Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Тӗнче тетелӗ

Тӗнче тетелӗ Пуху саманчӗ
Пуху саманчӗ

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулас волонтерсемпе РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пуху ирттернӗ.

Мероприятире наркотик хуташӗсене тӗнче тетелӗнче сарни пирки калаҫнӑ. Малашне волонтерсемпе пӗрле «шурӑ вилӗме» сутакан сайтсен мониторингне йӗркелесшӗн. Пухӑва хутшӑннисем наркомани витӗмӗ пирки видеоролик пӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ҫумӗнче сайт уҫма сӗннӗ. Унта кирек мӗнле волонтер те наркотик саракансем, унпа туслисем пирки информаци кӗртме пултарӗ.

Пухура Чӑваш Республикин «Хисеплӗ волонтерӗ» ята памашкӑн ҫирӗплетнӗ. Чи хастаррисене тав хучӗсемпе чыслӗҫ, вӗсем волонтер кӗнекине тивӗҫӗҫ, тӗрлӗ съездсемпе конференцие хутшӑнма пултарӗҫ.

 

Тӗнче тетелӗ Оля Коротина конкурса тӑратнӑ ӳкерчӗк
Оля Коротина конкурса тӑратнӑ ӳкерчӗк

Google компани ачасен «Google валли дудл» логотипсен конкурсне «Эпӗ космосра — ҫулҫӳревре» темӑпа ирттерет. Шупашкарти 59-мӗш шкулта 2-мӗш класра ӑс пухакан Ольга Коротина конкурса хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ.

8 ҫулти хӗрача маттур! Оля ҫурмафинала тухнӑ. Унӑн ӗҫӗ хаклав пайташӗсем 30 ӗҫрен суйласа илнисенчен пӗри пулнӑ.

Пӗтӗмпе конкурса пин-пин ӗс килсе ҫитнӗ. Вӗсене ачасен ӳсӗмне кура ушкӑнсем ҫине уйӑрнӑ: 6–9 ҫулсенчисем, 10–13 ҫулсенчисем, 14–17 ҫулсенчисем. Кашни ушкӑнра жюри членӗсем чи лайӑх 10 ӗҫ суйланӑ. Онлайн сасӑлавпа килӗшӳллӗн финала 30 ӗҫрен виҫҫӗшӗ ҫеҫ тухӗ. Сасӑлав конкурс сайтӗнче пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ.

Кун хыҫҫӑн жюри пӗр ҫӗнтерӳҫе палӑртӗ. Унӑн ятне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускаври Планетарире пӗлтерӗҫ. Логотип авторӗ ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле АПШри штаба кайса килме пултарӗҫ. Тепӗр парне: ҫӗнтерӳҫе вӗренекен класа компьютер класӗ парнелӗҫ.

Асаилтеретпӗр, Оля пирӗн тӑрӑхран ку конкурсра пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ мар-ха. Унччен, виҫӗмҫул, Вӑрмар хӗрачи Аннета Прохорова хӑйӗн ӗҫӗпе ҫурмафинала тухнӑччӗ.

 

Тӗнче тетелӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сайчӗ 11:00 тӗлне
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сайчӗ 11:00 тӗлне

Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне палӑртать. Зорыч тете кун кӗнеки палӑртнӑ тӑрах вара Шупашкарти пысӑк театрсен сайчӗсен пысӑк пайӗ вара хӑнисене ӗҫлеменнипе кӗтсе илнӗ. Блогҫӑ пӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ кӑна тӗрӗс уҫӑлнине пӗлтерет.

Пӗлме: Пӗтӗм тӗнчери театр кунне 1961 ҫултанпа палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ЮНЕСКО ҫумӗнчи пӗтӗм тӗнчери театр институчӗ йӗркеленӗ. СССР ҫав институт ҫумне 1959 ҫулта кӗнӗ. Апла-и, капла-и — Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ патшалӑх уявӗсен шайне халь те кӗртмен пулин те тӗрлӗ тӳре-шара ку уявпа яланах культура ӗҫченӗсене саламлать, тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак куна районсенче те хуласенче те уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӑна спектакльсен йышӗ самай ӳсни ҫирӗплетсе кӑтартать.

 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш халӑх сайтӗнчи чӑвашла версийӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 5 пин хыпар ытла. Юбилейлӑ хыпар шутне «Ют ҫӗршывра кӑларнӑ медицина хатӗрӗсене «хӗсесшӗн» ятли кӗчӗ — вӑл медицинара Раҫҫейре туса кӑларнӑ хатӗрсемпе ытларах усӑ курма шутлани пирки пулчӗ. Ун хыҫҫӑн тата та ҫырнине шута илсен ку 5 006-мӗш пулнине пӗлтерме пулать.

Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтри чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче тухса. Ку вӑл — тепӗр движок ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн. Унччен эпир 1 уйӑх хушши Друпал ҫинче ӗҫлесе пӑхсаччӗ те, анчах вӑл пире тивӗҫтерменнипе хамӑрӑннипе усӑ курма тытӑнтӑмӑр. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ, хыпарсем те пирӗн улшӑнса пычӗҫ. Тӗслӗхрен, чи малтанах вӗсен пуҫелӗк ячӗ те ҫукччӗ. Хальхи вӑхӑтра вара кашнин ячӗ те пур, рубрики те, тэгӗсем те. Унсӑр пуҫне тӑтӑш ҫырса тӑракан авторсен йышӗ пиллӗк ҫынна ҫитет — вӗсем кашни кун сире ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштараҫҫӗ. Ытларах эпир, паллах, республикӑри хыпарсене ҫутататпӑр, анчах та ун тулашне те тухмасӑр иртместпӗр. Ҫав шутра — чикӗ леш енчи кӑсӑклӑ хыпарсемпе те тивӗҫтеретпӗр. Пирӗн хыпарсемпе тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче паллашма май пур.

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ Тӗрлӗ системӑра епле курӑнать
Тӗрлӗ системӑра епле курӑнать

http://samah.chv.su адреспа вырнаҫнӑ электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗпе малашне мобилла хатӗрсемпе — смартфонсемпе, планшетсемпе — ҫӑмӑлтарах усӑ курма май пулӗ. Сайт малашне вӗсене валли ятарлӑ калӑпланӗ — чи кирлӗ информаци малта, ытти хыҫалта вырнаҫӗ. Тепӗр май каласан эпир сайтра адаптацилле дизайн турӑмӑр.

Ку ӗҫе пурнӑҫлаканӗ — пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Миронов. Ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн сайт епле ӗҫленине вӑл Apple iPhone, Android, Microsoft Phone карас телефонӗсенче тӗрӗслерӗ — пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулнине пӗлтерчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://samah.chv.su/
 

Тӗнче тетелӗ

Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр провайдерсем YouTube видеохостинга хупса хунӑ. Ирхине «Чебнет» урлӑ уҫӑлман тет, анчах каярах уҫнӑ пулать.

Хальхи вӑхӑтра «Ростелеком» тата «Инфолинк» провайдерсем урлӑ уҫӑлмасть. Сӑлтавӗ видеохостингри хӑш-пӗр видеосене Роскомнадзор реестрне кӗртнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ — вӗсен шутне Валерия Новодворскаяпа Константин Боровойӑн видеочӗнӗвӗсем кӗнӗ. Генпрокуратура вӑл ролике чарма хушнӑ хыҫҫӑн уйрӑм страницӑна хупма пултарайман хӑш-пӗр провайдерсем пӗтӗм ресурса чарса лартнӑ.

Пӗр-пӗр ресурса суда ҫитермесӗр Генпрокуратура кӑҫӑлхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чарса лартма пултарать. Сӑмахран, нумай пулмасть Украинӑри пӑлхаварпа ҫыхӑннӑ «Контактри» 13 пӗрлешӗве-ушкӑна хупса хунӑччӗ.

YouTube урлӑ республикӑра чылай видео вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсен шутне наци телерадиокомпанийӗ те кӗрет — хайсен кӑларӑмӗсене вӗсем чылай чухне унта лартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Сӑвар ТВ» тетелти телеканал та унтах вырнаҫнӑ — видеохостинга хупнӑран вӗсен материалӗсемпе халь паллашма май ҫук.

Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра YouTube ресурса ирӗклессе шанас килет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1742.html
 

Тӗнче тетелӗ

Пӗлтӗр чӑваш пичетӗнче питӗ пысӑк ушлӑну пулнӑ май кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн официаллӑ сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Ӑна пӑхмашкӑн ҫак каҫӑпа куҫмалла: http://hypar.ru. Киввипе танлаштарсан, вӑл самай пуянрах, илемлӗрех. Ҫӗнӗ сайтра медиахолдинга кӗнӗ мӗнпур хаҫатпа — «Хыпар» ҫумне пӗрлешнӗ «Атӑл-Волга» тата «Тантӑш» АУ хаҫачӗсемпе те — паллашма пулать.

Кунтах кивӗ сайта куҫмалли каҫӑ та пур. Ҫӗнӗ сайтра, малтанхипе танлаштарсан, видехыпар нумайрах. «Хыпар» Издательство ҫурчӗ чылай видеохыпарлава вырнаҫтарма тӑрӑшать. Кунта медиахолдингри кашни хаҫат редакторӗ каланӑ сӑмаха курма май пур. Ку канам мар — хальлӗхе сайта 1996, 1998, 2001 ҫулсенче ӳкернӗ видеосене вырнаҫтарнӑ: «Хыпар» хаҫат 90 ҫул тултарнине халаллана уявсем, тӗлпулусем (вӗсем Шупашкар, Хусан хулисенче, Муркаш районӗнче иртнӗ), 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат ҫумӗнче «Ҫамрӑксен хаҫатне» кӑларма тытӑннине халалланӑ уяв, чӑвашсен тӗп хаҫачӗн никӗслевҫи Николай Никольский 120 ҫул тултарнине уявлани… Сайт сӑнӳкерчӗуксемпе те пуянланнӑ.

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ

Хальхи вӑхӑтра карас телефонӗпе тӗнче тетелне тухасси республикӑра хӑварт ӳсет. Ҫакна шута илсех пулӗ республикӑри «Вымпелком» («Билайн») карас ҫыхӑну компанийӗ хӑйӗн тетелне лайӑхлатса тӑма тӑрӑшать. Ҫак кунсенче сӑмахран, вӗсем, ҫурҫӗрти ункӑри ҫыхӑну хулӑмӑшне 10 хут ӳстернӗ. Ҫапла май хальхи вӑхӑтра унпала ҫеккунтра 10 Гбит хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑну йӗркелеме май пур, малашлӑхра ун хулӑмӑшне 40 Гбита та ҫитерме пулать иккен.

Тетелне компанире ҫыхӑнӑва татмасӑр ҫӗнетнӗ, вӗсем DWDM (Dense Walelength Division Multiplexing) технологипе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех кӑҫал 1-мӗш кварталта Dual Carier (чӑв. Йӗкӗреш турта) технологие пурнӑҫа кӗртсе 3G тетелти хӑвӑртлӑха ӳстерме палӑртнӑ. Енчен те халь 21 Мбит/ҫек хӑвартлӑхпа ӗҫлет пулсан, ун хыҫҫӑн ҫак виҫе 42 Мбит/ҫек таран хӑпармалла. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ака уйӑхӗнче 4G ӗҫлесе каймалла — унти хӑвартлӑх 100 Мбит/ҫек. таран ҫитет.

Пӗлме, «Билайнӑн» ҫыхӑну тетелӗ республикӑра икӗ ункӑран тӑрать, ӑна вӗсем «юр кӗлетки» тесе ят панӑ. Ҫурҫӗр пайӗ Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара, Кӳкеҫе, Ҫӗрпӗве, Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана, Вӑрмара, Канаша, Ҫӗмӗрлене, Хӗрлӗ Чутая, Етӗрнене тата Москакассипе Хыркасси ҫыхӑну пӑнчисене сыпӑнтарать.

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ

Android операци системинче чӑвашла ҫырма май паракан тепӗр сарӑм хушӑннӑ — Play Маркетра малашне тата «Multling Keyboard» тупма пулать.

Унӑн авторӗ (@HanWriting) нумай пулмасть Мирон Толипе ҫыхӑннӑ та хӑй хатӗрленӗ приложени валли чӑваш сарӑмне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ хатӗр, AnySoftKeyboard-па (чӑвашла ҫырас тесен унпа та усӑ курма пулать /ман, сӑмахран, вӑл ларать/) танлаштарсан, тӳрех тӗрӗс сӑмахсем те сӗнет, шуса ҫырма (gesture input, swipe) та май парать.

Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку сарӑм чӑваш саспаллисене кириллица пайӗнчен илет. Аяларахри видеора ҫак сарӑма епле лартмаллине ӑнлантарса панӑ (Мирон Толи хатӗрленӗ):

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ

Пирӗн сайтра орфографи йӑнӑшӗ сахал мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗри вӗсем пирки ансат мелпе пӗлтермелли май туса пама ыйтатчӗ. Чӑваш Республикин официаллӑ влаҫ порталне те тӗслӗх пек илсе кӑтартатчӗҫ. Паян вара ҫак хатӗре сайта вырнаҫтартӑмӑр.

Эпир «Orphus» системӑна суйласа илтӗмӗр. Пӗрремӗшӗнчен — вӑл чи анлӑ усӑ кураканскер, иккӗмӗшӗнчен — ӑна тӗрлӗ чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Чӑвашла ҫуккӑччӗ те хамӑрӑн тӑван чӗлхепе те куҫарса патӑмӑр. Хайхи халь ҫак хатӗрпе усӑ курса асӑрханӑ йӑнӑша тӳрех пире пӗлтерме пултаратӑр. Малтан шӑшипе йӑнӑш текста уйӑрӑр, кайран харӑс Ctrl-па Enter пускӑчсене пусӑр. Уҫӑлнӑ чӳречере йӑнӑш пирки ӑнлантарса пама та пултаратӑр. «Пӗлтер» ҫине пуссан информаци пирӗн пата ҫитӗ.

Ку хатӗре ҫитес вӑхӑтра электронлӑ сӑмахсарсен сайтне тата электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарӑпӑр. Сӑмах май, эпир унччен чӑвашла текстсенчи орфографи йӑнӑшӗсене тупмалли хатӗр — Hunspell — ӑсталасаччӗ. Вӑл паян кун та ӗҫлет, унпа усӑ курма пултаратӑр.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть