Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: артистсем

Культура
rusdram21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rusdram21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем Тулӑра пулнӑ. Унта вӗсем пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирех тухса кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 15, 16 тата 17-мӗшӗсенче артистсем Тулӑри М. Горький ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче спектакльсем кӑтартнӑ.

Тулӑри куракансем пурӗ тӑватӑ спектакль пӑхма пултарнӑ: Д. Нигрогӑ «Тайны семьи Рейвенскрофт» детективне, Э.-Э. Шмиттӑн «Тектоника чувств» тата К. Гольдонин «Венецианские близнецы» камичӗсене, А. Белозеровӑн «Солдат и Змей Горынович» юмахне.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал. Вячеслав Александров» моноспектакль иртӗ. Театрта кун пек ярӑмпа тӗлпулусем ирттерме пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Хальхинче черет Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Вячеслав Александров патне ҫитнӗ.

Тӳрех драма атисчӗ пулса тӑман вӑл. Малтан Пукане театрӗнче ӗҫленӗ. Чӑвашрадиопа ачасемпе ҫамрӑксем валли «Хатӗр пул!» тата «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» кӑларӑмсене ертсе пынӑ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ мультфильмсемпе киносенче те унӑн сасси янӑрать.

Артист пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе моноспектакль вӑхӑтӗнче тӗплӗнрех паллашма май килӗ.

 

Персона
nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл хальхи Элӗк муниципаллӑ округӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче 1924 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика училищинче скрипкӑпа, гитарӑпа, мандолинӑпа тата балалайкӑпа выялма вӗреннӗ. 1945 ҫулта ӑна ГИТИСӑн Чӑваш актер студийӗн виҫҫӗмӗш курсне вӗренме илнӗ. 1947 ҫулта вӑл Чӑваш академи драма театрне ӗҫе илнӗ. Унта вӑл 1954 ҫулччен тӑрӑшнӑ.

1959 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗн тата симфони оркестрӗн никӗсне тӗпе хурса Чӑваш патшалӑх музыкӑпа драма театрӗ (халӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) уҫӑлать. Ӑна пуҫарса яраканни тата пӗрремӗш илемлӗх ертӳҫи Борис Марков пулнӑ. 1960 ҫулта Фёдор Павловӑн «Шыварманьне» лартать. Вӑл — чӑвашсен пӗрремӗш опери.

Борисом Семенович 30 ытла опера, оперетта, музыка камичӗ лартнӑ.

Борис Семенович пурнӑҫран 1977 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

Шупашкарта ун ячӗпе урам хисепленет. Вӑл пурӑннӑ Ленин урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. 2010 ҫулта Эле тӑрӑхӗнчи Тавӑтри вӑтам шкула ентешӗн ятне панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvdram.ru/100let-boris-markov/
 

Персона
www.kino-teatr.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.kino-teatr.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Нестор Виноградов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унпа пӗрле тӑрӑшнисем аса илнӗ тӑрӑх, артист пултарулӑхне хаклакансем ӑна урамра, театрта ӗҫченӗсем кӗрсе ҫӳремелли алӑк патӗнче, чечек ҫыххипе кӗтсе илнӗ, вӑл вылянӑ рольсене кӑмӑлтан йышӑннӑ.

Пулас артист Етӗрне уесӗнчи (кайран Муркаш районне кӗнӗ) Тивӗш ялӗнче 1909 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта Чӑваш театрӗ ҫумӗнчи театр студине вӗренме кӗнӗ. Ҫартан таврӑнсан хальхи ГИТИСра (ун чухне Театр ӳнерӗн тӗп техникумӗ шутланнӑ) вӗреннӗ.

Нестор Виноградовӑн театрти пӗрремӗш ролӗ – Пётр Осиповӑн «Ылханнӑ йӑх» спектаклӗнчи Максим сӑнарӗ. Пётр Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», «Трахом юрри», «Кушар», «Айтар» пьесисемпе лартнӑ ӗҫсенче каярах вӑл тӗп рольсене калӑпланӑ Театрта ӗҫленӗ ҫулсенче ӑна 100 ытла сӑнар шанса панӑ.

Нестор Петрович 1995 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пурнӑҫран уйӑлса кайнӑ. Ӑна Шупашкарти Мухтав аллейинче пытарнӑ.

 

Персона
Евгений Евграфов. mim13.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Евгений Евграфов. mim13.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑри тата тепӗр артист тава тивӗҫлӗ ята илнӗ. Иртнӗ эрнере сумлӑ ята Евгений Евграфов тивӗҫнӗ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята илме тивӗҫ пулнӑ Евгений Юрьевич Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗнче ӗҫлет.

Евгений Евграфов Шупашкарта ҫуралнӑ. Сӑнавлӑ театрта вӑл 2003-2009 ҫулсенче ӗҫленӗ, 2017 улта вӑл каллех унта таврӑннӑ.

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗреннӗ ҫамрӑк 2018 ҫултанпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Кафедра» пластика театрӗпе тата «Абрикосовый сад» студентсен театрӗпе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлет. Вӑл ертсе пыракан студентсен театрӗсем тӗрлӗ фестивальте пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лидия Попова артистка 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл — ташӑҫӑ, хореограф, педагог, Чӑваш АССРӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки.

Лидия Авинеровна Чӑваш Республикин культура училищинче, унтан Мускаври патшалӑхӑн культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, республикӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ. 1972–1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ташӑ ушкӑнӗнче ертсе пыракан солист пулнӑ.

 

Культура
Евгенйи Князев. chuvdram.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
Евгенйи Князев. chuvdram.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Театра юратакансене пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх кадеми драма театрне Мускаври Арбатра вырнаҫнӑ Вахангов ячӗллӗ театр гастрольпе килӗ. Шупашкар ҫыннисене культура учрежденийӗ Александр Пушкинӑн «Пиковая дама» повеҫӗпе лартнӑ моноспектакль кӑтартӗ.

Спектакльте — Раҫҫей халӑх артисчӗ Евгений Князев тата театрӑн оркестрӗн артисчӗсем.

Евгений Владимирович куракана асамлать-тыткӑнлать теҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗпе паллашнисем. Спектакльте ҫавӑн пекех музыкантсем пулӗҫ: клавесинпа — Надежда Кашкина тата Наталья Туриянская, флейтӑпа — Ольга Жевлакова, скрипкӑпа — Полина Евланова, гитарӑпа — Андрей Чернышов.

Моноспектаклӗн музыка ертӳҫи — Татьяна Агаева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvdram.ru/#modal
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Музыка русской зимы» (чӑв. Вырӑс хӗлӗн юрри-кӗвви) концерт иртӗ. Ҫав шутра — «В лунном сиянии», «Вдоль по улице метелица метет», «Ой, мороз, мороз!», «Гай-да, тройка!» тата ыттисем.

Сцена ҫине Чӑваш Енӗн халӑх артистки Маргарита Финогентова, Динара Юнисова, Татьяна Васильева, Анна Голицына, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Иван Снигирев тата Юрий Катков, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, Владимир Ашмарин, Екатерина Паргеева (фортепиано), «Ҫавал» ансамблӗн инструмент ушкӑнӗ, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ тухӗҫ.

Программа режиссӗрӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елена Лимаренко.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Ольга Кирилловӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

Ольга Вениаминовна – Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ. Ӗҫтешӗсем тата куракансем ӑна илемлӗ сассишӗн, хӑйне сцена ҫинче тытма пӗлнишӗн юратаҫҫӗ. Артист, тӗпрен илсен, чӑваш композиторӗсен-классикӗсен хайлавӗсене шӑранатрать. Хальхи вӑхӑтри авторсенчен вӑл Ю. Жуковпа, Ю. Кудаковпа, Ю. Петуховпа, А. Павловпа килӗштерсе ӗҫлет.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗршыври «Пысӑк гастроль» проекта кӗнӗ. Унта 2024 ҫулта 273 театрпа тата 65 пултарулӑх коллективӗ хутшӑнӗ.

Ҫуркунне театр Пушкӑртстана гастрольпе тухса кайӗ. Унта 117 пин чӑваш пурӑнать. Шупашкарти артистсем ака уйӑхӗнче Ӗпхӳри «Нур» тутар театрӗн сцени ҫине тухӗҫ.

«Нур» театр пирӗн патӑмӑра авӑн уйӑхӗнче виҫӗ спектакльпе килӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 33
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем