Паян Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Национальная красавица – 2024» (чӑв. Наци чиперкии — 2024) конкурс финалӗ иртӗ. Унта аслӑ шкулӑн тӗрлӗ факультетӗнче ӑс пухакан пикесем хутшӑнӗҫ.
Илем конкурсӗ ЧППУн тӗп корпусӗн акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта тӗрлӗ наци пикисен пултарулӑхӗпе киленме май килӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра иртекен «Раҫҫей» куравра Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫав кун унта 151 мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ.
Чӑваш Енрен Александр тата Анна Кривовсем пулнӑ. Вӗсем – Елчӗк округӗнчен. Ҫамрӑксем чӑваш наци тумне тӑхӑнса пӗрлешнӗ. Хут уйӑрттарсан вӗсене «Раҫҫей чӗри» ҫулӑма панӑ, туй торчӗ парнеленӗ.
Палӑртмалла: ҫу уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче туй фестивалӗпе килӗшӳллӗн федераци округӗсен кунӗсем иртӗҫ. Атӑлҫи федераци округӗн кунӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ. Унта Шупашкарти «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑнма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри пике Атӑлҫи федераци округӗнче чи лайӑх вожатӑй ятне илнӗ. Вӑл - Анастасия Федотова.
Атӑлҫи федераци округӗнчи педагогика отрячӗсен боецӗсен хушшинче иртнӗ конкурс Саранск хулинче пулнӑ.
Конкурсӑн виҫӗ тапхӑрӗ витӗр тухса Анастасия Федотова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Маттур!
Мускаври Б.В. Щукин ячӗллӗ Театр институчӗ 2025 ҫулта чӑваш ҫамрӑкӗсене артист пулма тӗллевлӗ вӗрентсе кӑларма йышӑнӗ. Актёр пулас ӗмӗтлисене чӑваш сценин ӑстисем театр студийӗнче пултарулӑха туптама хӑнӑхтарӗҫ.
«Тӗллевлӗ вӗренме илесси пирки нумаях пулмасть институт ректорӗпе, Раҫҫей халӑх артисчӗпе Евгений Князевпа тӗл пулсан калаҫса татӑлнӑ», — пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова.
Мускаври Театр институчӗ 12 ҫынна тӳлевсӗр вӗренме илме хатӗр. Актёр пулас ӗмӗтлисене кунти артистсем конкурс витӗр суйласа илӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар каччи, Илья Фёдоров, воллейбол енӗпе Раҫҫей чемпиоантӗнче ҫӗнтернӗ. Каччӑ Хусанти «Зенит» командӑра вылять. Хусанти команда Мускаври «Динамӑна» ҫӗнтернӗ.
Илья — 21 ҫулта. Хусанти «Зенит» йышӗнче вӑл 2017 ҫултанпа вылять. Унччен маларах каччӑ командӑпа пӗрлРаҫсей кубокӗнче ҫӗнтернӗ кӑна мар, Ҫамрӑксен хушшинче Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енри Светлана Ярандайкина стюардесса чи хитре стюардессӑсен шутне лекнӗ. Хӗр «Топ стюардесс – 2024» илем конкурсӗн ҫурма финалне кӗнӗ.
Светлана 20 ҫултанпа борт проводника ӗҫлет. Унтанпа вӑл 4 пине яхӑн сехет вӗҫнӗ. Халӗ вӑл тӗнчери авиакомпанисен чи хитре те чи профессионал бортпроводникӗсен конкурсне хутшӑнать.
«Конкурса эпӗ тӑван Шупашкар хулин ячӗпе хутшӑнатӑп. Хам вара чылай ҫул ӗнтӗ Мускавра пурӑнатӑп. Тӑван тӑрӑха вӗҫнӗ чух чун хумханать, чӑвашша калаҫнине илтсен ачалӑха аса илетӗп», – тет чипер пике.
Чӑваш Енре пурӑнакан хӑш-пӗр ҫамрӑк чӑвашла туй ирттерме юратать. Ун пеккисенчен пӗрисем — Виктория тата Денис. Вӗсем туйӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, кӗрленӗ.
Пӗрне-пӗри юратакан икӗ чун хӑйсен туйне чӑвашла ирттерме шухӑш тытнӑ. Ҫамрӑксен пуҫарӑвне вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те ырланӑ.
«Чӑн-чӑн чӑваш туйӗ час-час пулмасть. Эпир пирӗн пурнӑҫӑмӑрти паллӑ кун чылайлӑха асра юлтӑр, кайран та аса илсе пурӑнмалӑх, ыттисене каласа кӑтартмалӑх пултӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр», — тесе шухӑшлать ҫамрӑк арӑм.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Элӗк муниципаллӑ округӗнче «Никольски - Етӗрне - Нурӑс» ҫул ҫинче мотоцикл аварие лекнӗ.
19 ҫулти каччӑ «Ирбис» мотоциклпа пынӑ чухне руле итлеттереймен - кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унӑн права та пулман. Вӑл пӗччен пулман. Икӗ пассажир, 2009 тата 2010 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем, аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Пӗрне киле янӑ. Водителе те пульницӑна вырттарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 тата 22 ҫулсенчи икӗ хӗр-тус комментари ҫырса укҫа тӑвас тенӗ. Анчах вӗсем 900 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Укҫана кивҫен илнӗ.
Капкӑна малтан туссенчен пӗри ҫакланнӑ. Тӗрӗссипе, капкӑн иккенне вӑл тавҫӑрса илеймен-ха. Ун патне «финанс аналитикӗ» шӑнкӑравласа «интернет урлӑ укҫа ӗҫлесе илме» сӗннӗ. «Комментари ҫыр та укҫаллӑ пулӑн», — сӗннӗ хайхи.
Савӑнса кайнӑ хӗр валюта счёчӗ уҫнӑ. Унтан кредит илнӗ. Ку вӑл кивҫен укҫана епле майпа панине ӑнланса илме кирлӗ пулнӑ иккен. Кивҫене вӑл хӑйӗн счёчӗ ҫине куҫаратӑп тесе шаннӑ. Мӗнпур утӑма вӑл «аналитик» сӗннипе тунӑ.
Укҫа тума май пурри ҫинчен тусне те пӗлтернӗ хӗр. Лешӗ те савӑнсах килӗшнӗ.
Паян Шупашкарта Вӗренӳ институтӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ иртнӗ. Ӑна «Хавал» пуҫару ушкӑнӗпе «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» йӗркеленӗ. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртнӗ. Пӗрремӗш форум 2019 ҫулта пулнӑ.
Паян форумра тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫӗпе, проекчӗпе паллаштарнӑ. Элӗк тӑрӑхӗнчи Кирилл Степанов экзотикӑллӑ тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк ӗрчетет. Хӑйне вӑл ҫамрӑк фермер, ялти блогер тет. Кирилл халӑх тетелӗсенче страницӑсем тытса пырать. Унӑн видеовӗсене пин-пин ҫын пӑхать. Кирилл хӑйӗн роликӗсемпе те паллаштарнӑ, юлашки ҫур ҫулта блогер ӗҫӗ ӑна тупӑш кӳни пирки каласа кӑтартнӑ.
Матвей Блинов форума Мускавран ятарласа килнӗ, вӑл унта вӗренет. Каччӑ тӗрлӗ ҫулта халӑх йышӗ, демографи лару-тӑрӑвӗ мӗнле улшӑнни ҫинчен чӑвашла каласа кӑтартнӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Артур Васильев хурт-хӑмӑр ӗрчетет. Вӑл та хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарнӑ.
Елчӗк округӗнче ҫуралнӑ, халӗ Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче вӗренекен Екатерина Нягина - пулас астроном. Эсир ҫӑлтӑр ӳкнине курнӑ-и? Чӑннипе, ҫӑлтӑр ӳкмест, вӗсем - метеорит пайӗсем. Ҫӑлтӑрсем вара вилеҫҫӗ: вӗсенчи газ сирпӗнет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |