Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Чӑваш Енре YouTube видеохостинга чарса лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.03.2014 23:46 | 1429 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр провайдерсем YouTube видеохостинга хупса хунӑ. Ирхине «Чебнет» урлӑ уҫӑлман тет, анчах каярах уҫнӑ пулать.

Хальхи вӑхӑтра «Ростелеком» тата «Инфолинк» провайдерсем урлӑ уҫӑлмасть. Сӑлтавӗ видеохостингри хӑш-пӗр видеосене Роскомнадзор реестрне кӗртнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ — вӗсен шутне Валерия Новодворскаяпа Константин Боровойӑн видеочӗнӗвӗсем кӗнӗ. Генпрокуратура вӑл ролике чарма хушнӑ хыҫҫӑн уйрӑм страницӑна хупма пултарайман хӑш-пӗр провайдерсем пӗтӗм ресурса чарса лартнӑ.

Пӗр-пӗр ресурса суда ҫитермесӗр Генпрокуратура кӑҫӑлхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чарса лартма пултарать. Сӑмахран, нумай пулмасть Украинӑри пӑлхаварпа ҫыхӑннӑ «Контактри» 13 пӗрлешӗве-ушкӑна хупса хунӑччӗ.

YouTube урлӑ республикӑра чылай видео вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсен шутне наци телерадиокомпанийӗ те кӗрет — хайсен кӑларӑмӗсене вӗсем чылай чухне унта лартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Сӑвар ТВ» тетелти телеканал та унтах вырнаҫнӑ — видеохостинга хупнӑран вӗсен материалӗсемпе халь паллашма май ҫук.

Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра YouTube ресурса ирӗклессе шанас килет.

#youtube, #тӗнче тетелӗ, #провайдерсем, #чарусем, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1742.html
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.12 09:20
Чăваш Ен вырăнне Чăваш республики тесе çырма сĕнетĕп.
2014.03.12 13:13
Аçтахар Плотников
Ростелеком урлă çăк вăхăтра ĕçлеме пуçланă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем