Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кинешма

Культура

Вырӑс драма театрӗн артистки Лариса Родик «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ.

Лариса Родик 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хабаровск тӑрӑхӗнчи Вяземский хулинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Инҫетхӗвелтухӑҫ ӳнер институтӗнчен «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫлӑ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Дипломлӑ актер Амур ҫинчи Комсомольск, Кинешма, Иваново, Норильск, Хабаровск хулисенчи театрсен сцени ҫинче вылянӑ. Шупашкара Лариса Родик 1997 ҫулта куҫса килнӗ. Вӑл вӑхӑтра Родин сцена ӑсти ятне илнӗ актриса пулнӑ ӗнтӗ.

Паян вӑл паллӑ артист ҫеҫ мар, юратнӑ педагог та. Лариса Родик 20 ҫула яхӑн Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче ҫамрӑксене актер ӑсталӑхӗпе режиссурӑна вӗрентет.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти вырӑс драма театрӗн артисчӗсем автоинкеке лекнӗ. Вӗсем Иваново облаҫӗнчи Кинешма хулинче гастрольте пулнӑ. Каялла килме каҫхи спектакль хыҫҫӑн тухнӑ. Ирпе Шупашкара таврӑнма палӑртнӑ. Ҫула тухсан, пӗр сехет кайсан, автобус пӑрлак ҫул ҫинче ҫаврӑнса ӳкнӗ, кювета чӑмнӑ.

Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 20-е яхӑн ҫын пулнӑ. Турра шӗкӗр, пурте чӗрӗ-сывӑ. Анчах ыраттармасӑр пулман паллах. Ушкӑнри пӗр артистка самай суранланнӑ. Ӑна валли васкавлӑ пулӑшу машини чӗнме тивнӗ.

Инкеке лекнӗ ҫынсем Кинешмаран автобус пырса илессе сехет ытла кӗтсе тӑнӑ. Сивӗ ҫӗрте. Уйра. Кайран вӗсене каялла илсе кайнӑ. Рита Кириллова шухӑшланӑ тӑрӑх, автобуссене каҫхине пассажирсене турттарма чармалла. Уйрӑмах — хӗлле.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын