Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Культура министрӗн тивӗҫне тутар чӑвашӗ пурнӑҫлӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.10.2015 17:09 | 1834 хут пӑхнӑ
Политика Константин Яковлев
Константин Яковлев

Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ кам пуласси пирки тӗрлӗ сас-хура ҫӳрени пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов чирлет, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫрен кайма шутланӑ тесе калаҫма тытӑннӑччӗ. Ку вырӑна информаци политикин министрне Александр Иванова лартасси пирки калаҫакансем тупӑннӑччӗ. Анчах ку хыпар тӳрре килменни ӗнер паллӑ пулчӗ.

Вадим Ефимова, сӑмах май, ӗнер Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пани пирки пӗлтерчӗҫ. Ҫакна сӑнавҫӑсем ку вӑл должноҫрен каяссине пӗлтерекен паллӑ тесе ӗнерех йышӑнчӗҫ. Чӑн та, ҫавсем тӗрӗсех тӗшмӗртрӗҫ. Культура министрӗн тивӗҫне Константин Яковлев пурнӑҫласси паянтан паллӑ пулчӗ. Вӑл Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пынӑччӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ шутланать.

#тӳре-шара, #Культура министерстви, #Информаци политикин министерстви, #ӗҫ вырӑнӗсем, #политика, #культура, #ЧНК, #Тутарстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем