Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян та республикӑри ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта та ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Авари Шупашкар районӗнчи Ишлей патӗнче 9 сехет те 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх "Лада Гранта водителӗ сулахай еннелле ҫаврӑннӑ чухне "Фольксвагена" ҫул паман.

Аварире "Гранта" водителӗ, 63 ҫулти арҫын, вилнӗ. "Фольксваген" водителӗ тата икӗ пассажир аманнӑ. Пӗр пассажирӗ 12 ҫулта кӑна.

 

Персона
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхине Шупашкарти Эльмен урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра 2-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсене ҫав ҫуртрах пурӑнакан 45 ҫулти Алексей Кудашев чӗннӗ.

Арҫын хваттерте ҫынсем пулма пултарнине шута илсе алӑкран кӗме хӑтланнӑ, анчах май килмен. Урама тухсан вӑл тӗпелти чӳречерен ачасем пӑхнине курнӑ. Хваттерте вара ҫулӑм алхаснӑ. Алексей газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса чӳрече ҫӗмӗрнӗ те ачасене унтан кӑларнӑ. Пӗчӗкскерсем 2015 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Куславкка районӗнче, Тутарстан чиккинчен инҫех мар, авари пулнӑ.

Ирхи 7 сехет те 15 минутра "Лада Калина" водителӗ автозаправкӑран тухса йывӑр тиевлӗ "Скания" машинӑран иртсе кайма тӑнӑ. Унран иртсе кайсан хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса йывӑр тиевлӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Ҫапӑнсан хыҫалти "Скания" ҫине вирхӗнсе кайнӑ. Кайран хирӗҫ килнӗ йывӑр тиевлӗ машина минивэнпа ҫапӑннӑ.

Шел те, аварире "Калина" водителӗ тата 13 ҫулти пассажир вилнӗ.

 

Статистика

Кӑҫал кӑрлач-ака уйахӗсенче Чӑваш Енре 3066 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 4 процент сахалрах: ун чухне 3193 ача кун ҫути курнӑ. Ҫапла пӗлтерет Росстат.

Кӑҫал ҫак тапхӑрта 4897 ҫын вилнӗ. Ку, пӗлтӗрхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчипе танлаштарсан, 15,3 процент сахалрах. Ун чухне 5779 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Палӑртмалла: 2022 ҫулта республикӑра 10 пин ачаран сахалрах ҫуралнӑ. Кун пекки ҫӗнӗ ӗмӗрте пулман.

 

ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 12 сехет те 55 минутра Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 63-ри арҫыннӑн, 63 ҫулти хӗрарӑмӑн тата 12-ри ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Лада Веста" хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса "Киа Рио" машинӑна хирсе кайса бензовозпа ҫапӑннӑ. Юрать, пысӑк машинӑра бензин пулман.

Аварире вилнӗ 3 ҫын "Вестӑра" пулнӑ. Унти тепӗр 56-ри пассажира тата 6-ри ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсем йывӑр суранланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ку эрнере ҫӑлавпа шырав служби республикӑри икӗ ҫынна пӳрнинчен ҫӗрре хывма пулӑшнӑ.

Пӗр хӗрарӑм ятсӑр пӳрнинчен ҫӗрӗ хывайман. Ирӗксӗрех специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ унӑн.

Кун хыҫҫӑн службӑна тепӗр шӑнкӑрав ҫитнӗ: ача пӳрнинчен ҫӗрӗ хываймасть-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тӳрех пулӑшнӑ: ҫӗрре ятарлӑ хатӗрпе асӑрханса каснӑ. Ачан пӳрни шыҫӑнсах кайнӑ пулнӑ.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паянтан республикӑри тин ҫуралнӑ ачасене чӑааш тӗрриллӗ парне пама тытӑнмалла. Аса илтерер: ҫак йыша кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем те кӗреҫҫӗ.

Ӗнер, уяв умӗн, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мӑшӑрӗпе Наталия Николаевӑпа тин кун ҫути курнӑ пепкесене ҫак парнепе пӗррӗмӗш хут чысланӑ. Чыслав Президент пепекелӗх центрӗнче иртнӗ.

Аса илтерер: "Тӗрӗллӗ парне" йышне чӑваш тӗрриллӗ таврашӗ, алшӑлли тата "Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем" кӗреҫҫӗ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртсен 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Оппукасси ялӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра кил хуҫи, 67 ҫулти хӗрарӑм, килте пулман, аякка кайнӑ.

Кӳршисен 7 ҫулти мӑнукӗ пӳртре ҫулӑм тухнине пӗрремӗш асӑрханӑ. Вӑл кун пирки аслисене каланӑ. Вӗсем вара тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара 11 минутра сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӗпеле кӑна сиенлетсе ӗлкӗрнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кармалти пӗве. "Ҫыхӑнура" порталти сӑн
Кармалти пӗве. "Ҫыхӑнура" порталти сӑн

Куславкка районӗнчи Кармал ялӗнче тата Красноармейски районӗнчи Ҫеҫмерте 2020 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасем путса вилнӗ.

Кармалта инкек ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ, Ҫеҫмерте вара – ҫу уйахӗн 30-мӗшӗнче.

Палӑртмалла: юлашки эрнере республикӑра 5 ача путса вилнӗ. Аса илтерер: Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача шыва анса кайнӑ. Вӗсем Кӗҫӗн Ҫавалта шыва кӗнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Ҫурт йӑлтах ҫунса кайнӑ. Шел те, кил хуҫи те, 50 ҫулти арҫын, вилнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 66-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм икӗ ачине ҫавӑтса хваттертен тухма ӗлкӗрнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, ... 309
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ