Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери туслӑх клубӗ уҫӑлнӑ. Вӑл регионти Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ ҫумӗнче ӗҫлет.
Клуба тӗрлӗ ҫӗршыври ҫамрӑксене килӗштерсе ӗҫлеме йӗркеленӗ. Клуб пилӗк енпе ӗҫлеме палӑртнӑ: «Медиа», «Предпринимательлӗх», «Граждан хастарлӑхӗ», «Регионсен уйрӑмлӑхӗсем», «Сообщество».
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта хӗр 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Шел те, 16 ҫултискер вилнӗ.
Ку инкек Шупашкар проспектӗнчи 17-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче каҫхи 10 сехетре пулнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче интим-пулӑшу кӳрекен (ҫапла калӑпӑр ӗнтӗ) хӗр шыранӑ. Пӗлтерӗве ятарлӑ сайтра (ун пеккисем те пур-мӗн) тупнӑ.
Вӑл йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, малтан хӗрпе калаҫнӑ, вӑл прейскурантпа паллаштарнӑ, укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн пыма шантарнӑ.
Каччӑ укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн ун патне темле арҫын шӑнкӑравласа программа ванни пирки пӗлтернӗ, каччӑна тӑкака саплаштарма хушнӑ. Ҫапла майпа яш 30 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Улталаканни 18 ҫулти Сарту облаҫӗнчи каччӑ пулнӑ. Ӑна пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ӗҫпе комнадировкӑна кайса тытса чарнӑ. Вӑл хӗрарӑм тата арҫын сассипе хӑй калаҫнӑ иккен. Ҫӗрпӳ каччине вӑл укҫана куҫарса панӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ Сарту яшӗ ытти ҫынпа та ҫавӑн пек хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Пӗрлӗхлӗ кӗрешӗвӗн «Кӗрешӳ» республикӑри центрӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти 11-мӗш спорт шкулӗнче йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ центрта 500 ытла ачапа ҫамрӑк тренировкӑна ҫӳрейӗҫ, вӗсемпе 10 преподаватель ӗҫлӗ.
Малтанласа центрта каратэ, киокушин, хутӑш ҫапӑҫу, панкратион, хӗвелтухӑҫ кӗрешӗвӗ, кудо енӗпе уйрӑмсем ӗҫлӗҫ, каярах кӗрешӗвӗн ытти енӗпе уҫӑлӗҫ.
Кӗрешӳ центрӗнче пысӑк шайри ӑмӑртусене ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑмсем ҫемье ҫавӑриччен карьера тӑвасшӑн. Ҫакӑн пек шухӑшлине патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем те палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки ВЦИОМ фончӗн гендиректорӗ Константин Абрамов Тухӑҫ экономика форумӗн сессийӗнче палӑртса хӑварнӑ.
«Эпир ҫамрӑксемпе ӗҫлекен агентствӑн (кунта Росмолодежь пирки сӑмах пырать. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) форумне кайсан та унта ҫамрӑк, хитре хӗрсемпе хӗрарӑмсем ӗҫленине асӑрхатпӑр. Вӗсен ҫемйи, ачи-пӑчи ҫук, вӗсем ӗҫе йытӑпа пыраҫҫӗ. Маларах ӗҫе ача илсе пыратчӗҫ, вӑл йӗркеллӗ пулӑмччӗ. <...> Эсир, тӳре-шарасемпе бюрократсем, Раҫҫейри улшӑнӑва туса ирттерекенсем, сирӗн хӑвӑрӑн тӗслӗх кӑтартмалла», — тенӗ Абрамов.
Францинче Telegram йӗркелӳҫине тата генеральнӑй директорне Павел Дурова арестленӗ.
Ӑна Азербайджанран вӗҫсе ҫитсен Ле Бурже аэропортра тӳрех тытса чарнӑ. Азербайджанта самолёта ларас умӗн ӑна федераци шыравӗнче тесе пӗлтернӗ.
Павел Дурова 40-е яхӑн статьяпа айӑпласшӑн-мӗн: терроризм, наркотик, улталани, укҫана айккинелле яни, педофил контенчӗ.
Павел Дуров — Франци гражданинӗ, ҫавӑнпа ӑна ылмаштарма е Раҫҫее памӗҫ, хыпарланӑ Телеграмра Сергей Колясников.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, правасӑр водитель инкеке лекнӗ.
Пӑтӑрмах Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ. Ирхи 2 сехет те 20 минутра Шӑхаль ялӗ патӗнче водитель ҫул айккине кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. 19 ҫулти водитель шар курман. Салонта пулнӑ пике вара аманнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла эрешлӗ татуировкӑсем тутарма юратаҫҫӗ. Кун пирки Телеграмри «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) каналта пӗлтернӗ.
Ӳт ҫине (ал-ура, мӑй тата ытти те) ҫине илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерсе хураҫҫӗ: эрешсем, элемсем, орнаментсем, рунӑсем... Пӗр-пӗр сӑмаха чӑвашла та ҫырса хураҫҫӗ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче ҫамрӑксем мопедпа мотоблокпа пырса ҫапӑннӑ.
Етӗрне тӑрӑхӗнчи Лапракассинче пурӑнакан яшсем
мопедпа пынӑ чухне мотоблок ҫине пырса кӗнӗ.
Инкекре мопед пассажирӗ аманнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ҫӗрле пулнӑ. Мопеда тытса пынӑ 17 ҫулти ҫамрӑк хирӗҫ килекен мотоблокпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре мопед ҫинче ларса пынӑ 14 ҫулти яш пуҫне амантнӑ. Вӑл халӗ пульницӑра сипленет.
Мопед ҫинчисем те, мотоблок хуҫи те урӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Ульяна Самохина пӗчӗк чухне сцена ҫине тухма питӗ ӗмӗтленнӗ. Пултаруллӑ та талпӑнуллӑ пике ҫав ӗмӗтпе С.М. Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗреннӗ, унтан — Шупашкарти музыка училищинче. Халӗ вара вӑл Санкт-Петербругри Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторире опера юрӑҫин пултарулӑхне ӑша илет.
Шупашкарти музыка училищинче пике «Флейта» тата «Академи юрри» уйрӑмсенче пӗлӳ илнӗ, тӗрлӗ конкурса ун чухнех хастар хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть вӑл Патшалӑх ӳнер музейӗнчи куракансем умне классика музыкин концерчӗпе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |