Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хыркасси ялӗ, иккен, шывсӑр, газсӑр, ҫулсӑр пурӑнать. Ытти ялсенче ҫӑл пур пулсан кусен вӑл та ҫук иккен — типсе ларнӑ. Шыв патне вара ҫырмана ҫӳреҫҫӗ. Хӗлле, ҫырмари шыв шӑнса ларсан, юр шывӗпе пурӑнаҫҫӗ имӗш. Ялти ҫапларах лару-тӑру пирки «Ирӗклӗ хаҫат» пӗлтерет.
Хӑшӗ-пӗри, тен, республикӑра газпа тивӗҫтермен ялсем ҫук тесе те шутлӗ пулӗ, анчах йӑнӑшӗ — Хыркасси ялне ҫак ырлӑх ҫитеймен пулас. Унсӑр пуҫне лавкка ҫук, яла хытӑ ҫул кӗмест.
Аксарин ял тӑрӑхне кӗрекен яла 1930 ҫулсенче никӗсленӗ иккен, ун чухне кунта ҫӗр ытла ҫын пурӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫем ял майӗпен юхӑна пуҫланӑ — 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта 16 ҫын ҫеҫ пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта хӗл каҫма та ватӑ кинемейсем ҫеҫ юлаҫҫӗ — ыттисем хӑйсен килӗсемпе дача евӗр кӑна усӑ кураҫҫӗ иккен.
Хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма тӳре-шара патне темиҫе хут та ҫыру ҫырнӑ пулин те лавӗ халь те ҫавӑнтах имӗш. Яла аталантарма укҫа ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ пулать. Чӑваш Ен Элтеперӗ патне ҫырнинче те уссине курман имӗш — ун хыҫҫӑн тӳре-шара килсе кайнӑ, лару-тӑрупа паллашнӑ, анчах ял халӑхӗ пулӑшӑва кӗтсе илеймен иккен.