Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Нумай пулмасть республикӑра чи ешӗл те чи хӑтлӑ ял-хуласене суйласа илнӗ. 2-мӗш категоринче Муркаш сали пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку категоринчи иккӗмӗш вырӑна Елчӗк, виҫҫӗмӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Малти Чиперуй йышӑннӑ.
Паллах, Муркаш ахальтен мар ку ята илнӗ — ялти ҫуртсем кӑна мар, предприятисемпе организаци ҫурчӗсем те ҫулран ҫул илемленсех пыраҫҫӗ. Муркаш варринче вырнаҫнӑ физкультурӑпа сывлӑха упракан центр та ӑна самай илем кӳрет!
Ытти категорисенче ҫак ял-хулапа вырӑнсем мала тухрӗҫ:
1 категори:
I. Улатӑр хули.
II. Ҫӗмӗрле хули.
III. Канаш хули.
3 категори:
I. Шупашкарти «Эверест» компани ушкӑнӗ.
II. Ҫӗнӗ Шупашкарти ГУП ЧР БОС.
III. Шӑмӑршӑ районӗн федераллӑ казначействӑн управленийӗ.
4 категори:
I. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкул.
II. Куславкка районӗнчи Елчӗк шкулӗ.
III. Етӗрне районӗнчи Кӑташ шкулӗ.
4 категори:
I. Улатӑрти Б. Хмельницкий урамӗ.
II. Улатӑр районне кӗрекен Анютино ялӗнчи Ҫамрӑклӑх урамӗ.
III. Куславкка районне кӗрекен Елчӗк ялӗнчи Беловожски урамӗ
6 категори:
I. Улатӑрти Таса Турамӑш Ҫуралӑвӗн соборӗ
II. Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» скверӗ.
III. Муркаш районӗнчи Чуманкасси шкулӗн чечек пахчи.
