Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртсен 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Оппукасси ялӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра кил хуҫи, 67 ҫулти хӗрарӑм, килте пулман, аякка кайнӑ.
Кӳршисен 7 ҫулти мӑнукӗ пӳртре ҫулӑм тухнине пӗрремӗш асӑрханӑ. Вӑл кун пирки аслисене каланӑ. Вӗсем вара тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 11 минутра сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӗпеле кӑна сиенлетсе ӗлкӗрнӗ.