Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Восход

Республикӑра

Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнчи «кӗмӗл» нимеҫӗ Мускав укҫине тивӗҫнӗ. Вӑл «Молоды душой» (чӑв. Чунпа ҫамрӑк) грант конкурсне хутшӑннӑ. Ӑна федераци шайӗнче ирттернӗ. Конкурсра Улатӑр хӗрарӑмӗ «Социальные проекты» (чӑв. Социаллӑ проектсем) енӗпе ҫӗнтернӗ. Зоя Бусоргина 150 пин тенкӗ укҫана тивӗҫнӗ.

Конкурса ҫӗршывӑн 85 регионӗнчен 3 249 проект тӑратнӑ. «Социаллӑ проектсем» енӗпе 2 735 заявка пулнӑ. Вӗсенчен 103-шӗ финала тухнӑ.

Зоя Витальевна — Стемасри шкулта физкультура учителӗнче ӗҫлет. Унӑн стажӗ 40 ҫул ытла. Вӑл Восход поселокӗнчи ҫулланнӑ ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарассипе ҫине тӑрать. Нимеҫӗ пулса хӗрарӑм тӗрлӗ регионти пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑннӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Улатӑр районӗнче иртнӗ эрнере тӗрӗслев иртнӗ. Специалистсем Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрпе вӗсен хуҫисем — арендаторсем — епле усӑ курнине пӑхса ҫаврӑннӑ.

Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 4305 гектар ҫӗр ҫинчи 13 участока пахаланӑ.

Тӗрӗслевҫӗсем Восход ял тӑрӑхӗнчи тата «Митра», «НДН Агро» тата «КиПиАй Агро Сеченово» тулли мар яваплӑ обществӑри ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене тӗрӗсленӗ.

Ҫӗрпе епле усӑ курнине ытти районпа ял тӑрӑхӗнче те пахалаҫҫӗ. Тыр-пул е ытти ял хуҫалӑх культури ӳсмелли лаптӑксенче ҫум курӑкпа хытхура, йывӑҫ-тӗм хунавӗ ашкарсан акт ҫыраҫҫӗ. Кӑлтӑка кӑтартнӑ хута Росссельхознадозрӑн республикӑри управленине ярса параҫҫӗ, унтисем ҫӗр хуҫисене явап тыттараҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ чӑваш. Ҫакна шута илсе те пулӗ газпа тивӗҫтерекенсем станцисемпе пӑрӑхсене халех йӗркене кӗртессипе тимлеҫҫӗ. Маларах вӗсем темиҫе районта юсав ӗҫӗсем ирттернӗччӗ. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫак енӗпе тимлесшӗн. Кун пирки «Газпром межрегионгаз Шупашкар» тулли мар яваплӑ общество пӗлтерет.

2015 ҫул валли палӑртнӑ планпа килӗшӳллӗн «Газпром трансгаз Чулхула» тулли мар яваплӑ обществӑн Сеченевски магистральлӗ газ пӑрӑхӗсен линипе производство управленийӗ Улатӑрти газ валеҫекен станцире юсав ӗҫӗ ирттерӗ. Ҫав вӑхӑтра асӑннӑ станци га пама пачах чарӑнӗ. Станцири юсав утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен тӑсӑлӗ.

Улатӑрти газ валеҫекен станци Ахматово, Восход, Иваньково-Ленино, Миренки, Санаторный, Стемас, Чуварлей, Ялушево ялӗсене газпа тивӗҫтерет. Юсав пынӑ вӑӑхтра газ хатӗрӗсен кранӗсене хупма чӗнсе калаҫҫӗ.

 

Культура

Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнче ачасен «Мини-мисс» конкурс иртнӗ. Унта Стемасри Любовь Созонова, Диана Тынтаева, Восход поселокӗнчи Ульяна Константинова, Ольга Сурикова, Иваньково-Ленино ялӗнчи Софья Казанцева хутшӑннӑ. Вӗсем пурте — 7–10 ҫулсенче.

Пӗчӗкскерсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ. Кайран «Эпӗ пысӑк пулсан» тема тавра калаҫнӑ. Вӗсем мӗнле кӗвӗсене итлесе пӗлнӗ, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ…

Конкурссем вӗҫленсен жюри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Мини-мисс» ята Софья Казанцева ҫӗнсе илнӗ. Артист пултарулӑхӗпе Любовь Созонова палӑрнӑ. «Мисс черченлӗх» номинацире Ульяна Константинова палӑрнӑ. Ольга Сурикова «Мисс граци» пулнӑ, Диана Тынтаева та куракансене тӗлӗнтернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын