Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Елчӗк

Нумай пулмасть республикӑра чи ешӗл те чи хӑтлӑ ял-хуласене суйласа илнӗ. 2-мӗш категоринче Муркаш сали пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку категоринчи иккӗмӗш вырӑна Елчӗк, виҫҫӗмӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Малти Чиперуй йышӑннӑ.

Паллах, Муркаш ахальтен мар ку ята илнӗ — ялти ҫуртсем кӑна мар, предприятисемпе организаци ҫурчӗсем те ҫулран ҫул илемленсех пыраҫҫӗ. Муркаш варринче вырнаҫнӑ физкультурӑпа сывлӑха упракан центр та ӑна самай илем кӳрет!

 

Ытти категорисенче ҫак ял-хулапа вырӑнсем мала тухрӗҫ:

1 категори:

I. Улатӑр хули.

II. Ҫӗмӗрле хули.

III. Канаш хули.

 

3 категори:

I. Шупашкарти «Эверест» компани ушкӑнӗ.

II. Ҫӗнӗ Шупашкарти ГУП ЧР БОС.

III. Шӑмӑршӑ районӗн федераллӑ казначействӑн управленийӗ.

 

4 категори:

I. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкул.

II. Куславкка районӗнчи Елчӗк шкулӗ.

III. Етӗрне районӗнчи Кӑташ шкулӗ.

Малалла...

 

Ӗнер, авӑнӑн 4-мӗшӗнче, А.Г. Николаева асӑнса Республикӑра чупасси енӗпе ӑмӑрту пуҫланчӗ. Ку ҫулхине вӑл 5-мӗш хут иртет ӗнтӗ. Чупакансем харӑссӑн пилӗк вырӑнтан тапраннӑ: Улатӑрпа Етӗрне хулисемпе Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Пӑрачкав ялсенче. Эстафета виҫӗ кун хушшинче республикӑн пур хулисемпе районӗсене ҫитсе курӗ. Чупакансем хушшинче шкул ачисем, чупма юратакансем, спорт ветеранӗсем тата паллӑ спортсменсем пулӗҫ. Пӗр шкул ушкӑнӗ эстафетӑна тепӗр шкул ушкӑнне парӗ — ҫапла май пурӗ пин ҫухрӑм тарин ӑмӑрту тӑсӑлӗ.

Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вара пур ушкӑн пӗрлешӗ те Андриан Николаев ҫуралса ӳснӗ ялта 14 сехет тӗлне чупса ҫитӗ.

Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: Чӑваш Енӗн спортпа вӗрентӳ Министерствисем, республикӑн районсемпе хуласен вырӑнти тытӑмлӑх органӗсем.

 

Ӑмӑрту ҫулӗсем:

1-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): ШӑмӑршӑПатӑрьелКомсомольски

2 кун (авӑн, 5): КомсомольскиКанашҪӗрпӳ

3 кун (авӑн, 6): ҪӗрпӳТуҫаШуршӑл

 

2-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): ЕлчӗкАслӑ ТаяпаТӑвайВӑрмар

2 кун (авӑн, 5): ВӑрмарЭнтри ПасарКуславкка

3 кун (авӑн, 6): КуславккаОктябрьскиШуршӑл

 

3-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): УлатӑрАлтышевоЙӗпреҫВӑрнар

2 кун (авӑн, 5): ВӑрнарКрасноармейскиҪӗрпӳ

3 кун (авӑн, 6): ҪӗрпӳКӳкеҫШуршӑл

 

4-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): ПӑрачкавМӑн УлхашҪӗмӗрлеХӗрлӗ Чутай

2 кун (авӑн, 5): Хӗрлӗ ЧутайЭлӗкИшек

3 кун (авӑн, 6): ИшекҪӗнӗ ЛапсарШуршӑл

 

5-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): ЕтӗрнеВаҫкасси ЯнасалМуркаш

2 кун (авӑн, 5): МуркашКалайкассиШупашкар

3 кун (авӑн, 6): ШупашкарҪӗнӗ ШупашкарШуршӑл

 

Чупма кӑмӑллакансене пурне те хутшӑнма чӗнетпӗр!

Малалла...

 

Елчӗк районӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнче «2008 ҫулталӑк вӗренекенӗ» конкурс иртрӗ. Конкурса чи лайӑх вӗренекене суйламашкӑн, ыттисене хавхалантармашкӑн иртерчӗҫ.

 

Конкурсру пурӗ 4 тур пулчӗ. пӗрремеш турта ӑмӑртуҫӑсем 25 ыйту ҫине ҫырса хуравларӗҫ. Ҫапла май вӗсенчен вуннӑшӗ иккӗмӗш тура тухрӗҫ. Виҫҫӗмӗш тура вара пиллӗкӗн тухрӗҫ: Семенов Николай, Смирнов Артур (Курнавӑш шкулӗ), Бакина Катерина (Кушка шкулӗ), Патшина Екатерина (Елчӗк шкулӗ), Федорова Татьяна (Кивӗ Эйпеҫ шкулӗ). Финала виҫҫен тухрӗҫ, вӗсен «Космонавтика» сӑмахри саспаллисенчен нумайтарах сӑмах тумалла пулчӗ. Смирнов Артур ыттисенчен ытларах турӗ те «2008-мӗш ҫулталӑк вӗренекенӗ» ята тивӗҫрӗ.

Пӗрремӗш вырӑнсене тухнисене хисеп хучӗсемпе парнесем пачӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи