисем ачасен чуччуйӗсене каялла кӑларнӑ. Ҫынсем полицейскисене чӗннӗ. Лешсем нимӗн те тӑвайман.

Тӗнче тетелӗнче ку информаци кӗҫех тухнӑ. Чылайӑшӗ депутат ҫапла хӑтланнипе кӑмӑлсӑр.

 

Сумлӑ сӑмах Политика

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкӑна янӑ хыҫҫӑн республикӑри политика пурнӑҫӗ самай хускалчӗ, вырӑнсене кам йышӑнасси пирки нумай шавларӗҫ. Малтанхи юлать, е ун вырӑнне теприне лартаҫҫӗ? Ҫак ыйту политикӑпа кӑсӑкланакансене чылай хумхатрӗ темелле. Чи кӑсӑк ыйту вара Культура министрне кама лартасси пирки пулчӗ. Чӑваш халӑх сайтӗнче те ҫак тема тавра сахал ма хыпарларӑмӑр.

Тутарстан чӑвашӗн кандидатурине йышӑнни

Чӑн та Костя Яковлева лартни хӑш-пӗр ҫынсен умӗнче самай ыйту ҫуратрӗ. «Республикӑра культура министрне лартма тивӗҫлӗ ҫын тупайман-ши вара?» — текеннисем те пулчӗҫ. Теприсем: «Ак, Тутарстан ҫынни килӗ те пире чӑвашсене ӗҫлеме вӗрентӗ», — терӗҫ. Виҫҫӗмӗшсем вара чӑвашсене тутарлатма пуҫласси пирки те пӑшӑрханма пуҫларӗҫ. Ыйтусен шайӗ, паллах, ҫынсен культура шайӗ (Костӑн халь ӑна ӳстермелле пулӗ) мӗнлерех пулнинчен килет.

Константин Яковлева хальлӗхе культура министрне вӑхӑтлӑх кӑна лартнӑ. Ман шутпа ҫак йышӑнӑва тунипе Михаил Игнатьев команди ҫӗнӗ ҫынна тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Пурнӑҫлайӗ е ҫук.

Малалла...

 

Политика Константин Яковлев
Константин Яковлев

Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ кам пуласси пирки тӗрлӗ сас-хура ҫӳрени пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов чирлет, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫрен кайма шутланӑ тесе калаҫма тытӑннӑччӗ. Ку вырӑна информаци политикин министрне Александр Иванова лартасси пирки калаҫакансем тупӑннӑччӗ. Анчах ку хыпар тӳрре килменни ӗнер паллӑ пулчӗ.

Вадим Ефимова, сӑмах май, ӗнер Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пани пирки пӗлтерчӗҫ. Ҫакна сӑнавҫӑсем ку вӑл должноҫрен каяссине пӗлтерекен паллӑ тесе ӗнерех йышӑнчӗҫ. Чӑн та, ҫавсем тӗрӗсех тӗшмӗртрӗҫ. Культура министрӗн тивӗҫне Константин Яковлев пурнӑҫласси паянтан паллӑ пулчӗ. Вӑл Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пынӑччӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ шутланать.

 

Политика Владимир Доброхотов министр
Владимир Доброхотов министр

Хальхи вӑхӑтра республикӑн ҫӗнӗ правительстви йӗркеленни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑрать. «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотов республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине ертсе пырӗ.

Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫум пулса тимленӗ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗпе тӗл пулсан Владимир Доброхотов Михаил Игнатьева вӑл асӑннӑ строительство предприятине пилӗк ҫул ертсе пыни пирки пӗлтернӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. 2011 ҫултанпа предприятире шалу виҫӗ хут ӳснӗ-мӗн. Владимир Доброхотов «Дорэкс» талӑкӗпех ӗҫлени пирки те пӗлтернӗ.

 

Политика Александр Иванов (сылтӑмри) Михаил Игнатьев Элтеперпе
Александр Иванов (сылтӑмри) Михаил Игнатьев Элтеперпе

Хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинетне ҫӗнӗрен йӗркелени пирки пӗлтернӗччӗ. «Александр Иванова культура министрне лартӗҫ-и?» — тесе пуҫ ватнӑччӗ нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайчӗ.

Асӑннӑ хыпарта унччен культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов сывлӑхне пула хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлаймасть, ун вырӑнне тепӗр ҫынна шыракан, культура министрӗн пуканне унчченхи правительствӑра информаци политикин министрӗнче тӑрӑшнӑ Александр Иванова лартаҫҫӗ текен сас-хура ҫӳрени пирки каланӑччӗ.

Халӗ ҫав сас-хура тӳрре килменни паллӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн паянхи Хушӑвӗпе Александр Иванова унчченхи министерствӑнах ертсе пыма шаннӑ. Культура министрӗ кам пуласси пирки хальлӗхе уҫӑмлӑ мар.

 

Политика Михаил Резников
Михаил Резников

Чӑваш Енре хыснана каллех ҫулталӑклӑх йышӑнма пуҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн паян иртнӗ 32-мӗш сессийӗнче палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ саккун проектне паян депутатсем икӗ вулавпа йышӑннӑ. Хыснана ӳлӗмрен пирӗн республикӑра кӑна мар, ҫӗршывра та унчченхиллех ҫулталӑклӑха кӑна йышӑнма тытӑнӗҫ. Ҫавна май пирӗн патра та федералсем пекех тума тӗв тунӑ.

Паянхи сессире депутатсем ҫавӑн пекех Михаил Резников депутатпа сывпуллашнӑ. Ҫук, хурлӑхлӑ сӑлтавпа мар. Вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май. Аса илтеретпӗр, Михаил Резников депутата, вӑл Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне ертсе пынӑччӗ, Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗччӗ. Правительство пуҫлӑхӗн тепӗр ҫумӗ - Алла Салаева.

 

Политика Сергей Димитриев
Сергей Димитриев

Чӑваш Енре ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май хӑш-пӗр ведомствӑсем улшӑнчӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Малашне ӗҫлӗх енӗпе уйрӑм служба ӗҫлемӗ. Ку тивӗҫе Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пурнӑҫлӗ. Ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса панӑ. Тивӗҫлӗ Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Сергей Дмитриев ертсе пыракан министерствӑн республикӑри интернат учрежденийӗсен, ветерансен ҫурчӗсен, халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденисен ӗҫне йӗркелесе пымалла. Михаил Игнатьев Элтепере Сергей Димитриев хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, [140], 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, ...161
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 20

1843
181
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
135
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
129
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
95
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
72
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
24
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ