Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хыркасси

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ветерансен ҫуртӗнче (халӗ ун пеккисене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм теме тытӑнчӗҫ-ха) куҫа тем тӗрлӗ чечек илӗртет. Вӗсене Петр Ивановчи текен сусӑр пӑхса тӑрать. Хӑрах алӑллӑ пулин те ӗҫлеме ӳркенмест вӑл.

Ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ уйрӑмра пурӑнакан ытти ҫын валли те ӗҫ тупӑнсах тӑрать. Пӗрисем пахча ҫимӗҫ пуҫтараҫҫӗ, теприсем — ҫырла. Ҫу кунӗ ҫулталӑк тӑрантарать теҫҫӗ те, тӑрӑшаҫҫӗ ҫынсем. Ӗҫе асӑннӑ уйрӑмри социаллӑ ӗҫченсем йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Сӑнсем (5)

 

Пӑтӑрмахсем 21.mvd.ru сайтри сӑн
21.mvd.ru сайтри сӑн

Руль умне ларсан тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки яланах асархаттараҫҫӗ-ха, ҫапах ҫакна уяманнисем тупӑнаҫҫӗ. Вӗсене пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлать.

Нумаях пулмасть Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 76 ҫулти старик Етӗрне ҫулӗпе пынӑ чухне ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма асӑрхаман — ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вара пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тарса ҫухалма хӑтланнӑ.

Нумай тарайман. ПАИ экипажӗ ӑна Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнче тытса чарнӑ. Старик пакунлисене… ӗне ҫапса кайнине пӗлтернӗ. Ватӑскер хӗрарӑма ӗнерен уйӑрайман-ши?..

Халӗ старикӑн ҫул-йӗр правилисене пӑсса ҫынна вӗлернӗшӗн кӑна мар, аманнӑ хӗрарӑма пулӑшманшӑн та явап тытма тивӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Пуҫлӑх патне каякан кирек епле ҫын та пулӑшу кӗтсе илессе шанать. Район шайӗнчи пуҫлӑхсем патнех те халӑх чун ыратӑвӗпе ҫитет. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ҫак эрнере ирттернӗ йышӑнӑва вунӑ ҫын пынӑ. Вӗсем — Кӳкеҫ, Ишлей, Шӗнерпуҫ тата Лапсар ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем.

Кама мӗн пӑшӑрхантарать-ха? Халӑхӑн ыйтӑвӗ, пӗтӗмӗшле илсен, пӗр пекрех. Сӑмахран, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӗр уйӑрса парасси, ҫӗнӗ урамсене шыв тата ҫутӑ кӗртесси. Ишлей ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм та, ав, ҫӗр ыйтӑвнех хускатнӑ. Нумай ачаллисем вӑл тӑрӑхра 31 ҫемье ҫак ӗмӗтпе ҫунатланать иккен. Паянхи куна илсен вуннӑшне кӑна тивӗҫнӗ-мӗн. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫакӑншӑн Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӳпкелесе илнӗ. Вырӑнта ҫине тӑманнине пула юлашки икӗ ҫул хушшинче ҫӗр участокӗсене виҫтермен иккен. Анчах ку ыйтӑва хӑй еккипе ямӗҫ — яваплисене ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.

Ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен кӗнчеле теҫҫӗ те, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тата урама машинӑсем кӗртес мар тесе пӗренесем хурса тухнӑ иккен.

Малалла...

 

Хыркасси ялӗ
Хыркасси ялӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хыркасси ялӗ, иккен, шывсӑр, газсӑр, ҫулсӑр пурӑнать. Ытти ялсенче ҫӑл пур пулсан кусен вӑл та ҫук иккен — типсе ларнӑ. Шыв патне вара ҫырмана ҫӳреҫҫӗ. Хӗлле, ҫырмари шыв шӑнса ларсан, юр шывӗпе пурӑнаҫҫӗ имӗш. Ялти ҫапларах лару-тӑру пирки «Ирӗклӗ хаҫат» пӗлтерет.

Хӑшӗ-пӗри, тен, республикӑра газпа тивӗҫтермен ялсем ҫук тесе те шутлӗ пулӗ, анчах йӑнӑшӗ — Хыркасси ялне ҫак ырлӑх ҫитеймен пулас. Унсӑр пуҫне лавкка ҫук, яла хытӑ ҫул кӗмест.

Аксарин ял тӑрӑхне кӗрекен яла 1930 ҫулсенче никӗсленӗ иккен, ун чухне кунта ҫӗр ытла ҫын пурӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫем ял майӗпен юхӑна пуҫланӑ — 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта 16 ҫын ҫеҫ пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта хӗл каҫма та ватӑ кинемейсем ҫеҫ юлаҫҫӗ — ыттисем хӑйсен килӗсемпе дача евӗр кӑна усӑ кураҫҫӗ иккен.

Хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма тӳре-шара патне темиҫе хут та ҫыру ҫырнӑ пулин те лавӗ халь те ҫавӑнтах имӗш. Яла аталантарма укҫа ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ пулать. Чӑваш Ен Элтеперӗ патне ҫырнинче те уссине курман имӗш — ун хыҫҫӑн тӳре-шара килсе кайнӑ, лару-тӑрупа паллашнӑ, анчах ял халӑхӗ пулӑшӑва кӗтсе илеймен иккен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1153.html
 

Кӑҫал, акан 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республики Гимнӗн авторӗ Герман Степанович Лебедев композитор 100 ҫул тултарать. Шупашкар районӗ ҫак паллӑ куна тӗрлӗ мероприятисемпе кӗтсе илме палӑртрӗ. Уявсен сӗвемне Г.С.Лебедев ҫуралнӑ Салапайкасси ялӗнче пуҫлама йышӑнчӗҫ.

Акӑ, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Салапайкассинчи шкула районти тӗрлӗ вырӑнсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем: Тутаркасси, Кӳкеҫ, Шӑмӑш, Анат Кӗнер, Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗсенчи ачасен фольклор ушкӑнӗсем, Иккассипе Хыркассинчи халӑх вокал ансамблӗсем килсе ҫитрӗҫ. Ҫак пысӑк уява Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Егоров Георгий Иванович, район администрацийӗн пӗлӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Романов Борис Григорьвич, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорсев Николай Евгеньвич тата ытти паллӑ ҫынсем те хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Герман Лебедев
Герман Лебедев

Чӑваш автономийӗ 90 ҫул тултарнӑ май Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Салапайкасси ялӗнче Лебедев вулавӗсем иртнӗ.

Салапайкассинче ҫуралнӑ Герман Лебедев 1932-мӗш ҫулта кӗвӗсем хывма пуҫ­лать. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Патшалӑх Канашӗ Лебедев Тукташ сӑввипе ҫырнӑ юрра Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ тесе йышӑнать. Ҫак юрӑ пӗрремӗш хут 1945-мӗш ҫулта, Чӑваш автономийӗ 25 ҫул тултарнӑ ятпа иртнӗ уявра янӑранӑ. Кӑҫал, Чӑваш автономийӗ 90 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ тапхӑрта, ҫак юррӑн пӗлтерӗшӗ уйрӑмах пысӑк.

Ялти кӳлӗ таврашӗнче Чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн художество-графика факультечӗн студенчӗсем культура паркӗ валли картинӑсемпе статуйӑсем хатӗрлес тӗлӗшпе лаборатори йӗркеленӗ.

Лебедев вулавӗсен уявне Хыркассинчи ачасен музыка шкулӗнче вӗренекенӗсем тата Анат Кӗнерти Культура ҫурчӗн ӗҫ­ченӗсем хатӗрленӗ концерт программи илем кӳнӗ.

 

Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ «Чебоксары» палӑка ватма пуҫланӑ — ун вырӑнне ҫӗнӗ палӑк лартаҫҫӗ. Малтанхи «Чебоксары» палӑк 1972 ҫултанпа хулана кӗнӗ вырӑнта ларать, ӑна хатӗрлекенӗ Владимир Филатов пулнӑ. Ҫӗнӗ палӑк Хыркасси патӗнче ларӗ. Унӑн авторӗ — Александр Герасимов.

 

Палӑк ҫӳллӗшӗ — 16,2 метр, сарлакӑшӗ — 8 метр. Ӑна алюкобонд материалтан хатӗрленӗ. Палӑка чӑваш тӗррисемпе ерешленӗ, тӑрринче Шупашкар гербне вырнаҫтарнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть