Н.В.Фёдоров пӗлтӗр, 2009 ҫулта, пурӗ 2 миллион ытла тупӑш илнӗ. Кун пирки cap.ru сайт пӗлтерет.
Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн регион пуҫлӑхӗсен тата ӑна пулӑшакансен хӑйсен тупӑшӗпе пурлӑхӗ пирки пӗлтермелле. Хӑйсенне кӑна мар, ҫемьери ыттисен пурлӑхӗпе тупӑшне те шутлама тивет. Ҫапла май 2009 ҫулта Чӑваш Ен президенчӗ пурӗ 2 миллион та 140 пин те 8 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ пулать (59 пусне шутламасан). Унӑн мӑшӑрӗ вара вӑл вӑхӑтра 300 пин ытла тупӑш тунӑ. Вӗсен пӗрлехи пурлӑхӗ шутне 123 тӑваткал метрлӑ пурӑну вырӑнӗ кӗрет. Н.В. Фёдоровӑн ҫавӑн пекех 94 тӑваткал метрлӑ пурӑнман пӳлӗм пур. Арӑмӗ ҫинче икӗ хваттер шутланать: пӗри 88 т.м., тепри — 66 патнелле. Светлана Юрьевнӑн ҫавӑн пекех 1400 тӑваткал метрлӑ ҫӗр, пурӑнма юрӑхлӑ ҫурт тата машин лартмалли вырӑн пур. Ҫӗрпе ҫурт тата хваттер президент мӑшӑрӗн пурлӑхне пӗлтӗр хутшӑннӑ — вӗсем ӑна Кострома облаҫӗнче еткер майӗпе лекнӗ.
Правительствӑра чи нумай укҫа ӗҫлесе илекенни — Иван Моторин. Чӑваш республикин экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ Министрӗ пӗлтӗр 4 миллион та 245 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Чӑваш Ен премьер-министрӗ Нина Суслонова пӗлтӗр миллион ҫурӑ ытла тупӑш илнӗ. Унӑн ҫемьен пурлӑхӗнче 2 хваттер тата гараж шутланать. Президент администрацийӗн ертӳҫи пӗлтӗр 955 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, мӑшӑрӗ вара икӗ хут ытларах — 1 миллион та 713 пин те 596 тенкӗ. Вӗсен пурлӑхӗнче 592 тӑваткал метрлӑ хваттер пур, унта вӑл ҫемйипе пурӑнать. Ҫавӑн пекех Тимофеевӑн 3 миллион тенкӗ тӑракан «Ауди А8» машшин пур. Машӑрӗн — «БМВ 525».
Пӗлтӗр ытти министрсенчен чи сахал укҫа ӗҫлесе илекенни — Чӑваш Республикин экологипе ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен Министрӗ Анатолий Ермолаев. Вӑл пӗлтӗр 385 пин те 216 тенкӗ «ҫеҫ» тупӑш илнӗ.
Чӑваш Ен президенчӗн, правительствӑра ӗҫлекенсен тата вӗсен мӑшӑрӗсен тупӑшӗсем тата пурлӑхӗ
kolik // 3541.96.6920
2010.05.11 22:12 | |
Мускава юраса пурансан пуяссе. |